Чăх ашне, пылак пăрăçа, сухана турамалла. Купăстана чечекӗсем çине пайласа çурма хатӗр пуличчен пӗçермелле.
Йогурт е хăйма çине çăмарта, вӗттӗн туранă ыхра, тăвар тата специсем хушса пăтраштармалла. Хатӗр ингредиентсене духовкăра пӗçерме юрăхлă савăта тултармалла, çиелтен йогурт е хăйма хутăшӗ ямалла та асăрхануллăн пăтраштармалла. Çиелтен теркăпа хырнă сыр сапмалла. Духовкăра (180 градус) хатӗр пуличчен пӗçермелле.
Кирлӗ: 200 г чăх ашӗ (тачки), 1 пылак пăрăç, 1 пуç хӗрлӗ сухан, 100 г грек йогурчӗ (е шӗвӗ хăйма), 150 г чечеклӗ купăста, 1 çăмарта, 50 г сыр, 1 шăл ыхра, тăвар тата специсем.
Нет комментариев