News by tag - 2021 - Год родных языков и народного единства
-
Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă библиотекинче тăван чӗлхене халалласа нумай мероприяти иртет
Кунта ача-пăча мӗн пӗчӗкрен хăйӗн халăхӗ пирки, тăван чӗлхене тӗплӗн пӗлсе ӳстӗр тесе май пур таран тăрăшаççӗ. Эпир кӗнеке тăван чӗлхене упрассинче мӗнле пысăк вырăн йышăннине пурте аван пӗлетпӗр-çке. Чӗлхе вара аслă ăрупа çамрăк ăрăва çыхăнтарса тăрать.
-
Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче йăла-йӗркесене манмаççӗ
Хăят уявне тавра ялсенчи çынсем кăна мар, аякран килнисем те нумайăн хутшăннă-мӗн. Инçетрен килекенсем Çармăс ялне çӗр каçма кӗнӗ тет. Çулла вӗт-ха, çанталăкӗ ăшă. Çӗр каçма юлнă çамрăк хăнасем каçпа ялти яш-кӗрӗмпе пӗрле вăййа тухнă, алран алла тытса уяв юррисем юрланă. Паллă ӗнтӗ, çакăнта хӗрсемпе каччăсем пӗр-пӗринпе паллашнă. Каярах çапла майпа паллашса туслашнисем туйсем туса пӗрлешнӗ, çӗнӗ çемьесем тӗвӗленнӗ.
-
Чăваш культурин кунӗсем Хусанта: чăвашла спектакль, кино тата концерт курмасăр ан юлăр
Сентябрӗн 21-23-мӗшӗсенче Хусанта Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Мероприятие Тутарстанри Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă. Мероприятин программи анлă: спектакль, кино, концерт.
-
«АСЛĂ ÇӖНТЕРӖВЕ 76 ÇУЛ»: ӲКЕРЧӖКСЕН КОНКУРСНЕ ПӖТӖМЛЕТРӖМӖР
Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн, ӳкерчӗксем хаçатра пичетленсе пӗтмесӗр ăна пӗтӗмлетейместпӗр. Çавăнпа та ку ӗçе палăртнинчен каярах тума тиврӗ. Хаçатра пурӗ 45 ӗç пичетленчӗ.
-
ТУСЛĂХПА ТĂВАНЛĂХ – ПИРӖН ПУЯНЛĂХ
Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулӗнче Атăл тăрăхӗнче пурăнакан халăхсен туслăхне халалланă «Туслăхпа тăванлăх – пирӗн пуянлăх» фестиваль иртрӗ.
-
Ӗнер Хусанта «Юрла чăвашла» конкурсăн çӗнтерӳçисене палăртрӗç
Ӗнер, июнӗн 10-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Юрла чăвашла» конкурсăн Гала-концерчӗ пулчӗ. Вăл ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин пуçарнипе иртрӗ. Конкурса республикăри Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă.
-
Теччӗри ача-пăча библиотекинче çемье уявӗ иртрӗ
«Манăн çемьере упранакан йăла-йӗрке» – çапла ятпа иртрӗ Теччӗри ача-пăча библиотекинче йӗркеленӗ çемье уявӗ. Ăна Пӗтӗм тӗнчери çемье кунне тата Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланăччӗ.
-
Чăвашсен «Уявӗ», марисен «Семыкӗ», удмуртсен «Гырон быдтонӗ» тата ытти уявсем кăçал хăçан иртеççӗ?
Тутарсен, чăвашсен, вырăссен, марисен, мăкшăсен, удмуртсен, кӗрешӗнсен уявӗсем Тутарстанра республика шайӗнче иртеççӗ. Кашни хăйне евӗрлӗ илемлӗ, пуян, чаплă. Ку мероприятисем тахçанах ӗнтӗ пӗр халăхăн уявне кăна мар, пӗрлехи праçниксене çаврăнчӗç. Тӗслӗхрен, чăвашсен «Уявӗнче» мӗнле халăх çыннине кăна курмастпăр вӗт – ятарласа инçетрен килеççӗ, ахаль çынсенчен пуçласа тӗрлӗ шайри пуçлăхсем таранах.
-
«Тутарстан Чăваш пики – 2021»: юбилейлă конкурс асра юлмалла иртрӗ
«Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн 20 çулхи историйӗн чи хумхануллă саманчӗсен, çӗнтерӳçисен сăнӳкерчӗкӗсене экран çинче кăтартсан, залра ларакансем хăйсем те шухăшпа çав вăхăтсене таврăнчӗç. Ку истори пирӗн куç умӗнче çырăннă-çке. Ытти çулсенчи «Тутарстан чăваш пики» тата «Раççей чăваш пики» конкурссен тӗп титулӗпе тӗрлӗ номинацийӗсене тивӗçнӗ мӗнпур пикене аса илчӗç çав кун, халӗ ӗнтӗ вӗсенчен чылайăшӗ çемьеллӗ, хăйсем ачасем ӳстереççӗ.
-
ЯПОНИРЕ ЧĂВАШ ЧӖЛХИН КӖНЕКИ ТУХНĂ
Токиори халăхсен тӗпчевӗн университечӗ кăçал февраль уйăхӗн пуçламăшӗнче «Чăваш чӗлхи тата культури» кӗнеке пичетлесе кăларнă. Ăна университетăн профессорӗпе чӗлхеçи Синдзиро Кадзамăпа Юто Хисияма пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене чӑвашла, вырӑсла тата яппунла çырнӑ. Чӑвашла текстсене вырӑсла, яппунла куçарнӑ.
-
Рустам Минниханов Тутарстанра пурăнакансене Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗпе саламланă
«Республикăра кăçал Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне ирттерни чӗлхесемпе культурăсене сыхлассинче çӗнӗ шая çӗкленме пулăшӗ тесе шутлатпăр. Пӗрле Тутарстанра пурăнакан халăхсен чи çивӗч ыйтăвӗсене татса пама май килӗ тесе шутлатăп», – тенӗ республика ертӳçи.
-
Тăван чӗлхесен çулталăкне Çӗпрелӗнче энциклопеди хăтлавӗпе уçрӗç
Иртнӗ çулта йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнине Çӗпрел районӗ коронавируса пула уявлаймарӗ. Мероприятисем онлайн-форматпа иртнӗччӗ. Район пуçлăхӗ ун чухне юбилейлă мероприяти пурпӗр иртессине, ăна вăхăтлăха куçарнине каланăччӗ. Кӗтнӗ кун февралӗн 13-мӗшӗнче пулчӗ. Çак кун Çӗпрелӗнче районăн 90 çулне тата Çӗпрел энциклопедин хăтлавне анлăн палăртрӗ
-
Чăваш ялӗ чăвашла калаçсан илемлӗ
Ачасене предметпа интереслентерес, çитӗнӳсем тума хавхалантарас тесен чăн малтан хăвăн тӗслӗх кăтартмалла текен тӗллевпе ӗçлекен педагогăн ӗçӗ çӗре ӳкмест.
-
Пӗр чăваш шкулне те çухатма ирӗк çук пирӗн
Тутарстанра паянхи кун 88 чăваш шкулӗ ӗçлет, 2000 çулсен пуçламăшӗнче 100 яхăнччӗ. Çавăнпа чăваш шкулӗсене упраса хăварасси тӳрреммӗнех хамăртан килет. Шел пулин те, сахал районта чăваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пăхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Çӗпрел, Çӗнӗ Шуçăм, Спас, Аксу районӗсем кӗреççӗ. Вӗсенче пуçламăш класран тытăнса аслă классем таранах тăван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраççӗ. Çарăмсан районӗнче чăвашла вӗрентесси – 76, Пăвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлăпа Пӗкӗлме районӗсенче чăваш ачисен 30 ытла проценчӗ кăна тăван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чăваш шкулӗсем ӗçлеççӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тăвăпăр? Хальхи 88 шкула упраса хăвармаллах пирӗн. Хамăрăн ачасене тăван чӗлхепе вӗрентме ирӗк пуррине РФ Конституцийӗнче те çирӗплетнӗ. Айăпӗ ытларах хамăрта. Республика тăван чӗлхене вӗрентессине чи лайăх йӗркеленӗ шкулсене грант парса хавхалантарнипе мӗншӗн усă курмалла мар?