Тутарстан команди «Абилимпиксра» 2-мӗш вырăн йышăннă
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан команди «Абилимпиксра» 2-мӗш вырăн йышăннă

Наци чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе тутарстансем 30 ылтăн, 26 кӗмӗл, 20 бронза медаль çӗнсе илнӗ.

Тутарстансем «Абилимпикс» инвалидсемпе сывлăх енчен çирӗпех мар çынсен хушшинче иртекен профессилле ăсталăхăн наци чемпионатӗнчен çӗнтерӳпе таврăннă – 2-мӗш вырăн йышăннă. Вăл Мускавра октябрӗн 31 – ноябрӗн 3-мӗшӗсенче иртнӗ. Конкурсантсене Хусанти чукун çул вокзалӗнче ӗнер чаплăн кӗтсе илнӗ.

Встреча победителей национального чемпионата

«Тутарстансем кашни çул наградăсем çӗнсе илеççӗ. Кăçал та вӗсем хăйсем çӗнтерессишӗн пӗтӗм вăйран тăрăшнине кăтартса пачӗç. Вӗсем Тутарстанăн çеç мар, Раççейӗн мăнаçлăхӗ. Республикăн делегацине 254 çын кӗнӗ, вӗсенчен 103-шӗ – конкурсантсем. Кашни компетенциех хутшăнчӗç, наградăсене тивӗçрӗç. Пурӗ Тутарстан сборнăйӗ 76 медале тивӗçрӗ», – чемпионат пӗтӗмлетӗвӗпе журналистсене паллаштарнă ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин.

«Абилимпикс» чемпионат «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн «Профессионалитет» федераллă проекчӗн шайӗнче иртет. Ăмăртура 70 тӗрлӗ компетенци, вӗсенчен 50-шӗ – тӗп, 12-шӗ – хăтлав шайӗнче, 8-шӗ – халăхсен хушшинчи.

Встреча победителей национального чемпионата

Ильсур Хадиуллин каланă тăрăх, унта хутшăнакансем пурте ӗç тупаççӗ. Вӗсене республикăри предприятисенче хапăл туса кӗтеççӗ.

Наци чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе тутарстансем 30 ылтăн, 26 кӗмӗл, 20 бронза медаль çӗнсе илнӗ. Асăннă чемпионатра 2-мӗш вырăна Тутарстан Санкт-Петербургпа пайланă. 1-мӗш вырăнта – Мускав, 3-мӗшӗнче – Мускав облаçӗ.

Сăнӳкерчӗксем ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.


чемпионат

Нет комментариев