Тăхăрьял арçыннисем салтаксемпе кашни кун çыхăнура
Çӗнӗ хыпарсем

Тăхăрьял арçыннисем салтаксемпе кашни кун çыхăнура

Сăваплă ӗçе арçынсем пуçарса янипе-и, кун çинчен хаçатсене питех пӗлтермен вӗсем. Хăйсен тăрăхӗнчи салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗ, çав шутра Нива, УАЗ машинăсем таранах, леçеççӗ. Хальхи вăхăтра ноябрь уйăхӗн çурринче каякан черетлӗ гуманитари конвойӗпе парса ямашкăн посылкăсем хатӗрлеççӗ.

Ялти мӗнпур пысăк ӗçе пӗрле тăвасси йăлара Элшел арçыннисен. Масар пӳрчӗ, беседка тата ытти... СВО пуçлансан хăйсен тăрăхӗнчи салтаксене пулăшма тытăнни те кӗтменлӗх мар.

– Пирӗн, Элшел арçыннисен, хамăрăн уйрăм ушкăн пур (мессенджерта. – Авт). Унта çамрăккисем те тăраççӗ – пурте арçынсем кăна. 2022 çулхине хамăр атьсене ятарлă çар операцине илсе кайма пуçласан кӗркунне «Тăхăрьял» волонтерсен ушкăнне йӗркелесе ятăмăр. Пӗрремӗш хутӗнче посылкăсем пуçтарса Херсон облаçне кайрăмăр. Пирӗн ял ачи Владимир Гаврилов халӗ те çавăнта-ха.

Малтан эпир элшелсем кăначчӗ ушкăнра, кайран кушкăсем, 2024 –2025 çулсенче Пӳркел ял ачи Владик Дементьев хутшăнчӗç (Владик аманнă хыççăн çартан кайнă, халӗ ялта. Салтаксем патне гуманитари пулăшăвӗ леçет). Ун чухне Владик Кременнойӗнчеччӗ. Эпир ун патне посылкăсем тултарса «буханка» машина та хăваласа кайрăмăр. Станислав Макаров, эпӗ хам та кайрăм ун чухне. Луганск облаçӗнчи Кременной, Рубежное... çав çулпа кӗтӗмӗр, хăрушăччӗ-ха ун чухне унта.

Тепӗр салтак Сергей Васияров патне Макеевкăна адреслă посылкăсемпе чарăнкаланă. Пила, домкратсем таран леçнӗ. Ямполя Пăрăнтăк ачи Булат патне кӗнӗ... – ку вăл вӗсем пурнăçлакан пысăк ӗçӗн пӗр пайӗ кăна пулнине палăртать ялта волонтерсен ӗçне пуçарса янă хастарсенчен пӗри Сергей Григорьевич Мусин.

Гумпомощь Бойцам

Элшел волонтерне Тăхăрьялта аван пӗлеççӗ

Сăмах май, ăна Тăхăрьял тăрăхӗнче салтаксемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем аван пӗлеççӗ. Мӗншӗн тесен гуманитари пулăшăвне шăпах ун патне килне кӳрсе парать халăх. Шăп кунта посылкăсем пухса салтаксем валли ăсатаççӗ волонтерсем.

– Хамăр кайса çӳренӗ чухне атьсем патне май пур таран çывăхрах кӗме тăрăшаттăмăрччӗ. Дронсем нумайланса кайнипе 2025 çултанпа кӗртмеççӗ пире. Çавăнпа посылкăсене район администрацийӗ тата Пăвари Михаил Баранцев волонтер урлă парса яратпăр халӗ. Вӗсем хăш еннелле каяссине пӗлсе çав направленийӗнчи ачасем валли посылкăсем хатӗрлетпӗр. Хăш чух çын пуçне икшер-виçшер те.

Ачасемпе çыхăнура эпир, мӗн ыйтнине парса яма тăрăшатпăр. Пирӗн атьсем тăракан полк акă медикаментсем ыйтрӗ. Районти волонтерсен штабӗн ертӳçине Резида Мустафинăна «Тăхăрьял» ушкăнран медикаментсем илме 10 пин тенкӗ укçа парса хăвартăм», – хăйсен кайма майӗсем çук пулсан та ӗç пӗр куна та чарăнманнине пӗлтерчӗ Сергей Григорьевич.

Николай Макаров закупает продукты для бойцов СВО

 «Тăхăрьял» ушкăн черетлӗ гуманитари конвойӗ валли гуманитари пулăшăвӗ пухать

– Посылкăсем хатӗрлессине пӗлтертӗм кăна, ӗнертенпе 29 çын 1000-шер тенкӗ укçа куçарчӗ. Манăн иртнӗ сбортан 11 пин тенкӗ юлнăччӗ. Тушенка, сгушенка тата ыттине илӗпӗр. Тарасовсем, Антоновсем лавккасем тытаççӗ кунта, вӗсем пулăшаççӗ. Ӗнер акă Николай Михайлович Макаров сало тăварласа хутăм терӗ. Ял хӗрарăмӗсем нускисем çыхса кӳреççӗ, – тăсăлать малалла калаçу.

Ял çыннисем кăна мар, Ульяновск хулинче пурăнакан элшелсем те хастар хутшăнаççӗ иккен ку сăваплă ӗçе. Укçа куçараççӗ, маскировка сеткисем кӳрсе параççӗ. Отпуска килнӗ пӗр салтак-ентеше те пушă яни пулман кунта.

«Тăхăрьял» ушкăн тăвакан ырă ӗçсене пурне те асăнса пӗтерме те çук. Чыспа хисепшӗн мар, чун хушнипе тăваççӗ вӗсем çакна. Тӗслӗхрен, Раккассинчи Дима Долгов валли оптика туянма укçа пухнине пӗлсен Элшел арçыннисем укçа куçарса панă, Раккасси ялӗнчи тепӗр качча, Угледар патӗнче йывăр аманнă Эдуард Карягина (ку çемьерен иккӗн СВОна кайнă) Петербургра госпитальте сипленнӗ чух çав хулара ӗçлесе пурăннă тепӗр ентешӗ урлă мӗн кирлипе пулăшса тăнă.

«Григорий Афанасьева, Макаровсене, Сергей Малянова, Элшел ялӗн арçыннисене пурне те темӗн пысăкăш тав, пӗччен нимӗн те тума çук, эпир питӗ туслă кунта», – терӗ Сергей Григорьевич хăйсен ушкăнӗнчи кашни çынна тав тунă май. Сăмах май, пухăннă укçапа мӗн-мӗн туяннине Сергей Григорьевич хăйсен ушкăнӗнче отчет тусах тăрать.

Тыл фронта ӗмӗртен тӗрев панă. Хальхи вăхăтра та салтаксене пулăшу çав тери кирлӗ. Кашни район, ял хутшăнать ку ӗçе. Тăхăрьял тăрăхӗнче пурăнакансемпе çак тăрăхран тухнисенчен камăн та пулсан салтаксене пулăшас кăмăлӗ пысăк, анчах мӗнпе пулăшсан аванраххине пӗлместӗр-тӗк, Элшел ялӗнчи Сергей Григорьевич Мусин патне килме е унпа 89372874470 телефонпа çыхăнма май пуррине аса илтеретпӗр. (С.Мусин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).


Нет комментариев