KazanForum хӗрарăмсен секцийӗсӗр иртмест
Хусан экономика форумӗн йăлари «Женский взгляд» тематика трекне кăçал 22 çӗршывăн бизнес-хӗрарăмӗсем хутшăннă. Ислам тӗнчинчен кăна мар вӗсем.
Форумра туслă çыхăнусемсӗр пуçне ăнăçлă контрактсем те тăваççӗ вӗсем. Калăпăр, Вьетнам бизнес-хӗрарăмӗсем Раççей çыннисене хăйсен таварӗсемпе паллаштарасшăн. Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗн ӗртӳлӗхӗн 50 проценчӗ хӗрарăмсем, вӗсенчен те вӗренмелӗх пур.
Ытти çулсенче çемье бюджечӗ, çамрăк ăрăва воспитани парасси, наставничество пек ыйтусем тӗп вырăнта пулнă-тăк, кăçал искусствăлла интеллект, цифра трансформацийӗ.
Асăннă трекăн ятарлă хăни кăçал, Бразили актриси, эпир лайăх пӗлекен «Рабыня Изаура» сериалта тӗп роле калăпланă Луселия Сантос.
«Тӗнчепе эпӗ кинопа искусство витӗр калаçатăп. Раççейре иккӗмӗш хут. Иртнинче Архангельска килсен Раççей хӗрарăмӗсем çинчен проект пуçарас шухăш çуралчӗ. Паян Хусанта ку шухăш ытларах çирӗпленчӗ. Мӗнлерех пулассине хальлӗхе пӗлместӗп-ха, çапах та тӗрлӗ региона кайса хӗрарăмсен пурнăçне ӳкерсе кăтартас килет», – терӗ вăл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев