Валентина Тарават – хальхи вăхăтри чăваш литературинче тухăçлă ӗçлекен авторсенчен пӗри.
Прозăра та, поэзире те, куçарура та ăнăçлă ӗçлет
Вăл аслисем валли те, ачасем валли те шăрçалать; чăвашла та, вырăсла та ăста çырать; прозăра та, поэзире те, куçарура та ăнăçлă ӗçлет. Чăваш кӗнеке издательствинче тин кăна унăн суйласа илнӗ повеçӗсемпе калавӗсен пуххи – «Пӳрмен юрату» – кун çути курчӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Сергей Орлов.

Валентина Николаевнăна çырма çутçанталăк, чун-чӗре ыйтни тата вулакансен шухăш-кăмăлӗ хавхалантараççӗ. Литература уншăн – пурнăç кӗнеки. Хайлавсенче, тӗпрен илсен, çемье, телейпе юрату ыйтăвӗсене хускатнă. Ашшӗ-амăшӗпе ачисен хушшинчи кăткăс хутшăнусем, çамрăклăхри кăмăл-сунăм пурнăçланманни, кая юлнă ӳкӗнӳ – пӗтӗмпех кăсăклантарать çыравçа.
Автор пурнăçăн тӳнтер енӗсене тӗпчет, çитменлӗхсене кăтартса пама шикленмест, унăн сăнарӗсем йывăрлăха кӗрсе ӳксен те унран хăтăлса тухмалли çул-йӗре шырама пăрахмаççӗ, малаллах талпăнаççӗ. «Пӳрмен юрату» повеçри Зойăпа Толя мӗн ачаран туслă пулнă: пӗр класра вӗреннӗ, иккӗшӗ те тухтăр пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӗсен кун-çулӗ хăйсем палăртнă пек йӗркеленмест. Тӗрлӗ чăрмавпа пăтăрмах хӗрпе каччăн çулне уйăрса ярать. Зоя савнине пурпӗр кӗтет, ырра шанать.
«Манăн эсӗ пур» повесть Аленăн кун-çулӗпе паллаштарать. Хайлав пуçламăшӗнче вăл пӗчӗк хӗрача кăна-ха. Амăшӗсӗр тăрса юлнăскерӗн ашшӗпе тата амаçури амăшӗпе ӳсме тивет. Петӗр пиччен çӗнӗ арăмӗ – Турикасри Анюк – хăйӗн хӗрне Маруçа та, Аленăна та пӗр пекех юратать. Тутлă апат-çимӗçӗ те, кӗпи-тумтирӗ те, ăшă сăмахӗ те кашнинех тивӗçет. Анчах кӗвӗç те хура чунлă çынсем çурма тăлăх хӗрачана шелленӗ пек пулса усал сăмах сараççӗ…

Пур ӳсӗмри вулаканпа та пӗр чӗлхе тупнă
Калавсенче те Валентина Тарават кил-йыш, ултавпа чăнлăх, курайманлăхпа юрату темисене хускатать. Кашниех кăсăклă. Çакна вӗсен ячӗсенченех ăнланма пулать: «Пилсӗр пурнăç», «Ылтăн çӗрӗ», «Пӗрремӗш вутпа ăшăнаймасан…», «Туй мыскари» тата ытти те. «Ылхан» ăрусен çыхăнăвӗ татăлманнине курăмлăн кăтартса парать. Эпир паян мӗн калани, шухăшлани, мӗнле ӗçпе палăрни пуласлăха витӗм кӳрет.
Ӗлӗкрех пурăннă тăвансен çылăхӗсем паянхи тăхăмсен пуçӗ çине йăтăнса анма пултараççӗ. Çамрăк та илемлӗ Лидине, нимпе те айăпа кӗменскерне, çӗршер çул витӗр Петӗр улпутăн ылханӗ «шыраса тупать». Мӗншӗнне йăх историйӗ хурав пама пултарать. Усала хирӗç усалпа тавăрни ăна çӗнтерме пулăшмасть çав. Ырăлăх, каçарма пӗлни, юрату тытса тăраççӗ çут тӗнчене. Филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Николай Осипов доцент çыравçăн пултарулăхне çапларах хак парать:
«Валентина Тарават хускатман тема та, çырман жанр та сахал юлчӗ пулӗ чăваш литературинче. Пур ӳсӗмри вулаканпа та пӗр чӗлхе тупнă çыравçă тесен те йăнăш пулас çук. Акă «Пехил укçи» калавӗнче паянхи саманари амăшӗсемпе ачисен проблеминех хускатнă… Çамрăксем ӗçкӗ-çикӗпе иртӗхни, унăн сиенӗ çыравçăн чунне ыраттармасăр тăма пултараймастех ӗнтӗ.
«Пӗрремӗш вутпа ăшăнаймасан» калавра юрату, çынлăх, чыс сăмахсен пӗлтерӗшне Иван маннă… «Çухатнă сăмах» хайлавӗнчи ватлăх енне сулăннă Анатолий Гурьевич Теплов – паянхи самана улăштарса çӗнетнӗ коррупционерăн типлă сăнарӗ… Валентина Тараватăн кашни сăнарӗ мал ӗмӗтлӗ пулма, ыттисене пулăшма, телейшӗн кӗрешме вӗрентет».
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор тата редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Нет комментариев