Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче СССР 100-çуллăхне халалланă парк уçăлать

Ӗнер, майăн 8-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче паллă мероприяти пулса иртрӗ. Çак ялта çуралса ӳснӗ сумлă чăваш çынни, «Звениговский» совхозăн генеральнăй директорӗ Иван Казанков пуçарăвӗпе кунта СССР 100-çуллăхне халалланă парк тума пуçланă. Иван Иванович каланă тăрăх, кунта СССР йышне кӗнӗ кашни союзла республикăн тата СССРăн ялавӗсене вырнаçтараççӗ. Андриян Николаев космонавта халалласа ракета та вырнаçтарма палăртнă.

Ӗнер, майăн 8-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче паллă мероприяти пулса иртрӗ. Çак ялта çуралса ӳснӗ сумлă чăваш çынни, «Звениговский» совхозăн генеральнăй директорӗ Иван Казанков пуçарăвӗпе кунта СССР 100-çуллăхне халалланă парк тума пуçланă. Иван Иванович каланă тăрăх, кунта СССР йышне кӗнӗ кашни союзла республикăн тата СССРăн ялавӗсене вырнаçтараççӗ. Андриян Николаев космонавта халалласа ракета та вырнаçтарма палăртнă. Мӗншӗн тесен вăл чăваш халăхӗн паттăр ывăлӗ, чăваш ятне уçлăха çити çӗклесе тӗнчипе сарнă. Парк çумӗнчи пӗвере акăшсен шутне те ӳстерме плансем пур. Кӗçех страуссем те чупса çӳрӗç кунта, павлинсем пур ӗнтӗ. Сувар крепоçӗ хыçӗнчи заповедникра вара маралсем  ӗрчетме палăртнă. Вӗсене Чăваш Енрен кӳрсе килмелле.

Майăн 8-мӗшӗнче вара парка йывăçсем лартрăмăр. Çапла майпа çак кун Сиктӗрме-Хусанкая пуçтарăнса килнисен асăнмалăх кашнин хăйӗн йывăçӗ пулать. Çавсен хушшинче Элкел район пуçлăхӗ Александр Никошин, культура пайӗн ертӳçи Расима Гайфуллина, ЧНКА председателӗн çумӗ Константин Малышев, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗн директорӗ, «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина, Нурлатри Туслăх Çурчӗн директорӗ, ЧНКЦ ертӳçи Галина Терентьева, Теччӗри ЧНКЦ ертӳçи Володар Тимофеев, Аксу районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Роза Чентаева, Элметри ЧНКЦ ертӳçи, вăлах Элкел районӗнче иртекен «Уявăн» ӗç ушкăнӗн ертӳçи Инна Лисина, ял-йыш тата эпӗ – «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова пултăмăр. Йывăç лартасси хаваслă лару-тăрура иртрӗ. 

Шупашкартан килсе çитнӗ Эдуард Бахмисов пӗлтернӗ тăрăх, йывăç тӗпӗсене тӳлевсӗр Чăваш Республикин Марпосад районӗ уйăрнă. Унсăр пуçне мероприятие Марпосад районӗн пуçлăхӗн çумӗ Сергей Мастьянов, Андриян Николаева халалланă Шуршăлти космонавтика музейӗн директорӗ Александр Тукмаков та килнӗччӗ. Мероприятире тухса калаçакансен шутӗнче Иван Казанков, Александр Никошин, «Хузангаевское» ЯХПК директорӗ Евгений Чугунов, Константин Малышев тата Чăвашьен хăнисем пулчӗç. Мероприятин пӗлтерӗшӗ пирки нумай ырă сăмах каларӗç вӗсем.

Çитес «Уявăн» хатӗрленӳ ӗçӗсем çинчен те сăмах хускатрăмăр. Район пуçлăхӗ пӗлтернӗ тăрăх, вӗсене йăлт вăхăтпа палăртнă пек туса пӗтермелле, çав шутра строительство ӗçӗсене те. Планпа палăртнă тăватă сцена та хатӗр. Виççӗшне Чулхуларан илсе килнӗ те, пуçтарса вырнаçтармалли кăна юлнă. Вӗсен хакӗ 7 миллион тенке яхăн. Малашне «Уяв» инфраструкутри пушă лармассине те палăртрӗ район пуçлăхӗ. Ку тăрăх туризм центрне çаврăнассине, малашне вăл канакансемшӗн илӗртӳллӗ пулассине çирӗппӗн шанса пӗлтерчӗ Александр Федорович. 

Евгений Чугунов Иван Казанкова яла пӗтме паманнишӗн, кунта анлă ял-хуçалăх комплексӗ туса лартса çынсене ӗçпе тивӗçтернӗшӗн тав турӗ. 

Мероприяти Уяв тӳремӗнче иртнипе-ши питӗ савăнăçлă йӗркеленсе пычӗ, инçех мар  авалхи Сувар хулашӗн крепоçӗ мăнаçлăн курăнса ларни пушшех хавхалантарчӗ. Акă вăл чăваш халăхӗн историйӗ, унăн паттăрлăхӗ. Турри пулăштăр ӗнтӗ Иван Казанкова пуçланă ӗçе вӗçне çитерме. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана