ТР Патшалăх Канашӗнче бюджет пурнăçланăвне пăхса тухрӗç
Тӗп хыпар

ТР Патшалăх Канашӗнче бюджет пурнăçланăвне пăхса тухрӗç

Кашни кӗркунне парламент республика бюджечӗпе çыхăннă закон проектне улшăнусем кӗртессипе ӗçе пуçлать. Ку ларусен тӗп ӗçӗ шутӗнче. Паян, сентябрӗн 24-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Канашӗн Бюджет, налогсемпе финанс комитетӗнче 2026 тата планпа 2027-2028 çулсене бюджет çинчен йышăннă закона улшăнусем кӗртесси çинчен закон проектне пăхса тухрӗç.

Кашни кӗркунне парламент республика бюджечӗпе çыхăннă закон проектне улшăнусем кӗртессипе ӗçе пуçлать. Ку ларусен тӗп ӗçӗ шутӗнче. Паян, сентябрӗн 24-мӗшӗнче, ТР Патшалăх Канашӗн Бюджет, налогсемпе финанс комитетӗнче 2026 тата планпа 2027-2028 çулсене бюджет çинчен йышăннă закона улшăнусем кӗртесси çинчен закон проектне пăхса тухрӗç. Унсăр пуçне ку çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче республика бюджетне тата обязательнăй медицина страхованийӗн Территорири фончӗн бюджетне пурнăçланин пӗтӗмлетӗвӗсене те тишкерчӗç.

Заседание Комитета по бюджету, налогам и финансам ГС РТ

Бюджетăн тупăш пайӗ ӳсет

   Ларăва Комитет председателӗ Леонид Якунин уçрӗ. Закон проектне пăхса тухни йăлари ыйту пулнине асăрхаса республика бюджечӗн тăкакӗсемпе тупăшне ӳстернине ырласа палăртрӗ.

ТР финанс министрӗ Марат Файзрахманов палăртнă тăрăх, республика бюджечӗпе йышăннă закон проекчӗпе килӗшӳллӗн, планлă тапхăрта республика бюджечӗн тупăшне 32,6 миллиард тенкӗ чухлӗ ӳстерме палăртнă.

«Юлашки 8 уйăхра республика бюджетне пурнăçланин пӗтӗмлетӗвӗсемпе налогран тата налогпа çыхăнман тупăша 10,7 миллиард тенке ӳсмелле. Çав шутран 25 миллиард тенки организацисен тупăшӗнчен илӗнекен налогран, 1 миллиард тенки организацисен пурлăхӗ çине хурăнакан налогран, тепӗр 1 миллиард тенки «Налог хурассин автоматизациленӗ çăмăллатнă системи» ятарлă налог режимӗпе пуçтарнă тӳлевсенчен, 3,7 миллиард тенки налог мар тупăшран пуçтарăнать», – ăнлантарчӗ Марат Файзрахманов.

  «Тӳлевсӗр кӗрекеннисем» («Безвозмездные поступления») пая 1,9 миллиард тенкӗ чухлӗ бюджетсен хушшинчи трансфертсенчен, Федераци бюджетӗнчен тата ытти çăлкуçсенчен ӳстерме палăртнă.

Заседание Комитета по бюджету, налогам и финансам ГС РТ

Бюджетăн тăкак пайӗ ку çулта 21,7 миллиард тенке ӳснӗ. Улшăнусем коммуналлă техникăна улăштарассипе, наци тата федераллă проектсене пурнăçлассипе тăкаксене хуплассипе, наука, культура, спорт енӗпе социаллă пӗлтерӗшлӗ проектсене ирттерессипе, социаллă тӗрев парассипе, дефицитлă специальноçсемпе ӗçлекен тухтăрсене пӗрре парăнакан тӳлевсемпе тивӗçтерессипе, ял-хуçалăх продукцин производствипе ӗçлекенсене субсидисем парассипе, социаллă культура сферинче объектсен строительствипе тата тӗпрен юсассипе тата ытти енӗпе çыхăннă.

Тутарстан çыннисенчен бюджета 102 миллиард тенкӗ кӗнӗ

Сӳтсе явма тăратнă ыйтусемпе килӗшӳллӗн, 2026 çулта Тутарстан Республикин бюджечӗн тупăшӗ 633,4 миллиард тенкӗпе, тăкакӗсем 653,4 миллиард тенкӗпе танлашнă. Дефицит пайӗ – 20 миллиард тенкӗ.  

Финанс министрӗн отчечӗпе килӗшӳллӗн, ку çулăн пӗрремӗш çур çулӗнче республикăн пӗрлештернӗ бюджетне 308 миллиард тенкӗ, республикăнне 259 миллиард тенкӗ кӗнӗ. Пӗрлештернӗ бюджетăн (консолидированный бюджет) чи пысăк пайӗ уйрăм çынсен тупăшӗнчен илӗнекен налогран пуçтарăнать. Çапла тутарстансен шутӗнчен ултă уйăхра пӗрлештернӗ бюджета 102 миллиард тенкӗ, республика бюджетне 71 миллиард тенкӗ кӗнӗ.

Заседание Комитета по бюджету, налогам и финансам ГС РТ

ОМС фончӗн директорӗ Алсу Мифтахова пӗрремӗш çур çулта медицина страхованийӗ енӗпе бюджетăн тупăшӗ 51 миллард тенкӗпе танлашнине пӗлтерчӗ. Ку отчет тапхăрӗн 100,5 проценчӗпе танлашать. «Тупăш пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 9 процента ӳснӗ», – терӗ вăл.  Сăнӳкерчӗксем: https://gossov.tatarstan.ru сайтран.       


#Государственный Совет РТ

Нет комментариев