Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

АСЛĂ ВĂРÇĂ ВУЧӖ ВИТӖР

Сталинград патӗнчи çапăçусене Теччӗ районӗнчи Çӗньялтан 7 çын хутшăннă, нихăшӗ те сывă таврăнайман. Вӗсенчен пӗри ман пичче Александр Михайлович Самаркин (1910 çулхи). Кутузовпа Александр Невский, Хӗрлӗ Ялав орденӗсемлӗ Мгинско-Померански 18-мӗш гварди миномет полкӗнче тăшманпа çапăçнă вăл. 1941 çулхи декабрӗн 3-мӗшӗнче Теччӗ çар комиссариатӗнчен фронта кайнăскере малтан Хусанти çар комиссариатне ăсатнă, унтан Арска. Теччӗ районӗнчи Зеленовка ялӗнчи Дмитрий Николаевич Митинпа (1908 çулхи) пӗр полка лекнӗ вӗсем. 

Теччӗри Анатолий Сергеевич Хохлов вăрçăра хыпарсăр çухалнă тăванне Александр Михайлович Самаркина 20 çула яхăн шыранă хыççăн тупнă

Сталинград патӗнчи çапăçу вӗçленнӗренпе 79 çул çитрӗ. 195 кунпа çӗре тăсăлнă çак кӗрешӳре миçе çын пуç хунин шучӗ халӗ те татăклăн паллă мар. Сталинграда хӳтӗленӗ çарсем малалла Украина, Белорусси, Прибалтика, Польша, Чехословаки çӗрӗсене ирӗке кăларса Берлинах çитнӗ. Сталинград çапăçăвне хутшăннисенчен сыввисем нумайăн мар ӗнтӗ халӗ. Тепӗр темиçе çултан вӗсем те юлмӗç, паттăрлăх вара манăçмалла мар... нихăçан та!

Сталинград патӗнчи çапăçусене Теччӗ районӗнчи Çӗньялтан 7 çын хутшăннă, нихăшӗ те сывă таврăнайман. Вӗсенчен пӗри ман пичче Александр Михайлович Самаркин (1910 çулхи). Кутузовпа Александр Невский, Хӗрлӗ Ялав орденӗсемлӗ Мгинско-Померански 18-мӗш гварди миномет полкӗнче тăшманпа çапăçнă вăл. 1941 çулхи декабрӗн 3-мӗшӗнче Теччӗ çар комиссариатӗнчен фронта кайнăскере малтан Хусанти çар комиссариатне ăсатнă, унтан Арска. Теччӗ районӗнчи Зеленовка ялӗнчи Дмитрий Николаевич Митинпа (1908 çулхи) пӗр полка лекнӗ вӗсем. 

«Катюша»  дивизионӗсем  Арскра?

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăл – пирӗн триумф та, пирӗн трагеди те. Мӗншӗн тесен историне паянхи кунччен те тӗпчесе пӗтермен. Тӗслӗхрен, пирӗн республикăри Арскра ракета артиллерийӗн минометсен (халăхра «Катюша» ятпа паллă) дивизионӗсем йӗркеленнине кам питех пӗлет-ха? Арск центрне Теччӗ çар комиссариатӗнчен кайнă команда та лекнӗ.

СССРта БМ-8, БМ-13 çар установкисемлӗ пӗрремӗш ракета артиллерийӗн чаçӗсем 1941 çулхи август уйăхӗнче йӗркеленнӗ. Полк виçӗ батарейăллă виçӗ дивизионран тăнă. Кашни батарейăн 4-шар çар машини пулнă. Верховнăй тӗп командованин резерври артиллери «гварди» миномет полкӗ ят илнӗ вăл. Артиллерин çӗнӗ тӗсӗн 1941 çулхи ноябрӗн 17-мӗшӗччен хăйӗн вӗренӳ заведенийӗ пулман. 

Сборнăй пунктсене тата артиллерин запас полкӗсене кӗçӗн командирсене тата рядовойсене унта çар округӗсен нарячӗпе район çар комиссариачӗсем урлă янă. Вӗсене вăрттăн чаçсене яма ятарлă комисси суйласа илнӗ. 

