Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТУСЛĂХПА ТĂВАНЛĂХ – ПИРӖН ПУЯНЛĂХ

Теччӗ районӗнчи Пухтел шкулӗнче Атăл тăрăхӗнче пурăнакан халăхсен туслăхне халалланă «Туслăхпа тăванлăх – пирӗн пуянлăх» фестиваль иртрӗ.

Вӗренӳ çулне халăхсен туслăхне халалланă фестивальпе вӗçлерӗмӗр.Уява 5, 6, 8-мӗш классенче вӗренекенсем «У моей России…» юрăпа уçрӗç. Унтан 3- 5-мӗш класра вӗренекенсем «Реченька» ташă ташланă май пурте «Туслăх» «теплоходпа» Атăл тăрах çулçӳреве тухрӗç. Чăн малтанах Чулхулана çитрӗç. Кӗçӗн класри шăпăрлансем хăнасене çăкăр- тăварпа, «Ягода-малина» юрăпа кӗтсе илчӗç. Ашшӗ-амăшӗпе пӗрле «Ручеек» вырăс халăх вăййине те выляса киленчӗç. «Теплоход» Аслă Атăл тăрăх Мордовие çитрӗ. Чарăнура 5-мӗш класра вӗренекен Вовăпа Светлана чуна пырса тивекен сăвăпа тата панулмипе кӗтсе илчӗç.  «Умарина» кӗвӗ янăрама пуçласан вӗренекенсем хăнасене мордва ташшипе савăнтарчӗç.

Малалла «Туслăх» Хусан хулине çитрӗ. 8-мӗш класра вӗренекенсем хăнасене чак-чакпа тата «Мин яратам сине, Татарстан» юрăпа кӗтсе илчӗç. Хусантан «теплоход» Марий Эл Республикине çул тытрӗ. Артем Антонов сăвă вуласа пачӗ, Кристина Волкова мари ташшине питӗ илемлӗ  ташларӗ.

«Туслăх» сисмесӗрех Чăваш Ене çитрӗ. 6-мӗш класра вӗренекенсем хăнасене чыслама хатӗр: çăкар-тăварпа, сăрапа хăналарӗç, чăвашла сăвăсем каларӗç. Яна Красновăпа Настя Волкова чăваш ташши ташланă чух залра ларакансем тăвăллăн алă çупрӗç.

Уявра ачасем пӗр-пӗрне хисеплесе, ăнланса, килӗштерсе, туслă пурăнмаллине туйса илчӗç. Уяв пурне те килӗшрӗ.

Тутар Енӗн çыннисем –

Чăвашсем те вырăссем,

Марисемпе тутарсем,

Мордвасемпе пушкăртсем.

Калаçатпăр чăвашла,

Вырăсла та мордвалла,

Тутарла та марилле

Туссемпе эпир пӗрле!

– Фестивальте тӗрлӗ наци юрри-ташшине курса киленме, илемлӗ тумсен хăйне евӗрлӗхӗпе паллашма май пулчӗ. Вăл çеç-и, Атăл тăрăхӗнче пурăнакан халăхсен юрри-ташши кăмăла çӗклерӗ. Çавăн пекех хăнасенчен те фестивале çӳллӗ шайра йӗркеленине илтме кăмăллă пулчӗ. Кунта, паллах, Алена Николаевна Торгашовăпа Ирина Ильинична Волкован тӳпи пысăк. Вӗсене пысăк тав!» – пӗтӗмлетрӗ фестивале шкул директорӗ Нина Григорьевна Потапова. (Алена ТОРГАШОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2021 - Год родных языков и народного единства