Çумăр çусан çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать
Авăн уйăхӗн 28-мӗшӗ — Никита гусятник. Хуркайăксем йышлăн ăшă енне вӗçсе каяççӗ. Çак кунччен те шăнкăрчсем вӗçсе кайман пулсан кӗркунне ăшă пулать. Килти хур-кăвакал сăмсине çунат айне пытарсан хӗл сивӗ пуласса кӗтмелле. Хăрах уран тăраççӗ пулсан сивӗсем инçе мар. Шыв çийӗн ташлаççӗ-тӗк, кӗркунне ăшă та типӗ пулать.