Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

KazanForum: Медицина пӗлӗвне çӗнетмелли инновациллӗ ӗçсем

KazanForum Халăхсен хушшинчи экономика форумӗ шайӗнче Хусанти патшалăх медицина университечӗ медик-студентсемпе ординаторсене вӗрентессипе çыхăннă ӗçсене тăратнă.

Университетăн ректорӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Айрат Фаррахов çак продуктсем медицина специалисчӗсене хатӗрлесинче пулăшнине пӗлтернӗ.

«Тăратнă инновациллӗ ӗçсем вӗренӳ процесне çӗнетме тата пулас медицина специалисчӗсене хатӗрлес пахалăха ӳстерме пулăшаççӗ. VR-тренажерсемпе муляжсем студентсемпе ординаторсене хăрушлăхсăр тата тӗрӗслесе тăракан хутлăхра практика хăнăхăвӗсене аталантарма май туса парать, çакă медицинăн кăткăс облаçӗсемшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Çак технологисем сывлăх сыхлавӗн тытăмӗ валли пысăк квалификациллӗ кадрсем хатӗрлес ӗçре пулăшасса шанатăп», – тенӗ Айрат Фаррахов.

Вӗсенчен пӗри – «Программа для подготовки и проверки компетенций в области родовспоможения в виртуальной реальности» VR-тренажер, вăл пулас тухтăрсене виртуаллă майпа ача çураттарма пулăшать. Тренажерта хӗрарăм организмӗн, ачан тата ача çуратмалли çулăн моделӗсене вырнаçтарнă. Тренажер ача çураттармалли сценарисен темиçе вариантне кăтартма пултарать, вӗсенче ачан лару-тăрăвӗ мӗнле улшăннине тата специалистăн мӗнле ӗçсене пурнăçламаллине утăм хыççăн утăм кăтартаççӗ.

Форумра пациентсене пăхмалли практика занятийӗсен моделӗсене, çавăн пекех этем ӳтне тӗпчемелли анатоми моделӗсене те  тăратнă. Вӗсен шутне пуç, мăй, алă моделӗсем, çавăн пекех медицина енӗпе пӗлтерӗшлӗ процедурăсем тумалли тренажерсем кӗреççӗ.  Çак япаласене «Анатомо-клиническая школа» (АКШ) инновациллӗ пӗчӗк предприяти хатӗрленӗ, ăна йӗркелекенсенчен пӗри – Хусанти патшалăх медицина университечӗ (КГМУ).

 Сăнӳкерчӗксем  kazangmu.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #KazanForum-2026 Казаньфорум