Çӗнӗ хыпарсем

Чи пӗрремӗш кино музейӗ – Раççейре

Тутарстанӑн Наци музейӗнче «Кинопленка çулӗпе» курав ӗçлеме пуçланă. Çак пысӑк проекта патшалӑхӑн Тӗп кино музейӗпе пӗрле йӗркеленӗ, вӑл кӑçал 100 çул тултарнине паллӑ тӑвать.

баженова с ФайзрахмановымЧылай вӑхӑт тӗнчери пӗрремӗш кино музейӗ Парижри «Франци синематеки» шутланнӑ. Анчах ку тӗрӗс мар иккен, курава уçнă чух Патшалӑх кино музейӗн директорӗ Лариса Баженова акă мӗн пӗлтернӗ:

«Патшалӑхӑн тӗп кино музейӗ Патшалăх архивӗпе  нумай ӗçленӗ. Сыхланса юлнă документсем тăрăх тӗнчери пӗтӗмпех кинематограф искусствине халалланӑ пӗрремӗш музей Раççейри кино музейӗ пулни паллă».

ТР Наци музейӗн генеральнӑй директорӗ Айрат Файзрахмановăн сăмахӗ кинон асамлă вăйӗ çинчен пулчӗ. Искусствӑн çак тӗсӗн пӗрлештерекен вӑйне палӑртрӗ вăл: «Кино искусствинче кашниех хӑйне, хӑйӗн кадрне, хӑйӗн цитатине, хӑйӗн музыкине тупать. Кашни ӑрӑвӑн хӑйӗн киновӗ. Çак куравра эпир ӑрусене, халӑхсене, кинон тӗрлӗ жанрӗсене тата хамӑрӑн пӗрлехи историпе культурӑна пӗрлештерме тӑрӑшрӑмӑр».

  Мускавран кӳрсе килнӗ экспонатсемпе ТР Наци музейӗн коллекцийӗнчи артефактсем юнашар пулни Тутарстанӑн тӗп хулинчи курава вырӑнти колоритпа пуянлатаççӗ: Франци стереоскопи проекторӗ «Таксифот», Хусанти телекурав студийӗн «Советская Татария», «Ленин В Казани» тата Хусанти кинохроника студийӗн «Товарищ Камай» фильмӗсем. Çавӑн пекех «Алтын минбар» фестивальпе çыхăннă экспонатсем те куравра хисеплӗ вырăн йышăннă.

  «Татаркино»  ТР патшалăхăн бюджетлă культура учрежденийӗн директорӗ Ильяс Гафаров, Хусанти Пӗтӗм тӗнчери «Алтын минбар» кинофестивалӗн ӗçэкспонат с выставки путем кинематографа тӑвакан директорӗ Миляуша Айтуганова курава килнисене саламласа «Алтын минбар» фестиваль 22 çул хушшинче кинематограф тӗнчинчи пурте пӗлекен бренд пулса тăни çинче чарăнса тăчӗç. Куравра «Алтын мирбара» хутшăннă тӗнчипе паллă Кшиштоф Занусси режиссерăн тата Владимир Меньшовăн, чаплӑ актерăн, «Оскар» АПШ кинопремине çӗнсе илнӗ режиссерăн аллисен слепокӗсене курма пулать.

ТР Наци музейӗнче «Кинопленка çулӗпе» курав 2026 çулхи декабрӗн 16-мӗшӗччен пырать.

Сăнӳкерчӗксем ТР Наци музейӗн пресс-службин.


#выставка

Нет комментариев