Прозӑлла сӑвӑсен пуххи кӑçал Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курчӗ.
Тăван халăх кун-çулӗпе шăпи, пуян ăс-хакăлӗ, тăван тавралăх илемӗ прозăлла сăвăсем хайлама хистенӗ
Хӑш-пӗр вулакан унпа паллашма та ӗлкӗрнӗ. Автора саламлама Чăваш наци библиотекине ӑсчахсемпе çыравçӑсем, журналистсемпе библиотекарьсем, Элтияр Александровӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне хаклакансем пуçтарӑнчӗç. Çамрӑк çыравçӑ-журналист «Вуникӗ утӑм» еплерех çурални çинчен каласа пачӗ.

«Чылай хушӑ Чӑваш наци радиовӗн хумӗсем çинче «Шӑнкӑр çемӗ» кӑларӑм тухса пычӗ. Чӑн малтанах пирӗн тӗп тӗллев сӑвӑ çырасси мар, чӑвашсен илемлӗ юрри-кӗввипе паллаштарасси пулнӑ. Хамăн сăвăсене тата чӑваш юррисене пӗрле пуçтарса литературăпа кӗвӗ композицийӗсем йӗркелеме пуçларӑм. Паллах, ун пек чухне юрӑ çинчен кӑна çырмастӑн ӗнтӗ. Хама хумхантаракан, шухӑшлаттаракан темӑсене хускататтӑм. Тӑван халӑх кун-çулӗпе шӑпи, пуян ӑс-хакӑлӗ, тӑван тавралӑх илемӗ прозӑлла сӑвӑсем хайлама хистерӗç.
«Кӑт куртӑм каçпала» ятли, тӗслӗхрен, Николай Ашмаринӑн вун çичӗ томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекипе» паллашнӑ хыççӑн хавхаланса çырӑнчӗ. Чӑваш чӗлхи мӗн тери пуян! Эпир халӗ усӑ курман сӑмахсем те пайтах. Тӑван чӗлхемӗр пӗр саспаллирен пуçланакан сӑмахсенчен хайлавсем калӑплама та май парать. Ку тавтограмма мӗнле çуралнине хам та сиссе юлаймарӑм. Çырнӑ чухне вӑл мӗн çинчен пулнине пӗтӗмпех пӗлеттӗм. Халь хам та ӑнланса пӗтерейместӗп. Турӑ пилленӗ пире – пуян чӗлхе панӑ. Тӗрӗссипе, ылтӑн çинче пурӑнатпӑр, çакна вара хамӑр та ӑнланмастпӑр», – терӗ Алексей Анатольевич.
Прозăлла сăвăсене ултă сыпăка пайланă. Кӗнекере QR-кодсем те пур. Вӗсене телефон камерипе сканерласан автор вуланине итлеме пулать. Чӑваш наци радиовӗ пулӑшнипе тума май килнӗ çакна. Радио çуртӗнче кунӗн-çӗрӗн лӑпкӑ ӗçлеме май пурришӗн савӑннине пытармарӗ Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн аслӑ редакторӗ тата тишкерӳçи Элтияр Александров.
Унӑн пӗрремӗш кӗнеки – «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» – 2025 çулта Мускавра тухнӑ. Хальхи чӑвашла пулнишӗн, республикӑмӑрӑн тӗп издательствинче кун çути курнишӗн ытларах та савӑннине палӑртрӗ уяв хуçи. Ольга Федорова редактора чӗререн тав турӗ вӑл. Пӗрлехи тухӑçлӑ ӗç çимӗçӗ чӑннипех те паха. Сергей Орлов ӳнерçӗ хатӗрленӗ хуплашка та хӳхӗм.
Никамăнни пек мар
Çыракан çыншӑн хайлав кун çути курни питӗ пӗлтерӗшлӗ, паллах. Вулаканӑн ӑшӑ сӑмахӗ вара малалла талпӑнма, çӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантарать. Ольга Австрийская прозаик, поэт тата куçаруçӑ «Вуникӗ утӑм» кӗнекене вуласа тухнӑ хыççӑн хаклав шӑрçаланӑ. Çамрӑк тӗпчевçе тата çыравçа ку пӗр тӗлӗнтернӗ, пӗр хумхантарнӑ: кӑларӑма çапла çывӑха хурса, ӑнланса йышӑнни куççуль те кӑларттарнӑ.

«Элтиярӑн прозӑлла сӑввисемпе социаллӑ тетелте паллашсах пыраттӑм. Вӗсем питӗ килӗшетчӗç мана. Чӑвашсем хушшинче çакӑн пек хастар та ӑслӑ, пултаруллӑ çамрӑксем пурри питӗ савӑнтарать. Кӗнеке куç умӗнчех çуралчӗ тесен те юрать. Паллах, хальччен ниçта та пичетленмен хайлавсем те кӗнӗ кунта...» – терӗ Ольга Михайловна.
Элтияр Александровӑн хайлавӗсене пӗрремӗш вулаканӗ – унӑн ӗçтешӗ тата юлташӗ Эллада Данилова. «Урампа пӗрле утса пынӑ чухне каланӑ сӑмахсем каярахпа прозӑлла сӑвӑ йӗрки пулса тӑнине курма, пӗлекен самантсене асӑрхама чӑннипех интереслӗ. Вӗсем никамӑнни пек мар. Пӗррехинче Элтияра: «Мӗн чухлӗ хайлав çырӑнчӗ санӑн, хӑçан та пулсан кӗнеке кӑларатӑн пуль ӗнтӗ», – тенӗччӗ эп. «Ой-ой, çук пуль, сӑввисем ун чухлех çырӑнмаççӗ-ха», – тесе хуравланӑччӗ вӑл. Паян акӑ эпир унӑн “Вуникӗ утӑм” кӑларӑмӗн хӑтлавне хутшӑнатпӑр. Кӗнекисем татах та тухчӑр», – терӗ Эллада.
Чӑваш наци радиовӗн продюсерӗ Виктор Дмитриев та Элтияр Александровӑн ӑсталӑхне пысӑка хурса хакларӗ, ентешӗпе (иккӗшӗ те – Тӑвай тӑрӑхӗнчен) мӑнаçланнине пӗлтерчӗ. «Çакӑн пек пултаруллӑ çын чӑваш радиовӗпе телекуравӗнче ӗçленипе мӑнаçланмалла, ӑна малалла аталанма пулӑшса пымалла пирӗн», – терӗ Виктор Николаевич.
Уяв каçӗнче Элтияр прозӑлла сӑввисене вуларӗ, чӑваш тата крешӗн тутар халӑх юррисене шӑрантарчӗ, тӑмра каларӗ. «Алран кайми аки-сухи...» юрра юрлани вара хӑтлава килнисем пӗр шухӑшлӑ пулнине, пуян историллӗ халӑхӑмӑр кун-çулне сума сунине палӑртрӗ тейӗн.
Ольга ИВАНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев