Зодиакăн кашни паллишӗн эрне ăнăçлă иртет
Гороскоп

Зодиакăн кашни паллишӗн эрне ăнăçлă иртет

Финанс лару-тăрăвӗ лайăхланать, тахçан шутланисене тинех пурнăçа кӗртме тытăнатпăр. Халь ӗçлӗ хутшăнусене аталантарма лайăх вăхăт. Партнерсен канашӗпе усă курни тупăша ӳстерет.

Казань. Фото Оксаны Бердниковой.ТАКА Ку эрнере хăвăра лайăхрах туятăр, çинетăраслăха  чакармалла. Пысăк плансем туни кăлăхах, халь вӗсене пурнăçласси иккӗленӳллӗ. Ку эрне сирӗншӗн мӗн пуррипе çырлахса савăнмалли вăхăт.  ВĂКĂР Эсир хутшăнакан çынсемпе пуринпе те çыхăну тытма кирлех-ши? Ку эрнере çак ыйтăва хуравлама тивет. Çăлтăрсем çӗнӗ çынсемпе паллашма тăхтама сӗнеççӗ, уйрăмах вăл романтикăпа çеç çыхăннă пулсан. ЙӖКӖРЕШСЕМ Ку эрнере сирӗн вӑй-хăват иксӗлми. Çак тапхӑрта пуçлакан ӗçсем пурте ӑнӑçлӑ вӗçленӗç, мӗнпур кӑткӑс лару-тӑруран çӑмӑллӑнах тухатăр. Кӑнтӑрлахи ӗçлӗ тӗлпулусемпе романтикӑллӑ каçсем кӑмӑлăра каяççӗ.

РАК Хӗрарӑмсене пурнӑçра аталанӑвӑн çӗнӗ тапхӑрӗ кӗтет, çывӑх тусăр ырă витӗм кӳрӗ, тавракурӑмăр улшӑнӗ. Арçынсен çак эрнере хӑюллӑрах пулмалла, ниме пӑхмасӑр шутланине пурнӑçламалла. АРĂСЛАН Халӗ малашлӑх пирки шухӑшлама, çитес çула планлама меллӗ вӑхӑт.  Тахçанах палӑртнӑ ӗçсене вӗçлеме аван: хваттере юсасси, водитель правине илесси, хирӗçнӗ çынсемпе мирлешесси. Çавӑн пекех çӗнӗ проектсене пурнӑçа кӗртме тытӑнмалла. ХӖР Халь сирӗн пурнăç пур енчен ăнăçать. Ӗçре çитӗнӳсем пулаççӗ, пурне те хăвăра кирлӗ пек йӗркелетӗр. Çак эрнере туяннă япаласемпе тахçанччен усă куратăр, уйрăмах кил-хуçалăх техникипе.

ТАРАСА Халиччен тӑрӑшнине асӑрхаса ту­нӑ ӗçсемшӗн шăпа парне тăвасса тахçантанпах кӗтетӗр, çак вăхăт çит­рӗ. Анчах сирӗн вӗренме чарăнмалла мар, тата ытларах çитӗнӳсем тусан пысăкрах наградăна тивӗçетӗр. СКОРПИОН Сентябрӗн юлашки кунӗсенче сире ӑнӑçу кӗтет, хӑюллӑ пулӑр, шанăçа ан вӗçертӗр. Çывӑх çыннӑрсемпе ӗçтешӗрсен сăмахӗсене тимлеме ан манӑр, унсӑрӑн çитӗнӳ тăваймăр. Вӗçӗ-хӗррисӗр вӑй-хал, ăнăçу пулсан та таврари çынсемпе хутшӑнусене пӗлсе йӗркелӗр.

УХĂÇĂ Финанс лару-тăрăвӗ кӑмӑллӑ сюрпризпа савăнтарать: ӗмӗтленнӗ япалана ӑнӑçлӑ туянатăр е пысӑк укçа выляса илетӗр. Арçынсем шăпа пӳрнӗ мăшăрне тупаççӗ. Хӗрарӑмсен юратнă çыннипе хутшӑнусенче кӳренӳсемпе тавлашусем сиксе тухас хăрушлăх пур. ТУ КАЧАКИ Ку эрнере лайӑх та ырӑ сире. Кăмăлăрти ырă енсем вăйлăрах палăраççӗ, эсир халь тата илӗртӳллӗрех. Мӗн шухӑшланине пурнӑçа кӗртме çак кунсенче шӑпах вӑхӑт. Хӑвӑрӑнне те, çывӑх çыннӑрсен сывлăхне те асăрхасах тăрăр. 

ШЫВТĂКАН Ӗçпе çыхăннă пысăк ыйтусене тат­са пама ӑнӑçлӑ тапхӑр. Халӗ çӗнӗ ӗçсемпе, чикӗ леш енче çыхӑну йӗркелессипе тата çӗнӗ производствӑсем уçассипе ӗçлеме меллӗ вăхăт. Чи кирли – килӗшӳре çырнă мӗнпур правилӑна çирӗп пӑхӑнмалла. ПУЛĂСЕМ Хастар ӗçлесе пысăк кӑтартусем тусан та енчӗкӗр хулăнланаймасть. Аслӑ юлташӑрсенчен пулӑшу ыйтăр, вӗсем сире карьера картлашкипе улăхма, çӗнӗ ӳсӗмсем тума канаш парӗç. Пӗтӗмӗшле илсен, эрне ăнăçлă, ӗç кунӗсем оптимизмпа, хаваслӑн иртӗç.


гороскоп

Нет комментариев