Kazan Digital Week форумра технологисен экспортне тата IТ-хутшăнусене сӳтсе явӗç
Октябрӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен Хусанта Kazan Digital Week форум иртет. Раççейре цифра трансформацине халалланă тӗп мероприятисенчен пӗри власть, бизнес, наука тата вӗренӳ представителӗсене пӗр çӗре пухать. Кăçал форума тӗнчери 50 ытла çӗршывран 300 ытла компани представителӗсем хутшăнасси паллă.