1941 çулхи июлӗн 28-мӗшӗнче Мускаври Красин ячӗллӗ артиллери училищин никӗсӗнче гварди миномет чаçӗсен центрӗ йӗркеленет. Ăна ертсе пыма Юрий Павлович Бажанов полковника çирӗплетеççӗ. Ӗçе Алабино полигонне куçараççӗ.

1941 çулхи октябрь уйăхӗнче фронт Мускав патне çывхарсан штаба Тутар АССРӗнчи Арск хулине куçарнă. 1941 çулхи октябрь уйăхӗн иккӗмӗш çурринче ГМЧ подразделенийӗн чаçӗсене, уйрăмах Оборонăн Мускав зони валли, хатӗрлессине хăвăртлатас шутпа 1941 çулхи октябрӗн 23-мӗшӗнче Мускаври Лефортово районӗнче иккӗмӗш штаба йӗркелеççӗ. Штабăн начальникӗ пулма 1-мӗш гварди миномет полкӗн командирӗ пулнă В.А.Шмаков подполковника, батальон комиссарне В.П.Порошина çирӗплетеççӗ. Гварди миномет чаçӗсене малалла пӗр вăхăтрах Мускавра тата Арскра йӗркелеççӗ.

Арскри центрта дивизионсене техникăсăр, личнăй составран кăна йӗркелеççӗ. Полксене вара – Мускавра гварди миномет чаçӗсенчен. 

Арскра запасри 18-мӗш артиллери полкӗ йӗркеленет. Вăл унта 1941 çулхи октябрӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа 1942 çулхи февралӗн 16-мӗшӗччен тăрать. Республикăри, ытти облаçсенчи çар комиссариачӗсенчен килнӗ командăсене тӗрӗслев тапхăрне иртнӗ хыççăн 18-мӗш запас полка яраççӗ.

Çапла лекеççӗ А.М.Самаркинпа Д.Н.Митин 1941 çулхи декабрӗн 8-мӗшӗнче Арскри 208-мӗш миномет дивизионне. 207, 208, 209-мӗш дивизионсем Арск районӗнчи Сарай Чекурча, Тюбяк Чекурча ялӗсенче йӗркеленеççӗ.

 

Тинӗс евӗр çулăм

 

БМ-8, БМ-13 установкăсем («Катюшăсем») киличчен пирӗн çарăн супервооружени пурри çинчен запас полкра сас-хура сарăлнă. Кăшт вăхăт  иртсен вăл чăнах та пуррине салтаксем хăйсем курса ӗненнӗ. 

1941 çул вӗçӗнче Çӗнӗ çул умӗн Арскран 20 çухрăмри Чурилино лагерӗнче установкăран персе кăтартнă. «Çӗр чӗтренсе илчӗ те аякра тинӗс евӗр çулăм сарăлни бинокльсăрах курăнчӗ. Хальччен темӗн те курнă артиллеристсем те часах тăна кӗреймерӗç-ха кун хыççăн», – тенӗ курса тӗлӗннисем «Катюша» пирки.

Арск центрӗнче уйрăм дивизионсемпе батарейăсем хатӗрленӗ. Яваплă задачăна пурнăçласан 1942 çулхи февралӗн 13-мӗшӗнче центра пӗтернӗ.

Декабрь уйăхӗн вӗçӗнче 207, 208, 209-мӗш уйрăм дивизионсене  комплектласа çитерсен тата вӗрентӗве вӗçлесен А.М.Самаркинпа Д.Н.Митин 208-мӗш дивизионăн боепитани (снарядсем турттаракан)  шоферӗсем пулса тăнă. 1942 çулхи январь уйăхӗн пуçламăшӗнче вӗсем чугун çул эшелонӗпе малтан Чулхулана çитеççӗ, унтан машинăсем илсе Мускава хăйсем çӳресе каяççӗ. 

Январӗн 8-мӗшӗнче Мускава çитсен вӗсем Измайлов шоссинчи шкулсен çуртӗнче вырнаçаççӗ, январь вӗçӗнче И.В. Сталин ячӗллӗ механизаципе моторизаци академийӗн çуртне куçаççӗ. 

1942 çулта Тӗп командованин 20 «М–13» гварди миномет полкне йӗркелесси çинчен хушăвӗ тухать. Унпа килӗшӳллӗн, çак 20 полка январӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 5-мӗшӗччен йӗркелемелле пулнă. 

