Сентябрӗн 19-мӗшӗнче халăх тимлӗ пулни чашкăравçă акăша (лебедь шипун) вилӗмрен çăлнă. Вăл васанкă шыва (впадина) анса кайнă та тухайман.
Тутарстанăн Хӗрлӗ кӗнекине кӗнӗ чашкăравçă акăша вӗçсе хăпармашкăн çуначӗсене сарма вырăн кирлӗ иккен. Хупă вырăнтан, васанкă шывран хăй тӗллӗн питӗ йывăрпа тухаççӗ, нумай чухне вăйӗ пӗтсе çитнипе тилӗ таврашран вилеççӗ.
Васанкă шывра ларакан акăша асăрханă Соловцово ялӗн çыннисем 112 телефонпа шăнкăравласа пӗлтернӗ. ТР Биоресурссен комитечӗн ӗçченӗсем Çӳлтури «Шушма» сунар хуçалăхӗн çыннисемпе пӗрле акăша çăлни пирки пӗлтерет ТР Биоресурссен комитечӗн пресс-служби. Акăша вӗсем çыран хӗррине кăларса тӗрӗсленӗ. Телее, вăл аманнă йӗрсене асăрхаман. Акăш çуначӗсене илемлӗн сарса ял çыннисене тав тунă та вӗçсе кайнă. (Сăнӳкерчӗк ТР Биоресурссен комитечӗн пресс-службин).
Нет комментариев