Авăн уйăхӗн 28-мӗшӗ — Никита гусятник. Хуркайăксем йышлăн ăшă енне вӗçсе каяççӗ. Çак кунччен те шăнкăрчсем вӗçсе кайман пулсан кӗркунне ăшă пулать. Килти хур-кăвакал сăмсине çунат айне пытарсан хӗл сивӗ пуласса кӗтмелле. Хăрах уран тăраççӗ пулсан сивӗсем инçе мар. Шыв çийӗн ташлаççӗ-тӗк, кӗркунне ăшă та типӗ пулать.
Авăн уйăхӗн 29-мӗшӗ – Ефимия. Ăшă та типӗ пулсан хӗл кая юлса ларать, пит сивӗ пулмасть. Кайăк хурсемпе шăнкăрчсем кăнтăра вӗçсе кайман-тăк – кӗркунне вăраха тăсăлать, ăшă пулать. Пысăк улшăнусем – çӗнӗ çӗре пурăнма куçни, урăх ӗçе вырнаçни – тумалла мар çак кун, ăнмӗ. Авăн уйăхӗн 30-мӗшӗ – Вера, Надежда, Любовь тата София. Тăрнасем кăнтăралла вӗçеççӗ-тӗк – Пукравра юр çăвать. Çӗнӗ ӗç пуçлама, çула тухма сӗнмеççӗ. Пӗлӗтлӗ çанталăк тăрать – эппин эрнипех типӗ те уяр пулӗ.
Юпа уйăхӗн 1-мӗшӗ – Арина. Çумăр çусан кӗркунне тăршшӗпех йӗпе-сапа пулать, хӗл кая юлса ларать. Çак кун çил çурçӗртен вӗрни хӗл хаяр пуласса систерекен паллă. Пӗрремӗш хут юр çусан хӗл 40 кунран ларать. Юпа уйăхӗн 2-мӗшӗ – Трофим тата Зосима. Йывăçсем çинчен çулçăсем вăйлă тăкăнаççӗ-тӗк, вӗллесене утара пуçтарса лартма вăхăт. Çил кăнтăртан вӗрсен – кӗрхи тырăсем ăнса пуласса. Юпа уйăхӗн 3-мӗшӗ – Астафий. Çак кун çиле сăнамалла: çурçӗртен вӗрсен – кӗçех сивӗтет; кăнтăртан – умра ăшă кунсем пайтах-ха; анăçран е тухăçран – çумăрлă çанталăка.
Юпа уйăхӗн 4-мӗшӗ – Кондрат тата Матвей. Енчен те çанталăк çак кун ăшă та хӗвеллӗ, анчах та çил çурçӗртен вӗрет – хӗлле сивӗ пулать. Ку кун çанталăк мӗнле – 4 эрне çапла пулать. Юпа уйăхӗн 5-мӗшӗ – Фока тата Ион. Хурăн çулçи тăкăнса пӗтмен-тӗк – хӗл кая юлса ларать. Хырпа чăрăш çинче йӗкел сахал – хӗлле ăшă пулать.
Нет комментариев