Çӗнӗ хыпарсем

Трамвай тăрринче ярăннă

Нумай пулмасть кăна-ха çул çитмен ачасем Хусанта троллейбусран çакланса ярăнни пирки çырнăччӗ. Çак кунсенче Çырчаллинче те çакнашкал йӗркене пăсни палăрнă.

Кунта виçӗ арçын ача пӗр чарăну тăрринчен тӳрех трамвай тăррине сиксе ларни социаллă сетьсенче сарăлнă. Полици сотрудникӗсем видеона социаллă сетьсене тӗрӗсленӗ май асăрханă. Хальхи вăхăтра пулса-иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ. Ун пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх тивӗçлӗ йышăнусем тăвӗç. 


Происшествия #БезопасностьНаДорогах дети и безопасность

Нет комментариев