Çӳлерех асăннă 207, 208, 209-мӗш гварди миномет дивизионсем Мускаври центрта тин кăна йӗркеленӗ 18-мӗш миномет полкăн йышне кӗреççӗ. «Компрессор» заводра СТЗ-5 (СТЗ-НОТИ 2 ТВ) трактор шасси çине вырнаçтарнă М-13 çар машинисем параççӗ. Полк командирӗ пулма  Александр Федорович  Михайловский подполковника, çар комиссарне Павел Иванович Одинцова, штаб начальникӗ пулма Николай Минович Ковчур капитана çирӗплетеççӗ. 

 

Крыма ирӗке кăларма

 

1942 çулхи февралӗн 11-мӗшӗнче полк Сортировочная станцире чугун çул эшелонӗпе Крым еннелле çул тытать. 1942 çулхи февралӗн 15-мӗшӗнче 18-мӗш гварди миномет полкӗ Крым фрончӗн 51-мӗш çарне Новороссийск командованине çитет.

Новороссийскра 18-мӗш миномет полкӗ «Пролетарий» цемент завочӗн поселокӗнче вырнаçать. Новороссийскран  виçӗ теплоходпа Керчь çурутравӗн Камыш-Бурун пристаньне çитсе Феодосия хули патнелле каяççӗ. Февралӗн 26-мӗшӗнче Парпач ялӗ (халӗ Ячменное ялӗ, Крым Республикин Киров районне кӗрет) çывăхӗнчи позицие йышăнаççӗ. Кунта Севастополь блокадине татса Крымăн çурçӗр енне нимӗçсенчен хăтарма пысăк наступлени пуçлама хатӗрленнӗ. Çак операцие ирттерекен 51-мӗш çара пулăшма килнӗ те 18-мӗш гварди миномет полкӗ.

1942 çулхи февралӗн 27-мӗшӗнче ирхине 18, 19 тата 25-мӗш  гварди миномет полкӗсен залпӗсем хыççăн нимӗç чакма тытăнать. Анчах çумăр витререн тăкнă пек çунипе усă курса хӳтӗленме ӗлкӗрет. Çавăнпа пирӗн çарсен 8–10 çухрăм кайсан чарăнма тивет. 1942 çулхине çуркунне тăршшӗпех полк  пысăк паттăрлăх кăтартса 47 тата 51-мӗш çарсене пулăшать.

Майăн 8-мӗшӗнче тăшман наступлени пуçлать, полк каялла чакакан хамăрăн 44-мӗш çара пулăшать, Керча хӳтӗлесе йывăр çапăçусем илсе пынă. Майăн 14-мӗшӗнче полкăн боеприпасӗсем пӗтсе çитеççӗ. Ваннă çар машинисемпе автотранспорта Керчь проливӗнче путараççӗ те юсавлă техникăна Керчь çурутравӗнчи Эльтиген (халӗ Челядиново) портӗнчен паромсем çине тиесе Керчь проливӗ урлă Тамань çурутравӗнчи Тузла мысӗ çине куçараççӗ. Майăн 17-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 16-мӗшӗччен çапăçнă хыççăн полк 47-мӗш çар подчиненийӗнчен тухать.

 1942 çулхи июнӗн 29-мӗшӗнче полка гварди Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чыслаççӗ.  Крымшăн çапăçусенче полк çаврăнăçулăх, оперативлăх тата çирӗплӗх кăтартать. Тăшман вӗçӗмсӗр персен те, самолечӗсем вӗçӗмсӗр бомба пăрахсан та полк шăпланмасть.

18-мӗш полк малалла Çурçӗр Кавказ, Кăнтăр-хӗвелтухăç фрончӗсен йышӗнче Сталинград патнелле чакать. 1942 çулхи июлӗн 18-мӗшӗнче полка Тамань çурутравӗнчен васкавлăн Ростов облаçӗнчи Цимлянская станицăна куçараççӗ. 

