Аслă Çӗнтерӗвӗн 77-çуллăхӗпе саламлатпăр!
Паян, майăн 9-мӗшӗнче, эпир Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 çул çитнине паллă тăватпăр. Кашни Раççей çыннишӗн вăл тӗп уяв шутланать. Вăрçă тӗкӗнмен пӗр çемье те юлман çӗршывăмăрта. Аслă çӗнтерӳшӗн фронтра та, тылра та хаяр çапăçу пынă. Пысăк хак панă Совет халăхӗ çак çӗнтерӳшӗн. Паянхи кун, пӗтӗм тӗнче черетлӗ хут пире хирӗç тăнă чух, Аслă Çӗнтерӗвӗн пӗлтерӗшӗ, ветерансен, тыл ӗçченӗсен паттăрлăхӗ тата та хаклăрах. Акă мӗншӗн Тăван çӗршывăн Аслă Çӗнтерӗвӗпе çыхăннă тӗрӗслӗхе пирӗн чи хаклă мул пек упрамалла, ăруран ăрăва çав тӗрӗслӗхе парса пымалла.
Паян, майăн 9-мӗшӗнче, эпир Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 77 çул çитнине паллă тăватпăр. Кашни Раççей çыннишӗн вăл тӗп уяв шутланать. Вăрçă тӗкӗнмен пӗр çемье те юлман çӗршывăмăрта. Аслă çӗнтерӳшӗн фронтра та, тылра та хаяр çапăçу пынă. Пысăк хак панă Совет халăхӗ çак çӗнтерӳшӗн.
Паянхи кун, пӗтӗм тӗнче черетлӗ хут пире хирӗç тăнă чух, Аслă Çӗнтерӗвӗн пӗлтерӗшӗ, ветерансен, тыл ӗçченӗсен паттăрлăхӗ тата та хаклăрах. Акă мӗншӗн Тăван çӗршывăн Аслă Çӗнтерӗвӗпе çыхăннă тӗрӗслӗхе пирӗн чи хаклă мул пек упрамалла, ăруран ăрăва çав тӗрӗслӗхе парса пымалла.
Шел те, нумай историксемпе писательсем юриех Совет çарӗн паттăрлăхне йӳнетес, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи намăсла вăрçă пулнă тесе ӗнентерес тӗллевпе нумай фактсене пăсса кăтартаççӗ, çав шутра 1941 – 1945 çулсенче салтаксемпе мирлӗ халăх хушшинче мӗн чухлӗн вилнине те. Тӗллевӗ? Кун пирки Раççейӗн Наукăсен академийӗн академикӗ Г.Осипов лайăх çырса кăтартнă. Унăн статйипе www.voskres.ru сайтра паллашма пулать.
Хаклă ветерансем, тыл ӗçченӗсем, сире Аслă Çӗнтерӗвӗн 77 çуллăхӗпе чун-чӗререн саламласа çӗре çити пуç таятпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр! Пысăк тав сире пире ирӗклӗ пурнăç парнеленӗшӗн. Эпир вара çӗнтерӳпе таврăннисен, вăрçăра пуç хунисен, тыл ӗçченӗсен нимпе виçейми паттăрлăхне, вӗсен çутă сăнарӗсене ӗмӗр асра тытма тупа тăватпăр.
Ирина ТРИФОНОВА,
тӗп редактор.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев