Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Фёдор Мердюковăн çутă сăнарӗ яланах пирӗн асра упранӗ

Хурлăхлă хыпар çитрӗ: кăçалхи январӗн 14-мӗшӗнче 100 çул тултарнă ентешӗмӗр, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ, Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Аксу ялӗнче çуралса ӳснӗ, Хусан хулинчи Мирный поселокӗнче пурăннă Фёдор Фёдорович Мердюков яланлăхах куçне хупнă. Питӗ пысăк çухату.

Вулакансем астăваççӗ ӗнтӗ, кăçалхи 2-мӗш номерте хисеплӗ ветеран пирки хаçатра пысăк статья тухнăччӗ – суварçăсем ăна 100 çул тултарнă ятпа саламлама ятарласах кайса килнӗччӗ. Ун чух ентешӗмӗрӗн çирӗп ăс-тăнӗнчен, дисциплинăна пăхăнаслăхӗнчен тӗлӗннӗччӗ эпир.

Фёдор Фёдорович 18 çултах вăрçа кайнă: артиллери наводчикӗсен курсне пӗтерсен II Белорусси фронтӗнче çапăçнă. Çӗнтерӗве Германире, Берлинран 20 çухрăмра, кӗтсе илнӗ вăл. Политработниксен курсне пӗтернӗскер, вăрçă хыççăн та çарта тăнă-ха вăл, 1956 çулта кăна тăван ене таврăннă. Пулас мăшăрӗпе те çартах паллашнă Фёдор – хăй пекех фронтовика, Брянск облаçӗнче çуралса ӳснӗ Екатерина Шестеринăпа 1951 çулта пӗрлешнӗ. Валентина ятлă хӗр ӳстернӗ вӗсем. Фёдор Фёдорович Хусанти «Теплоконтроль» заводра, сӗт-çу комбиначӗ çумӗнчи «Татремонт» предприятире нумай çул ӗçленӗ, ӗçре яланах тăрăшулăхпа палăрса тăнă.

Мăшăрӗ Екатерина Кузьминична темиçе çул каялла яланлăхах куçне хупнă хыççăн ветерана хӗрӗпе мăнукӗсем пăхнă. Кӗçӗн Аксу чăвашӗ юлашки кунччен ăнпа пурăннă, çӗршыври лару-тăрупа интересленсе тăнă.

Эпир Фёдор Фёдорович Мердюков вилсе кайнипе унăн хӗрӗпе, мăнукӗсемпе, кӗçӗн мăнукӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретпӗр. Хисеплӗ ветеранăн çутă сăнарӗ яланах Тутарстан чăвашӗсен асӗнче упранӗ.

ТР ЧНКА Канашӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ.

И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: некролог