Çӗнӗ хыпарсем

Акăшсем шыв шăнмасăр вӗçсе каймаççӗ

Кӗркунне Тутарстанри кӳлӗсенче акӑшсем йышлӑн пухӑннине сӑнама пултараççӗ. Вӗсем пӗрле пухăнни ăшă еннелле вӗçсе кайма хатӗрленнипе çыхăннă. Ку кайӑксем шыв-шур шӑнмасăр та та кӑнтӑралла хӗл каҫма каймаççӗ иккен, вырӑнти шыв-шурсенче юлаканӗ те пур.

 «Акӑшсем ноябрь уйăхӗн варричченех шыв-шурсенче пулни йӗркеллӗ пулăм. Вӗсене тытма кирлӗ мар, вӑхӑт ҫитсен хӑйсемех вӗҫсе каяççӗ, шыв-шурсенче апат ҫителӗклӗ»,– тесе пӗлтерет ТР Биоресурссемпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн пресс-служби. Акӑшсене тытса киле илсе кайма юраманнине те асăрхаттарать. Мӗншӗн тесен Хӗрлӗ Кӗнекене кӗнӗ вӗçен кайăк, çавăнпа ăна тытнăшăн уголовнăй явап тыттарма пултараççӗ.

Хӑш чухне акӑшсем хӗл каҫмах юлаҫҫӗ. Вӗсене ҫак тапхӑрта тивме юрамасть. Канӑҫсӑрлантарни вӗлерме пултарать.

«Акӑшсене пулăшас тесен, вӗсем тăракан вырăн çывăхне пӗçернӗ тырă, вӗтетнӗ пахча ҫимӗҫ е хурсем валли хатӗрленӗ комбикорм сапса памалла. Çӑкӑрпа пылак ҫимӗҫ  памалла мар  – чире каяççӗ. Тăтăш çитерме те юрамасть, апат пурри вӗсен миграци процессне пăсать»,– асăрхаттараççӗ комитетăн специалисчӗсем.

Енчен те кӗркунне шыв-шурсенче акăшсем ишнине курсан вӗсен çывăхне пыманни чи пысăк пулăшу иккен кун пек чух. Тӳрех специалистсене шăнкăравласа пӗлтермелле, вӗсем кăна вӗçен кайăка пулăшу кирлипе кирлӗ маррине пӗлме пултараççӗ. (Салават Камалетдинов / "Татар-информ сăнӳкерчӗкӗ).


#общество

Нет комментариев