News by date 9 May 2022
-
Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче СССР 100-çуллăхне халалланă парк уçăлать
Ӗнер, майăн 8-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче паллă мероприяти пулса иртрӗ. Çак ялта çуралса ӳснӗ сумлă чăваш çынни, «Звениговский» совхозăн генеральнăй директорӗ Иван Казанков пуçарăвӗпе кунта СССР 100-çуллăхне халалланă парк тума пуçланă. Иван Иванович каланă тăрăх, кунта СССР йышне кӗнӗ кашни союзла республикăн тата СССРăн ялавӗсене вырнаçтараççӗ. Андриян Николаев космонавта халалласа ракета та вырнаçтарма палăртнă.
-
АСЛĂ ВĂРÇĂ ВУЧӖ ВИТӖР
Сталинград патӗнчи çапăçусене Теччӗ районӗнчи Çӗньялтан 7 çын хутшăннă, нихăшӗ те сывă таврăнайман. Вӗсенчен пӗри ман пичче Александр Михайлович Самаркин (1910 çулхи). Кутузовпа Александр Невский, Хӗрлӗ Ялав орденӗсемлӗ Мгинско-Померански 18-мӗш гварди миномет полкӗнче тăшманпа çапăçнă вăл. 1941 çулхи декабрӗн 3-мӗшӗнче Теччӗ çар комиссариатӗнчен фронта кайнăскере малтан Хусанти çар комиссариатне ăсатнă, унтан Арска. Теччӗ районӗнчи Зеленовка ялӗнчи Дмитрий Николаевич Митинпа (1908 çулхи) пӗр полка лекнӗ вӗсем.
-
АСАТТЕСЕМПЕ КУКАÇЕЙСЕН ПАТТĂРЛĂХНЕ МАНМАСТПĂР
Историе Анăçпа океан леш енчи ырă сунман çынсене кирлӗ пек çырма парар мар Раççейре тата СНГ çӗршывӗсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи тӗкӗнмен пӗр çемье те çук пулӗ. Камăн-тăр тăванӗ унтан аманса таврăннă, кам-тăр вуççех те вăрçă хирӗнче выртса юлнă. Вăрçă терчӗ-нуши пирӗн фронтра тăшманпа çапăçнă асатте-кукаçейсене кăна пырса тивмен, тылра Аслă Çӗнтерӳшӗн ырми-канми ӗçленӗ, выçăллă-тутăллă пурăннă ватăсемпе хӗрарăмсене тата ачасене те аванах лекнӗ. Тăшман йышăннă территорисенче пурăнакансене те йывăр пулнă. Вăрçă хыççăн та пирӗн кукаçей-кукамайсене, асатте-асаннесене, атте-аннесене юхăннă экономикăна ура çине тăратма çăмăл пулман. Йывăрлăха пăхмасăр ӗçленӗ вӗсем, пулас ăрусемшӗн тăрăшнă, урăх вăрçă кăна ан пултăр тенӗ.
-
Аслă Çӗнтерӗвӗн 77-çуллăхӗпе саламлатпăр!
Паян, майăн 9-мӗшӗнче, эпир Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 çул çитнине паллă тăватпăр. Кашни Раççей çыннишӗн вăл тӗп уяв шутланать. Вăрçă тӗкӗнмен пӗр çемье те юлман çӗршывăмăрта. Аслă çӗнтерӳшӗн фронтра та, тылра та хаяр çапăçу пынă. Пысăк хак панă Совет халăхӗ çак çӗнтерӳшӗн. Паянхи кун, пӗтӗм тӗнче черетлӗ хут пире хирӗç тăнă чух, Аслă Çӗнтерӗвӗн пӗлтерӗшӗ, ветерансен, тыл ӗçченӗсен паттăрлăхӗ тата та хаклăрах. Акă мӗншӗн Тăван çӗршывăн Аслă Çӗнтерӗвӗпе çыхăннă тӗрӗслӗхе пирӗн чи хаклă мул пек упрамалла, ăруран ăрăва çав тӗрӗслӗхе парса пымалла.