Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш культурин кунӗсем Хусанта: чăвашла спектакль, кино тата концерт курмасăр ан юлăр

Сентябрӗн 21-23-мӗшӗсенче Хусанта Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Мероприятие Тутарстанри Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă. Мероприятин программи анлă: спектакль, кино, концерт.

Чăваш театрне кăмăллакансем сентябрӗн 21-мӗшӗнче Г.Камал ячӗллӗ театрта «Шуйттан чури» икӗ пайлă мистикăллă драмăна курма пултараççӗ. Я.Ухсай трагедийӗ тăрăх лартнă постановкăна К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ 19:00 сехетре кăтартӗ.
Сентябрӗн 22-мӗшӗнче 19:00 сехетре ТР Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Чăвашкино» патшалăх киностудийӗ Алексей Енейкинăн «Кунта тăшман ури ярса пусмӗ» («Сюда не ступит нога врага»)  ятлă вырăсла-чăвашла телефильм кăтартӗ. Ăна 1941–1942 çулсенче Сăр тата Хусан оборона линийӗсен строительствине хутшăннисене халалланă. Фильма ӳкернӗ çӗрте чăваш театрӗсен артисчӗсем хутшăннă.
Сентябрӗн 23-мӗшӗнче Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн пысăк концерчӗ пулать. Куракансем пирӗн халăхăн чи паха юрри-ташшипе паллашӗç. Концерт 19:00 сехетре пуçланать.

ТР ЧНКА пресс-служби.
К.Малышев
сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: перепись населения 2021 - Год родных языков и народного единства Дни чувашской культуры казанские чуваши