Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Маттур та пултаруллă Мария Николаевна

Çак пăрчăкан пек хӗрарăма никам та паспорт ӗнентерекен çулсене памасть. Вăр-варлăхне, шалтан тапса тăракан хӗрарăмлăхне кура çулӗсенчен самай çамрăкрах курăнать. Çи-пуçӗпе те вăл саманаран юлса пымасть, никам та ял мăнакки тесе калаймӗ. Пӗвӗпе çӳллех мар хӗр евӗр çинçешке хӗрарăма районӗпех аван пӗлеççӗ. Культура сферине илес пулсан – республикипех.

Мария Бушуева. Фото из личного архива Бушуевых.Çамрăклăх çулӗсем

Сăмах Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче пурăнакан Мария Николаевна Бушуева пирки. Хӗр чухнехи хушамачӗ – Шихранова ун. Николай Степановичпа Александра Филипповна Шихрановсен çемйинче вăл 4-мӗш ача пулнă. Пичче-шăллӗ енӗпе ăннă ăна, икӗ тетӗшпе виçӗ шăллӗ унăн. Хăй умӗнхи аппăшӗ те пулнă та, шел, вăл çамрăкла çӗре кӗнӗ. 

Унăн ашшӗпе амăшӗ ял интеллигенчӗсем, хисеплӗ çынсем  пулнă. Иккӗшӗ те шкулта ӗçленӗ. Николай Степанович вăрçă ветеранӗ, нумай çулсем ял шкулӗн директорӗнче ӗçленӗ, Александра Филипповна кӗçӗн классене вӗрентнӗ. 

Марийăна ялти вунă класлă шкултан вӗренсе тухсан шкултах  юлма ыйтнă. Çапла вăл 1968 – 1971-мӗш çулсенче пионер­вожатăйра ӗçленӗ. Унтан вăл Ульяновск хулине вӗренме каять кăна, ăна каллех тăван ялне чӗнсе илеççӗ. Культура çуртне илемлӗ пултарулăх ертӳçи кирлӗ иккен. Директорта ун чухне Николай Кузьмич Чугунов ӗçленӗ. Хӗр пултăклăхне кура вăл чӗнсе илет те ӗнтӗ ăна. 1973 çулччен вăй хурать Мария Николаевна çак должноçра.

«Ульяновска вӗренме кайсан хуларах юлатăп пулӗ тенӗччӗ те, ял хă­йӗнчен ямарӗ, ялтах юлтăм çапла. Николай Кузьмич атя кил, таврăн тесе тархасласа ыйтрӗ ун чухне», – аса илчӗ вăл çав кунсене.  

Шăпа пӳрне  тӗлпулу

Çак çул уншăн шăпаллă пулать. Яла Горький вырăсӗ Александр Бушуев килсе çитет. Тин çеç аслă шкултан вӗр-çӗнӗ дипломпа  тухнă педагог распределенипе инçетри чăваш ялне лекет. Вăл вăхăтра çулсем хальхи пек пулман, уйрăмах кӗркуннепе çуркуннехи пылчăкра ялсенчен тухса кӗме йывăр пулнă. Çавăнпа çӳлте ларакан пуçлăхсем вăтамрах чиновниксене начартарах ӗçлесен Çӗпрелне ярассипе хăратнă. Паянхи кунсем урлă пăхсан вара, çамрăк учителе распределени мар, шăпа хăй çак яла илсе çитернӗ. Мӗншӗн тесен кунта ăна телейӗ кӗтсе тăнă. 

Калас пулать, Мария Николаевна 1951 çулхи августăн 18-мӗшӗнче çуралнă. Шăп хăй çуралнă кун, 1973 çулта, клубра ташă каçӗнче паллашнă та вăл Горький каччипе. Çамрăк учитель те, паллă ӗнтӗ, ялти чи хит­ре хӗре тӳрех асăрханă. Çапла çамрăксен хушшинче майпен юрату туйă­мӗ çуралать. Август уйăхӗнче паллашаççӗ те вӗсем ноябрӗн 18-мӗшӗнче туй туса пӗрлешеççӗ. 

Виçӗ ывăл çуратса ӳстернӗ Бушуевсем. Паян вӗсем хăйсем те çемьеллӗ ӗнтӗ, ашшӗпе амăшне 10 мăнук парнеленӗ.

«Турă пире аван ачасем пачӗ, кинсем те çав тери лайăх ман. Мăнуксене çав тери юратап. Вӗсем те ӳсрӗç ӗнтӗ. Вăхăт сиссе те юлма çук чупать кăна», – терӗ вăл çемйи пирки сăмах хускатсан. 

Ӗçпе пултарулăх

Мария Бушуева и участиници ансамбля Ӗç çулӗсем патне таврăнсан 1974 çултан пуçласа Мария Николаевна ял библиотекинче ӗçлет. Сăмах май, районтан ятарлă курссене янипе Хусанта малтанласа илемлӗ пултарулăх ертӳçин, унтан библиотека ӗçӗсене алла илет. Тивӗçлӗ канăва тухсан та юратнă ӗçре тепӗр 8 çул ӗçлет. 

Анчах çын хушшинче пулма хăнăхнăскер часах килпе кăна çырлахайманнине ăнланать. Ун телейне районта шăпах чăваш фольклор ансамбльне йӗркелессипе ӗç тапранать. Упи ялӗнче пурăнакан паллă юрăç Людмила Сердцева, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ансамбле артистсене тӗрлӗ ялтан пуçтарма тӗллев лартать, пултаруллисене шырать. Çапла Мария Николаевна хăйпе пӗрле нумай çулсем ӗçленӗ тусӗпе Зинаида Гордеевапа çак ансамбле лекеççӗ. Çакăнтан пуçланать те унăн артист çулӗ. 

«Хӗлхем» чăваш халăх фольклор ансамблӗ шутӗнче ăçта кăна çитсе курмарӗç пулӗ вӗсем, мӗнле кăна ялпа хула сцени çине тухмарӗç-ши? Районти Культура çуртӗнчен пуçласа Мускавпа Крым Республики таранччен. Пӗлтӗр ансамбль шăпах хăйӗн 15 çулхи юбилейне паллă турӗ. Çак хушăра вӗсем респуб­лика, Пӗтӗм Раççей шайӗнчи «Крутушка», «Балкыш – Сияние», «Древо жизни» пек тата ытти нумай фес­тивале хутшăнса лауреат ятне пӗрре мар илчӗç. Мария Николаевна пӗрне те сиктермест. Вăр-варскер килти хуçалăха тирпейре тытса тăма та, çемйипе çывăх çыннисене тимлӗх уйăрма та, ансамбльпе инçете тухса çӳреме те ӗлкӗрет. Çапла, йăлт пултарать маттур чăваш хӗрарăмӗ. 

Тата вăл шутсăр вулама юратать, ку ӗнтӗ профессилӗх унăн. «Сувар» хаçатăн пысăк тусӗ те. Ăна Мария Николаевна мӗн тухма пуçланăранпа çырăнма тытăннă та паян кунччен çырăнса илет.  Эпир те хамăр енчен Мария Николаевнăна çывхарса килекен юбилейпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. (Редакци тата Бушуевсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дрожжановский район юбилей чуваши Татартсана ансамбль Хӗлхем