«Сувар» хаçат шкул ачисен хушшинче ирттерекен чăвашла кинофестиваль конкурсне Теччӗ районӗнчи Çармăс вăтам шкулӗнче вӗренекенсенчен харăсах икӗ заявка çитрӗ. Каласа памалли те, кăтартмалли те нумай иккен ку ял ачисен. Пӗр фильмне документлине суйланă вӗсем, теприне илемлӗ фильм ӳкерес тенӗ. Сăмах паян иккӗмӗш кино çинчен пулӗ.

«Эпир хамăр ялта паянхи кунччен сыхланса юлнă йăласем çинчен каласа парасшăн», – теççӗ пӗртăван Каринăпа (9-мӗш класс) Тамара (1-мӗш класс) Илюшкинасем, вӗсен çывăх тăванӗ Инесса Илюшкина (8-мӗш класс) тата Дарья Фомина (10-мӗш класс) хăйсен видеопрезентацийӗнче. Илемлӗ фильмăн режиссерӗпе операторӗ – Дарья Фомина. Ертӳçи вара чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Тамара Васильевна Фуражкина.
.jpg)
Ку ял ачисемшӗн илемлӗ фильм ӳкересси йывăр япала мар иккен, мӗншӗн тесен шкулта 2022 çултанпа «В мире театра» шкул театрӗ ӗçлет. Шăп унта çӳреççӗ ку конкурсанткăсем. Вӗсем çаплах «Сайяр» ачасемпе çамрăксен театрӗсен республика конкурсне, «Без берге» халăх пултарулăхӗн ача-пăча республика фестивальне, «Театральное Приволжье» афишăсен конкурсне, «Юные герои Победы» республика конкурсне кашни çул хутшăнаççӗ.
– Шкулта пирӗн 16 ача кăна. Вăтам тата аслă классенчи хӗрачасем çаксем, чăвашла лайăх пӗлеççӗ вӗсем, ялан конкурссене хутшăнаççӗ. Наукăпа практика конференцийӗ-и вăл, сăвă калакансен-и – юлмаççӗ. Пирӗн шкулта ача нумай мар. Шкул ачисен хушшинче чăвашла кинофестиваль конкурсӗ иртессине пӗлсен хӗрсем йăла-йӗрке темипе кино ӳкересшӗн пулчӗç. Вӗсем тăваттăшӗ те пӗр касăрах пурăнаççӗ.
Сценарине эпир пӗрле çыртăмăр-ха. Дарья хăйех ӳкерчӗ, монтаж турӗ, заставкисене лартрӗ. Выляканнисенчен пӗри Каринăн амăшӗ Татьяна Михайловна пулчӗ. «Ачасемпе кино ӳкересшӗн, сирӗн патра ӳкерер-и?» – тесен килӗшрӗ, шкулта повар пулса ӗçлет вăл пирӗн. Унта тепӗр хӗрӗ 1-мӗш класри Тамара та хутшăнчӗ вара», – пӗлтерчӗ Тамара Васильевна кинона ăçта тата мӗнле ӳкерни пирки. Сăмах май, Тамара Васильевна шкулта 41 çул ӗçлет. Чăваш чӗлхипе литературине 4 çул кăна илсе пырать-ха, ытти çулӗсенче кӗçӗн классене вӗрентнӗ. Шăп вăл ачасене театр тӗнчипе паллаштарать те.

Çармăс пикисем «Манăн çемьери чăваш йăлисем» темăна суйласа илемлӗ кӗске фильма «Çармăс ялӗнче йăласем упранаççӗ-ха» ят панă. Ялта паянхи кунччен тытса пыракан йăласем çинчен пулӗ вăл. Урăхла каласан, хăнана килнӗ юлташ хӗрне Инессăна Карина хăй патӗнче йышăнса çармăссем килнӗ хăнана мӗнле йышăннинчен пуçлать те майпен йăласемпе паллаштарса пырать. Кашни килте упранакан чăваш кӗпине тăхăнтартса кăтартать.
Хӗрарăмсем кунта туя халӗ те чăваш кӗпипе каяс йăла пур иккен. Унтан хăйсен чи юратнă Мăнкун праçникӗн йăлисемпе тӗплӗн паллаштарать. Чи тӗлӗнмелли – ку ялта ачасене çăмарта пухма ятарласа хутаç çӗлесе парас йăла халӗ те упранать иккен. Мăнкуна кашни çул хуласенчен хăнасем ятарласа килес йăла пур. Ачасем çак хутаçсемпе килӗрен çӳресе çăмарта пухаççӗ. Амăшӗ Татьяна Михайловна хӗрачасене чуста çăрса йăвача пӗçерме те вӗрентет.

Йăла-йӗркепе паллаштарнă хыççăн хăна хӗрне Карина хăйсен ялӗнче ӳснӗ Раççей Геройӗ Михаил Марцев çинчен унăн килӗ умне кайсах каласа парать. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсемпе мăнаçланса вырăнти обелиск патне те çитеççӗ. «Эпир камне астăватпăр», – теççӗ конкурсанткăсем мăнаçлăн хăйсем çинчен видеозаявкăра. Çармăссем хăйсен йăли-йӗркине мӗнле упранине вара «Çармăс ялӗнче йăласем упранаççӗ-ха» илемлӗ кӗске фильмра курăпăр. Ăнăçу сунатпăр çамрăк артистсене.
Нет комментариев