«Жизнь, вместившая подвиг» кӗнекен хăтлавӗ Нурлатри М.Е. Сергеев ячӗллӗ гимназире иртнӗ. Кăларăма 2015 çулта çак вӗренӳ заведенийӗнчен вӗренсе тухнă Андрей Кульметьева халалланă. Унăн пурнăçӗ – хăюллăхпа паттăрлăх тӗслӗхӗ. Андрей — ятарлă çар операцине хутшăннăшăн Паттăрлăх орденне тивӗçнӗ районти пӗрремӗш çын. Шел те, вилнӗ хыççăн...
Кӗнеке авторӗ — педагог Владимир Кашкаров. Вăл биографи факчӗсене кăна мар, нумайăшӗн асӗнче тарăн йӗр хăварнă çыннăн пурнăçне пӗр хуплашка айне пухнă. Кăларăмра Андрейăн тăванӗсен, тусӗсен тата вӗрентекенӗсен асаилӗвӗсем тӗп вырăн йышăнаççӗ.
Мероприятие педагогсем, аслă классенче вӗренекенсем тата хисеплӗ хăнасем хутшăннă. Андрей çинчен унăн ашшӗ Фёдор Иванович Кульметьев, ачалăхри тусӗ тата пӗрле ӗçлекен Роман Евлейкин, класс ертӳçи пулнă Н.А. Авдушкина, вырăс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ О.А. Краснова, Нурлатра пурăнакан хисеплӗ çын А.И. Клементьев, педагог-йӗркелӳçӗ Л.Р. Галиева тата директорăн воспитани енӗпе ӗçлекен çумӗ Т.Ю. Евлейкина паллаштарнă.

Тухса калаçакансенчен кашниех Андрей ахаль вӗренекен кăна маррине, вăл ырă чӗреллӗ тата çирӗп кăмăллă çын пулнине палăртнă. Хальхи шкул ачисемшӗн чăн-чăн тӗслӗх.
Андрей Кульметьева асăнса тăван гимназире тӗрлӗ мероприятисем ирттерӗç: волейбол турнирӗсем, вӗренекенсем валли патриотла тӗлпулусем. Унсăр пуçне «Жизнь, вместившая подвиг» кӗнекене паттăрлăх урокӗсенче вуламалли литература списокне кӗртнӗ.
Андрей Кульметьев тата унăн паттăрлăхӗ çинчен çак ссылкăпа вуласа пӗлме пулать.
Нет комментариев