Шăматкун «Наци кросӗ-2026» иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Шăматкун «Наци кросӗ-2026» иртет

Сентябрӗн 26-мӗшӗнче тӗрлӗ ӳсӗмри чупма юратакансем — шкул çулне çитмен ачасенчен пуçласа ветерансем таранах — Пӗтӗм Раççейри «Наци кросне» пуçтарăнаççӗ. Кăçал кӗркуннехи массăллă чупăва Раççейри халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă.

Фото: пресс-служба министерства спорта РТИкӗ площадка — тӗрлӗ дистанци

Хусанти тӗп площадка яланхи пекех «Урам» экстрим-парк пулать. Кунта спорт программи 10.00 сехетре зарядкăран пуçланать. Унтан ветерансемпе çемьесем пӗр километрлă дистанцие тухӗç. Кунтах ыркăмăллăх чупăвӗ иртет — пуçтарнă укçа-тенкӗ «Добрая Казань» фонда ярӗç. Программăна 2 пин метрлă массăллă чупу вӗçлет — старта 12.45 сехете палăртнă, маршрут Кремль çывăхӗнчи çыран тăрăх иртет.

Иккӗмӗш вырăн — Юдинăри «Локомотив» стадион. Кунта лайăхрах хатӗрленнӗ чупакансем валли трассăсем йӗркелӗç — вăрман урлă 2 километртан пуçласа 12 километр таран.

Регистраци тата мандат комиссийӗ

Мероприятие хутшăнас текенсем заявкăна «Госуслуги» портал урлă сентябрӗн 24-мӗшӗччен 12.00 сехетчен пама пулать. Онлайн-регистраци хыççăн кашни хутшăнакан мандат комиссине иртмелле — вăл сентябрӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа 25-мӗшӗччен 10:00 сехетрен 19:00 сехетчен Тӗп стадионăн пресс-центрӗнче (Ташаяк урамӗ, 2а) ӗçлет. Хăвăрпа пӗрле паспорт тата медицина справки пулмалла.

«Конструктивлă диалог» площадки

«Наци кросӗ» шайӗнче «Урам» экстрим-паркра «Конструктивлă диалог» интерактивлă площадка та йӗркелӗç. Унта хутшăнакансем вăйăсемпе заданисен формипе хăрушсăрлăх, критикăллă шухăшлав тата яваплă суйлав пирки пӗлӗве тӗрӗслеме пултарӗç. Проекта ТР Пултаруллăх çамрăксен академийӗ ТР Терроризмпа кӗрешекен комисси аппарачӗ пулăшнипе пурнăçлать.

«Наци кросӗ» Раҫҫейӗн 85 регионӗнче иртет, çулсерен тӗрлӗ ӳсӗмри 1,5 миллион таран хутшăнакана пӗрлештерет.


Спорт Кросс наций #СпортОбъединяет

Нет комментариев