 

Тусанпа вут пӗлӗчӗ

 

1942 çулхи июлӗн 21-мӗшӗнче вырăна çитсен полка Çурçӗр Кавказ фрончӗн 51-мӗш çарӗн стрелоксен 138-мӗш дивизийӗн шутне кӗртеççӗ. Сталинграда çитме ун чух пурӗ те 150 километр кăна юлнă пулнă. 18-мӗш гварди миномет полкӗн ветеранӗ Василий Васильевич Ионов çапла аса илет: «Июлӗн 17-мӗшӗнче тăшман Дон юханшывӗ урлă хăвăрт каçса хӗвелтухăç енчи çыранти плацдарма ярса илчӗ. Июлӗн 20-мӗшӗнче пирӗн полк Дон юханшывӗн çыранне вырнаçрӗ. Сасартăк пирӗн çине харăсах 5 «Мессершмитт» вӗçсе килчӗ те пулеметран шатăртаттарчӗ. 3 хут вӗçсе иртрӗç те горизонт хыçне кайса пытанчӗç. Вӗсем хыççăнах пӗлӗтсем хыçӗнчен «Юнкерс» бомбардировщиксем курăнса кайрӗç. Вӗсем полк оборонин мал енне бомба пăрахма тытăнчӗç. Хӗвеланăç енчи çырантан йывăр артиллери ӗçлеме пуçларӗ. Пирӗн окопсем çийӗн бомбăсемпе снарядсем, минăсем çурăлма тытăнчӗç. 

Глухоманюк майор ертсе пыракан разведушкăнăн сăнав пункчӗн радиостанцине сирпӗтсе çӗрпе хупласах хучӗ, телефониста контузи пулчӗ, радист аманчӗ. Чăн-чăн тамăк пулчӗ вăл ун чух. Вут çумăрӗ çур сехете яхăн çурӗ.  Кун хыççăн нимӗçсем атакăна çӗкленчӗç. Танксем, штурм орудийӗ, мотопехота килни курăнчӗ. Малта пыракан ултă танк вӗçӗмсӗр окопсем еннелле печӗ, сылтăмарах 2 самоходка пычӗ. 

Пирӗн окопсене çитиччен 600 метр юлнăччӗ. Реактивлă 8 «Катюша» йӗркене тăрса танксене тӗллерӗç. Калăн, йӗри-таврара минăсемпе бомбăсем çурăлмаççӗ те тейӗн. Сасартăк Донăн хӗвеланăç енчен оруди кӗрлесе кайрӗ. Çулăм позицийӗ çийӗн тусанпа вут пӗлӗчӗ çӗкленчӗ. 43-шер килограмлă 123 снаряд тăшман еннелле вӗçрӗ. Нимӗçсем хăраса кайрӗç: çынсем, техника, çӗр çунать... Çуллахи шăрăхпа кӗлленнӗ çӗр çакна кăна кӗтнӗ тейӗн. Танкистсем çунакан танкӗсенчен сиксе тухрӗç, Дон шывӗнче çăлăнăç шыраса гренадерсемпе тупăшса чупрӗç. Мотопехота пăшалӗсемпе мотоциклӗсене пăрахса  переправа еннелле каялла чакрӗ.  Иккӗмӗш эшелонри танксем васкаса каялла çаврăнса çунакан хиртен тарма тытăнчӗç. Хăш-пӗри пурпӗр ӗлкӗреймерӗ, вут  тивсе сирпӗнчӗ. 

Хирте çуннă 8 танк, 2 самоходка, 5 бронетранспортер тата 3 арторуди ларса юлчӗ».

 

120 кунпа çӗр

 

Василий Ионов разведчикăн асаилӗвӗнче ӗмӗрлӗхе юлнă çак çапăçу çар запискисенче те çырăннă. Шел те, ытти кунсенче пирӗн çарăн Цимлянская позицие хăварса Абганерово станци патнелле чакма тивет. 

Сталинград çапăçăвӗн пӗрремӗш кунӗсем уйрăмах йывăр пулнă. Чăтма çук шăрăх кунсем тăнипе, çитменнине пӗр чарăнмасăр двигатель ӗçлесе ларнипе водительсем тусанпа чыхăнса, пăчăхса нушаланнă. Пушхирте пытанмалли вырăнсем çукки тăшман авиацине разведка ирттерсе пирӗн позицисене палăртма çав тери меллӗ пулнă. Вӗсем куллен вӗçсе килсе полксемпе дивизионсене бомба пăрахнă. Полкăн çапăçас вăйӗ куллен чакса пынăран çар машинисене («Катюшăсене») Сталинградри трактор заводне юсама лартма йышăннă. Вӗсене хăвăрт юсанă-ха, анчах тăшман Сталинграда бомба пăрахма пуçланă. Августăн 20-мӗшӗнче завода кайнă чух гвардеецсем илемлӗ хулана курнă пулсан, 27-мӗшӗнче каялла таврăннă чух вăл палламалла мар улшăннă, пӗтӗмпех вут ярса илнӗ. 1942 çулхине август тăршшӗпех 18-мӗш гварди миномет полкӗ стрелоксен 29, 208, 126, 204-мӗш дивизийӗсене пулăшнă. Машинăсене юсанă хыççăн Ф.И.Толбухин ертсе пыракан 57-мӗш çар распоряженине куçать. Полкăн тӗп тӗллевӗ – стрелоксен 422-мӗш дивизине тӗрев парасси пулсан, 57-мӗш çарăн Сталинграда кăнтăр енчен хӳтӗлемелле. Красноармейск сăртне илсе Атăл енчен Сталинграда кăнтăртан кӗме ӗмӗтленекен Гот полковникăн  4-мӗш танк çарӗ талпăнса кӗрет кунта. Анчах Толбухин çарӗ паттăррăн çапăçса тăшмана Красноармейск сăрчӗ çинчен Атăл  çинелле пăхас ӗмӗтне татнă. 57-мӗш çар контрнаступлени пуçланичченех оборона тытнă, наступление те час-часах тухать. 18-мӗш гварди миномет полкӗ Сталинград хӗрринче 120 кунпа çӗр вӗçӗмсӗр çапăçать. 

«Хӗрлӗ Çăлтăр» хаçат вӗсен паттăрлăхӗ çинчен «Хӗрлӗ Çарăн мăнаçлăхӗ» статьяра çапла çырать: «Сталинградшăн пынă çапăçăва масштабӗпе, хаярлăхӗпе историри пӗр çапăçу та танлашаймасть. Кӗрешӗвӗн кашни тапхăрӗнче пирӗн хăюллă минометчиксем яланах малти ретре. Вӗсен хăюлăхӗ, хӗç-пăшалӗн хăвачӗ Сталинградшăн пынă çапăçура пысăк тӳпе кӗртрӗ. 18-мӗш полк Хӗрлӗ Çарăн ытти чаçӗсемпе пӗрле кашни метр çӗршӗн хăюллăн кӗрешрӗ». 

Августăн 30-мӗшӗнче тăшман Бекетовка (Сталинградран кăнтăр-хӗвеланăçнелле) патӗнчен  Атăл патне тухма хăтланать. Анчах 18-мӗш полк танксене сирпӗтсе ăна чарать. Виçӗ сехете тăсăлнă çапăçу хыççăн çуннă 24 танкне, сирпӗтнӗ 8 машинине хăварса нимӗçсем каялла чакаççӗ. 

207-мӗш дивизионăн çар машинин командирӗ Леонид Андреевич Алехин асаилӗвӗнчен: «Октябрӗн 1-мӗшӗнче Цаца ялӗ тата Семкин хуторӗ патӗнче Цаца тата Барманцак кӳллисен хушшинче тăшман  пехоти  80 танк пулăшнипе пирӗн çарсем çине кӗрсе кайрӗ.  207, 208-мӗш дивизионсем, 18-мӗш полкăн  16 машини  Красноармейск патӗнчен хăвăрт тухса 60 километрти  Цацăпа Семкин хуторӗсем патне çитрӗ. Дивизионсем черетленсе печӗç. Пӗри пенӗ вăхăтра тепри машинăна çӗнӗрен авăрларӗ. Çапла майпа тăшманăн пехотипе танкӗсене вӗçӗмсӗр çунтарчӗç.  Вӗсем сăрт çинче, эпир – анатра, сӗтел пек тикӗс уйра. Çапăçу вăхăтӗнче нимӗçсен 30 танкӗпе батальона яхăн пехотине пӗтерчӗç. Пирӗн çарсем пехотăпа артиллери полкӗсем çитиччен вырăнтан чакмарӗç».

 

Ячӗ пытарнисен хушшинче çук

 

57-мӗш çарăн артиллери снабженийӗн бази Райгород поселокӗ патӗнче вырнаçать. Çавăнпа  боепитани турттаракан тиевлӗ машинăсем Райгородпа çапăçакан полк хушшинче вӗçӗмсӗр каллӗ-маллӗ çӳреççӗ.  А.М.Самаркин октябрӗн 1-мӗшӗнче базăран М-13 валли 34 реактивлă снаряд тиесе 207, 208-мӗш дивизионсем çапăçакан Цаца ялӗ еннелле кайнă чух Трудолюбие  хуторӗ хӗрринче ăна минометран пеме тытăнаççӗ. Хăрушă груза аяккарах илсе каяс тӗллевпе вăл хирсене шăваракан канал урлă хутортан 400 метрта хывнă кӗпер еннелле пысăк хăвăртлăхпа каять. Кӗпер урлă каçсан сылтăм енче снаряд ванчăкӗ машинăна лекнипе машини çунма тытăнать. А.М.Самаркин аманать, унтах вилет. Д.Н.Митин хăйӗн ентешне канал çыранӗнчи тӗмсем хушшинче пытарать. 

Акă мӗншӗн Трудолюбие хуторӗнче пытарнă салтаксен списокӗнче А.М.Самаркинăн ячӗ çук. 1942-1943 çулсенче Волгоград облаçӗнчи Светлоярск районӗнчи хуторти 18 салтак вилтăпринчен 3-шӗ камăн пулни паллă маррисен йышӗнче пулнă вăл. 

 

Кун пекки манăçмасть

 

Çав вăхăтри çапăçусем çинчен 18-мӗш полкăн комиссарӗ Леонид  Дмитриевич Немченко 1980 çулхине «Хӗрлӗ Çăлтăр» хаçатри «На Светлоярском рубеже» статйинче тӗплӗн çапла çырать: «Ман алăра 1943 çулхи март уйăхӗн 17-мӗшӗнче тухнă «Хӗрлӗ Çăлтăр» хаçатăн передовици. Вăхăтӗнче пăхмасăр пӗлнӗ япаласем çинчен çырнă йӗркесене темиçе хут вулатăп. 18-мӗш ГМП «Катюша» полкӗнче пӗрле çапăçнă салтаксемпе командирсем çинчен çырнă унта. Хаçат ун чухне пирӗн полка Хӗрлӗ Çарăн мăнаçлăхӗ тесе хаклать. Мăнаçланмалăх та пурччӗ çав. 1942 çулхи августăн 30-мӗшӗнче Ивановка патӗнчи çапăçăва виличчен те манас çук. 1942 çулхи ноябрь кунӗсенчи хамăрăн контрнаступление манма пултать-им вара?!  Пирӗн полк каялла чакмасăр пехотăна тӗрев пачӗ ун чух. Пӗр çапăçу хыççăн пӗтӗм çарсен командирӗнчен полка çыру килчӗ. Акă унти хăш-пӗр йӗрке: «... Сирӗн пӗрремӗш залпăр тăшманăн батальона яхăн пехотине тӗп турӗ, тепӗр батальонӗ кăшкăрса, йӗрсе тарса пӗтрӗ. Тепӗр залпăр артиллерин 18 расчетне сирпӗтрӗ. Унта йăлтах çунать, сирпӗнет.  Пулăшушăн тав, юлташсем!».

Полкăн кун пек саманчӗсем нумай. Кашнинче хамăн полкри салтаксемпе офицерсен хăюлăхӗпе паттăрлăхне куратăп. Çакăн пек вăйлă çапăçусенчен пӗринче çар машинин командирӗ И.Захаров гварди сержант (Мускав çынни) йывăр аманчӗ. Ăна васкаса эвакуацилеме йышăнтăмăр. Анчах çапăçу хирӗнчен нимпе те кайма килӗшмерӗ вăл. Малалла çапăçма пултаратăп тесе çине тăчӗ. Юлашки залп хыççăн чупса пытăмăр ун патне, вăл вара сывламасть. «Катюшăн» управлени пульчӗ çинчен аллине илмесӗрех вилсе кайнă пирӗн гварди сержант, юнӗ юхса пӗтнӗ.

Татарирен çара тăнă Александр Самаркин гварди рядовой та паттăрлăх кăтартрӗ. Снарядсем тиенӗ машинипе пирӗн позици патне пынă чух мина ванчăкӗ машинин двигательне лекнӗ. Хăй амансан та çунакан машинăран снарядсене çăлас тесе пушатма пикеннӗ. Анчах вăйӗ пӗтсе килнипе тăнне çухатса машини-мӗнӗпех çунса кайнă. Çулсем иртеççӗ, анчах фронтри туслăха çулсем илеймеççӗ. Мӗншӗн тесен çав кунсем ӗмӗрне те манăçмаççӗ». 

1942 çулхи ноябрӗн 19-мӗшӗнче Кăнтăр-хӗвеланăç фрончӗн çарӗсем  наступлени пуçланă. 20-мӗшӗнче «Катюшăн» пӗрремӗш залпӗсем Сталинград фрончӗн çарӗсем наступление пуçланине пӗлтернӗ...

20 çул 

шыранă хыççăн...

2019 çулта эпӗ ыйтнипе Александр Михайлович Самаркина пытарнă вырăна тупассипе, кайран ăна çӗнӗрен пытарассипе Волгоград облаçӗнчи Светлоярск районӗн Трудолюбие хутор çыннисенчен тăракан пуçару ушкăнне йӗркелерӗç. Ăна Трудолюбие хутор çынни, хальхи вăхăтра Светлый Яр  поселокӗнче пурăнакан Марина Кузнецова (Малькова) ертсе пычӗ. Вӗсем чăнах та пысăк ӗç турӗç. Трудолюбие çывăхӗнче пытарнă паллă мар салтаксем çинчен информаци нумай пухрӗç. Ячӗ-шывӗ паллă пулман икӗ салтакăн тата пӗрле чавса пытарнă виçӗ хӗрлӗ флот матросӗн вилтăприсем пулнă кунта. 1950-мӗш çулсенче вӗсене тăванла масара пытарнине Трудолюбие çынни, вăхăтӗнче хуторăн уйрăмне ертсе пынă, халӗ Райгород поселокӗнче пурăнакан  Александр Шеховцев лайăх астăвать. 

Вăл каласа панă тăрăх, хуторăн хӗрринчи çуртӗнчен 500 метрта, хире шăвармалли канал çыранӗнче, паллă мар салтак вилтăпри чăнах та пулнă. Вилтăпри çинче виле пытаракан команда лартнă пӗчӗк тимӗр хӗрес кăна пулнă. 1950 çулта ăна чавса кăларса тăванла вилтăприне пытарнă. Анчах та салтаксен те, хайхи виçӗ матросăн та ятне-шывне палăртма май килмен. Эпӗ тăратнă документсем тăрăх, çыран хӗрринче пытарнă салтак манăн тăван пичче Александр Михайлович Самаркин иккенӗ паллă пулчӗ. 

Çаплах эпӗ  РФ Оборона министерствин ӗмӗр асра хăвармалли управленине тăратмашкăн Светлоярск çар комиссариатне тата Райгород ял хутлăхӗн администрацине документсем ярса патăм. 

2019 çулхи август уйăхӗнче тăванла мемориал çине Александр Михайлович Самаркинăн асăну хăмине вырнаçтарчӗç. Сăмах май, 18-мӗш миномет полкӗн докуменчӗсене тишкернӗ май 1942 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче ман пиччепе пӗрле машинăра Иван Николаевич Трифонов (1909 çулхи. Челябинск облаçне кӗрекен  Кусинск районӗн Чеславка çынни. Вăрçăччен Пороги поселокӗнче ӗçлесе пурăннă. Фронта 1941 çулта кайнă. Йывăр аманнăскер госпитале лекнӗ. 1943 çулта демобилизациленнӗ. 1958 çулта вилнӗ) та пулнине ӗнентерекен официаллă документ тупрăм. 

Çамрăк ăрăва патриотизм воспитанине парса Тăван çӗршыва юратма, историе улăштармасăр вӗсем патне çитерсе халăхăн паттăрлăхӗпе мăнаçлантарма вӗрентмелле. Фашизм ирсӗрлӗхне, вăрçă хăрушлăхне хирӗç прививка пулмалла вăл.

 Анатолий ХОХЛОВ.

Теччӗ районӗ. 

Хохловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы