Ултавлă схемăсене палласа илме, укçана хӳтӗлеме, перекете тӗрӗс упрама, укçасăр тӳлевсемпе тата цифра сервисӗсемпе хăрушсăр усă курма, çавăн пекех шанчăклă финанс продукчӗсене суйласа илме вӗренӗç çак занятисене хутшăнакансем.
Программăна хутшăнакансем валли ыйтусем хатӗрленӗ. Вӗсене хуравланă хыççăн система сире кирлӗ модуль сӗнӗ, тӳрех занятисен расписанине кăтартӗ. Кашни вебинар 30 минута тăсăлать.
Тӗп модульте хутшăнакансем кулленхи финанс задачисене татса пама вӗренӗç: хăйсене кирлӗ банк карттине суйламалла, вклад пухăнакан шутран мӗнпе уйрăлса тăнине, юрăхсăра тухнă купюрăсене улăштарма. Çавăн пекех цифра тенкипе паллашӗç.
Вăйлăрах модуль банк карттисемпе, онлайн-банкингпа, маркетплейссемпе тата патшалăх сервисӗсемпе хастар усă куракансем валли хатӗрленӗ. Цифра сервисӗсемпе усă курса укçа-тенке тытса пырасси çине ытларах тимлӗх уйăрӗç занятисенче. Итлекенсем интернетра хăрушлăхсăр туянмалли виртуаллă карттăсем кăларма, цифра тенкин енчӗкне уçма, вкладсем уçнă чухне страховкăсем хăçан кирлипе кирлӗ маррине ăнланма тата самозапрет лартма вӗренӗç.
Урока çырăнма хушаматпа ята, электронлă почта адресне, региона тата ăçта пурăннине кăтартмалла. Сертификат кирлӗ пулсан, вебинар хыççăн каялла çыхăнмалли формăна тултармалла, вăл регистрациленӗ чухне кăтартнă электронлă почтăна килет.
Октябрӗн 13-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 16-мӗшӗччен 14 темăпа пурӗ 350 вебинар иртет. Тӳлевсӗр занятисен расписанине тата инструкцисене проект сайтӗнче вырнаçтарнă.
Нет комментариев