Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«АСЛĂ ÇӖНТЕРӖВЕ 76 ÇУЛ»: ӲКЕРЧӖКСЕН КОНКУРСНЕ ПӖТӖМЛЕТРӖМӖР

Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн, ӳкерчӗксем хаçатра пичетленсе пӗтмесӗр ăна пӗтӗмлетейместпӗр. Çавăнпа та ку ӗçе палăртнинчен каярах тума тиврӗ. Хаçатра пурӗ 45 ӗç пичетленчӗ.

Хаçатра мӗнле конкурс пуçласан та малтанах вулакансем унта хутшăнма васкамаççӗ. Вăхăт пур-ха теççӗ пуль. Редакци ӗçсене йышăнма пăрахас умӗн шутлă кунсем юлсан вара конкурс ӗçӗсем кунне вуншар килме пуçлаççӗ. Ачасен хушшинче ирттернӗ «Аслă Çӗнтерӗве 76 çул» ӳкерчӗксен конкурсӗпе те çаплах пулчӗ. Ӗçсене майăн 9-мӗшӗччен йышăнтăмăр, шăп Çӗнтерӳ уявӗ умӗн ӳкерчӗксем нумай ярса пачӗç. Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн, ӳкерчӗксем хаçатра пичетленсе пӗтмесӗр ăна пӗтӗмлетейместпӗр. Çавăнпа та ку ӗçе палăртнинчен каярах тума тиврӗ. Пурӗ хаçатра 45 ӗç пичетленчӗ.

Халӗ вара сире, хаклă вулаканăмăрсем, «Аслă Çӗнтерӗве 76 çул» ӳкерчӗксен конкурсӗн çӗнтерӳçисемпе паллаштаратпăр.

5-6 çултисем

1-мӗш вырăн – Арина Зайцева (Нурлат районӗ, Якуркелӗнчи ача сачӗ), «Суварăн» 21 № (04.06.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

2-мӗш вырăн – Ульяна Игнатьева (Ульяновск облаçӗ, Чертаклă районӗ, Андреевка шкулӗ), 18 № (14.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

3-мӗш вырăн – Борис Козин (Кайпăç районӗ, Кӳлпуç шкулӗ), 17 № (07.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн.

 

7-9 çултисем

1-мӗш вырăн – Антон Андреев (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ), 17 № (07.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

2-мӗш вырăн – Егор Евлампьев (Аксу районӗ, Беловка шкулӗ), 20 № (28.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

2-мӗш вырăн – Святослав Ефимов (Аксу районӗ, Беловка шкулӗ), 19 № (21.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

3-мӗш вырăн – Артем тата Илья Илюхинсем (Элкел районӗ, Кивӗ Хăрата), 19 № (21.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

3-мӗш вырăн – Ренат Саттаров (Кайпăç районӗ, Кӳлпуç шкулӗ), 17 № (07.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн.

 

10-13 çултисем

1-мӗш вырăн – Максим Ярхунов (Пăвари 2№ лицей), 15 № (23.04.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

2-мӗш вырăн – Богдан Борзов (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел шкулӗ), 18 № (14.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

2-мӗш вырăн – Ульяна Игнатьева (Ульяновск облаçӗ, Чертаклă районӗ, Андреевка шкулӗ), 17 № (07.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

3-мӗш вырăн – Снежана Сидорова (Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ), 20 № (28.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

3-мӗш вырăн – Диана Салмина (Пăва районӗ, Чăваш Киштек шкулӗ), 19 № (21.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн.

 

14-17 çулхисем

1-мӗш вырăн – Кирилл Юдин (Пăвари 1 № ача-пăча искусствăсен шкулӗ), 15 № (23.04.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

2-мӗш вырăн – Ирина Матюшкина (Аксу районӗ, Савгачево шкулӗ), 18 № (14.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

3-мӗш вырăн – Алена Аниськина (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел  шкулӗ), 19 № (21.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн;

3-мӗш вырăн – Оксана Краснова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел  шкулӗ), 18 № (14.05.2021) пичетленнӗ ӳкерчӗкшӗн.

Конкурса хутшăннă кашни ачапа вӗсен вӗрентекенӗсене чунтан тав тăватпăр, çӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр! Конкурсра вырăн йышăннисене Дипломпа тата асăнмалăх парнепе чыслатпăр! Редакци 1-мӗш вырăн йышăннисене ...., 2-мӗш вырăншăн – ..., 3-мӗшшӗн вара чăвашла, тутарла тата вырăсла хатӗрленӗ «Йăван паттăр» ӳнерпе анимаци кăларăмне (дискпа пӗрле) парнелет. Парнесене редакци почта урлă ярса парать. Çӗнтерӳçӗсене тулли адресăрсене пӗлтерме ыйтатпăр.

Редакци. В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2021 - Год родных языков и народного единства