Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСАТТЕСЕМПЕ КУКАÇЕЙСЕН ПАТТĂРЛĂХНЕ МАНМАСТПĂР

Историе Анăçпа океан леш енчи ырă сунман çынсене кирлӗ пек çырма парар мар Раççейре тата СНГ çӗршывӗсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи тӗкӗнмен пӗр çемье те çук пулӗ. Камăн-тăр тăванӗ унтан аманса таврăннă, кам-тăр вуççех те вăрçă хирӗнче выртса юлнă. Вăрçă терчӗ-нуши пирӗн фронтра тăшманпа çапăçнă асатте-кукаçейсене кăна пырса тивмен, тылра Аслă Çӗнтерӳшӗн ырми-канми ӗçленӗ, выçăллă-тутăллă пурăннă ватăсемпе хӗрарăмсене тата ачасене те аванах лекнӗ.  Тăшман йышăннă территорисенче пурăнакансене те йывăр пулнă. Вăрçă хыççăн та пирӗн кукаçей-кукамайсене, асатте-асаннесене, атте-аннесене юхăннă экономикăна ура çине тăратма çăмăл пулман. Йывăрлăха пăхмасăр ӗçленӗ вӗсем, пулас ăрусемшӗн тăрăшнă, урăх вăрçă кăна ан пултăр тенӗ.

Историе Анăçпа океан леш енчи ырă сунман çынсене кирлӗ пек çырма парар мар

Раççейре тата СНГ çӗршывӗсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи тӗкӗнмен пӗр çемье те çук пулӗ. Камăн-тăр тăванӗ унтан аманса таврăннă, кам-тăр вуççех те вăрçă хирӗнче выртса юлнă. Вăрçă терчӗ-нуши пирӗн фронтра тăшманпа çапăçнă асатте-кукаçейсене кăна пырса тивмен, тылра Аслă Çӗнтерӳшӗн ырми-канми ӗçленӗ, выçăллă-тутăллă пурăннă ватăсемпе хӗрарăмсене тата ачасене те аванах лекнӗ. 

Тăшман йышăннă территорисенче пурăнакансене те йывăр пулнă. Вăрçă хыççăн та пирӗн кукаçей-кукамайсене, асатте-асаннесене, атте-аннесене юхăннă экономикăна ура çине тăратма çăмăл пулман. Йывăрлăха пăхмасăр ӗçленӗ вӗсем, пулас ăрусемшӗн тăрăшнă, урăх вăрçă кăна ан пултăр тенӗ. Вӗсен хальхи çамрăксенни пек мӗнле тутлăрах апат çиес-ши, мӗнле брендлă тум тăхăнас-ши, еплерех чаплă смартфон  туянас-ши евӗрлӗ шухăшсем пуçра та пулман. Ун чух мӗнли пулсан та апат пултăр тенӗ тата йывăр ӗç кунӗ хыççăн кăшт çывăрса канса илме ӗмӗтленнӗ.

Халӗ историе хăйсене кирлӗ пек улăштарса çырас текенсем питӗ нумай. Тӗнчере нумайăшне совет çыннисем Европăна фашизмран хăтарнă текен факт килӗшмест, вӗсем çакна ниепле те йышăнасшăн мар. Шел пулин те, халӗ фашизма уççăнах рекламăлакансем те пур. Мӗн тӗлӗнмелли пур: хăш-пӗр патшалăхсен массăлла хыпар хатӗрӗсем нацизма уççăн тӗрев параççӗ, интернетра вара мӗн кăна çук... Çакна пула пирӗн славян кӳршӗсем патӗнче нацизм чечекленме пултарчӗ те ӗнтӗ, çак режима хирӗç вырăс çыннисене миçе çул вӗлерсе пурăнчӗç. Ку ӗнтӗ океан леш енчи кураторсем вӗрентсе тăнисӗр пулман, паллах. Çакнашкал юхăма ырлакансем, сайра-хутра пулсан та, хамăр хушăрах пур. 

Шăпах çавăнпа пирӗн хăй вăхăтӗнче фашистсене çӗнтернӗ асатте-кукаçейсене пӗр самантлăха та манмалла мар, паянхи кун Донбаса хӳтӗлессипе ирттерекен ятарлă çар операцине хутшăнса паттăррăн кӗрешекен хамăрăн хӗç-пăшаллă вăйсен вырăнӗпе пӗлтерӗшне пăсма, историе вара Анăçпа океан леш енчи ырă сунман çынсене кирлӗ пек çырма памалла мар. 

Юлашки çулсенче пирӗн судра Çӗнтерӳ кунӗ умӗн суд ӗçченӗсен ачисен ӳкерчӗкӗсен «Çӗнтерӳ ачасен куçӗпе» куравне йӗркелесси йăлана кӗчӗ. Судăн официаллă сайтӗнче «Хамăр ветерансене асра тытатпăр» рубрикăпа хамăрăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăвансем, пӗлӗшсем çинчен çырнă материалсем вырнаçтаратпăр. Çав материалсен хушшинче чи пӗлтерӗшлӗ вырăна, паллах, Магафур Ханнанович Ханнановăн асаилӗвӗ йышăнать. Вăл 1941 çулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ парада хутшăннă, Мускав патӗнчи, Курск пӗккинчи, Орел патӗнчи çапăçусене хутшăннă. 1944 çулта Витебск çывăхӗнчи çапăçусенче йывăр амансан ăна киле янă. Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗн кавалерӗн медалӗсем те нумай. 

Суд ӗçӗнчи карьерине Магафур Ханнанов шăпах пирӗн судра пуçланă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче ӗçлеме тытăннă та республикăри суд системинче ырми-канми тăрăшнă. Юридиципе çыхăннă терминсен вырăсла-тутарла словарьне йӗркелесе кăларнă вăл. 

Магафур Ханнанович сывă чухне эпир ăна суд председателӗпе пӗрле Çӗнтерӳ кунӗ умӗн килне кайсах саламлаттăмăр. Шел пулин те 2019 çулта вăл ӗмӗрлӗхех пиртен уйрăлса кайрӗ. Анчах та унăн асаилӗвӗсене çырнă, сăнӳкерчӗкне çыпăçтарнă стена хаçатне эпир халӗ те, ӗлӗкхи пекех, май уйăхӗ пуçлансанах хамăрăн фойере çакатпăр. 

Майăн 9-мӗшӗнче вара суд коллективӗ тулли йышпах Аслă Çӗнтерӳ кунне халалланă районти мероприятие хутшăнатпăр, вăрçă паттăрӗсене асăнса лартнă мемориал умне чечек хуратпăр. Çакă эпир вăрçăра пуç хунисен, фашистсене тӗп туса çӗнтерӳпе таврăннисен, тылра ырми-канми ӗçленисен умӗнче хамăр вӗсене еплерех хисепленине кăтартнин пӗчӗк пайӗ çеç. 

 

Фаретдин ШАЯЗДАНОВ,

Аксу район сучӗн

 администраторӗ.

Сăнӳкерчӗксем Ватсапри «Сувар тусӗсем» ушкăнран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы