Софья Капитонован киновӗнче вылякансем – унăн çывăх тусӗсем
Çӗнӗ хыпарсем

Софья Капитонован киновӗнче вылякансем – унăн çывăх тусӗсем

«Шкул ачисен чăвашла кинофестивальне» хутшăнакан тепӗр конкурсантка вăл – Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Софья Капитонова.

Чăваш чӗлхипе литература тата физкультура урокӗсене кăмăллать

Чăваш чӗлхипе литература тата физкультура урокӗсене пуринчен ытларах кăмăллакан хӗрача хăйӗн пултарулăхне мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ енлӗн аталантарать: юрлама та, ташлама та, ӳкерме те юратать. Ашшӗпе амăшӗ тата пиччӗшӗ пур енчен те тӗрев пама тăрăшаççӗ хастарскере.

Софья Капитонова – участница конкурса

Вăл «Сувар» хаçат ирттерекен конкурса хутшăнма «Шкул историйӗсем» темăна суйланă. Хăйӗн илемлӗ фильмне Софья «Шкул çулӗсен вăхăчӗн çиппи» тесе ят панă. Ку кинопа хӗрача шкул пурнăçӗн илемне, вăл мӗнле хăвăрт иртнине, шкул çулӗсем нумай-нумай ырă пулăмпа асра юлнине кăтартса парасшăн. Кино ӳкерме хӗрачана юлташӗсем пулăшаççӗ. 

Софьян конкурсри ӗçӗн ертӳçи – Кивӗ Ӳсел шкулӗнче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Николаевна Титова. Пултарулăхне кура шăпах вăл конкурса хутшăнма сӗннӗ те хӗрачана. 

Елена Николаевна каласа панă тăрăх, Софья питӗ маттур, хастар, ăçта хутшăнма пулать, пур çӗре те хутшăнать. Йывăрлăхсемпе тӗл пулсан та пуçне усакан хӗрача мар вăл. Вӗренӳре те питӗ тăрăшать, унăн тет­рачӗсемпе альбомӗсем яланах тирпейлӗ, почеркӗ хит­ре. Пур учитель те мухтать Софья­на. Вăл юлташӗсемпе пӗрле тӗрлӗ конкурссене хутшăнать. Çакă, паллах, вӗрентекенсене тем пекех савăнтарать. 

Шкул театрӗнче вылять

Софья Капитонова конкурса илемлӗ фильм ӳкерсе хутшăнма кăмăл тунин сăлтавне вара аякра шырамалла мар. Хӗрача шкул театрне çӳрет. Халиччен мӗнле-мӗнле сăнар кăна калăп­ламан-ши вăл? Сценкăсенче, спектакльсенче выляс ăсталăхӗ ӳссех пырать мал ӗмӗтлӗ хӗрачан. Мӗнле роль парсан та пысăк ăсталăхпа калăплать вăл сăнарсене. Елена Николаевна палăртнă тăрăх (театра шăпах вăл йӗркелесе ертсе пырать. – В.А.) Софья рольсене еплерех выляни куракансене питӗ килӗшет.

Софья Капитонова с участниками школьного театра

«Кружока çӳрекенсемпе эпир яланах чăвашла постановкăсем лартма тăрăшатпăр. Юлашки вăхăтра Геннадий Волковăн калавӗсем тăрăх кӗске сценкăсем хатӗрлесе ларт­рă­мăр. Ачасене шкул театрӗнче выляма питӗ килӗшет», – каласа парать Елена Николаевна. 

Паллах, театрта выляни хӗр­ачана кино ӳкернӗ чухне те питӗ пулăшать. Сцена çине, куракан умне пӗрмай тухни вăтанаслăха пӗтерет, халăх умӗнче, камера умӗнче хăвна хăюллă тытма, роле кирлӗ пек калăплама май парать. Софья ӳкерекен кинори рольсене унпа пӗрле çывăх юлташӗсем Аня Утеева, Валя Питимирова, Таня Питимирова, Катя Уламасова, Иветта Андреева выляççӗ. Вӗрентекене Елена Николаевнăна та курма пулӗ кадрсенче. 

Софья каланă тăрăх, кино ӳкересси çăмăл ӗç мар, кирлӗ кадр тума тепӗр чух питӗ нумай тăрăшма тивет. Çапах та хӗрача аллисене усмасть, тăрăшни сая каймасса питӗ шанса ӗçлет. Ăнăçу сунатпăр маттур пикене!

 

С.Капитонова, Е.Титова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.


#ЧувашскийШкольныйКинофестиваль

Нет комментариев