Теччӗре тӗп юсав ирттернӗ хыççăн Район тӗп больницин (ЦРБ) инфекци уйрӑмӗ уçӑлнӑ

Сентябрӗн 11-мӗшӗнче Тӗп юсав хыççӑн Теччӗ районӗн тӗп больницин инфекци уйрӑмӗн çуртне чаплӑн уçрӗç. Мероприятие ТР сывлӑх сыхлав министрӗн çумӗ Ильнур Сибгатов, Теччӗ муниципаллӑ районӗн пуçлӑхӗ Рамис Сафиуллов, Раççей Геройӗ Александр Лапин, «ТР муниципаллӑ йӗркеленӳсен Канашӗ» Ассоциаци председателӗ Экзам Губайдуллин, РКИБ тӗп врачӗ Айдар Багаутдинов, Теччӗ тӗп врачӗ Булат Кашапов, ЦРБ коллективӗ хутшӑннă.
Çӗнетӳ сӑн-сӑпата кӑна пырса тивмен. Шалта инженери сечӗсене пӗтӗмпех улӑштарнӑ – шывпа тивӗçтерессинчен, ӑшӑтассинчен пуçласа электропроводка таранах. Пӳлӗмсене тирпейленӗ чух инфекци профильлӗ больницăсенче тăтăш усă куракан дезинфекци препарачӗсене чăтма пултаракан материалсемпе усӑ курнă. Юсав хыççăн палатӑсем çутӑ та хӑтлӑ, пациентсем валли сипленме, реабилитаци иртме мӗнпур услови туса панă.
Пур ӗçе те «Вăрăм та хастар пурнăç» («Продолжительная и активная жизнь» наци проекчӗн «Сывлӑх сыхлавӗн пуçламӑш сыпӑкӗн модернизацийӗ» («Модернизации первичного звена здравоохранения») программипе пурнӑçланӑ. Юсав хыççăн уçăлнă инфекци уйрăмӗнче медицина ӗçченӗсене чысласа наградăсем панă.
Сăнӳкерчӗк minzdrav.tatarstan.ru.
Нет комментариев