Çӗнӗ хыпарсем

Юлташран килнӗ файла уçса укçасăр юлнă

ТР ШӖМӗ граждансене мобильлӗ приложенисемпе усă курнă чух питӗ тимлӗ пулма, тӗрӗслемен, шиклентерекен ссылкăсене уçмалла маррине тата шанчăксăр сайтсенчен информаци уçласа илмелле маррине асăрхаттарать.

Тутарстанра 31-ти арçын банк картти çинчен 56 пин тенки çухалнă хыççăн полицие пулăшу ыйтма килнӗ. Хăй каланă тăрăх, телефон çине лартнă приложение кӗмешкӗн виçӗ хутчен код килнине курсан та тимлӗхе питех илмен вăл. Тавар заказ тумалли приложенирен уведомленисем килме тытăнсан тин мобильлӗ банкне кӗрсе картти çинчи укçине тӗрӗслеме ăс çитернӗ. Унта 56 пин тенкӗ укçи пулман та тейӗн. Кун хыççăн банка шăнкăравласа карттăна хупма ыйтнă. Вирусран упракан приложени лартсан тин телефонӗ çине вирус лекнине пӗлнӗ вăл. Пӗлӗшӗнчен килнӗ файла уçнă хыççăн пулнă-тăр тесе шутлать хăй.

Тутлă çарату

Çырчаллинче пӗр апат-çимӗç лавккин администрацийӗн полици уйрăмне килме тивнӗ. Пӗр хӗрарăм вӗсен лавккинче сумкине 23 плитка шоколад чиксе тӳлемесӗрех тухса кайнă иккен. Оперативлă шырав шоколада 33-ри хӗрарăм вăрланине тӳрех палăртнă. Вăл маларах та пӗрре мар уголовнăй явап, çав шутра вăрланăшăн та, тытнă пулнă иккен. Хӗрарăм айăпа йышăнсан та вăрланă шоколада каялла тавăрса паман. Çак преступленишӗн ăна икӗ çула ирӗкрен хăтарма пултараççӗ.


#происшествия

Нет комментариев