Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсен «Уявӗ», марисен «Семыкӗ», удмуртсен «Гырон быдтонӗ» тата ытти уявсем кăçал хăçан иртеççӗ?

Тутарсен, чăвашсен, вырăссен, марисен, мăкшăсен, удмуртсен, кӗрешӗнсен уявӗсем Тутарстанра республика шайӗнче иртеççӗ. Кашни хăйне евӗрлӗ илемлӗ, пуян, чаплă. Ку мероприятисем тахçанах ӗнтӗ пӗр халăхăн уявне кăна мар, пӗрлехи праçниксене çаврăнчӗç. Тӗслӗхрен, чăвашсен «Уявӗнче» мӗнле халăх çыннине кăна курмастпăр вӗт – ятарласа инçетрен килеççӗ, ахаль çынсенчен пуçласа тӗрлӗ шайри пуçлăхсем таранах.

Республикăра пурăнакан халăхсен наци уявӗсем пуçланчӗç. Пӗлтӗр пандемие пула вӗсем онлайн çеç иртнипе халăх чăн-чăн уявсемшӗн тунсăхласа çитнӗ. Çакна Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче иртнӗ «Каравон» вырăс культурин уявӗ те çирӗплетрӗ.

Шăпах «Каравонран» пуçланаççӗ те Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен праçникӗсем. Кашни халăх хăйӗн пултарулăхне, культурине, йăли-йӗркине туллин кăтартать çак уявсенче. Халăхсен культурин пысăк мероприятийӗсене ирттерме Тутарстан пек пысăк тӗрев паракан регион тата пур-ши? Акă ӗнтӗ миçе çул тутарсен, чăвашсен, вырăссен, марисен, мăкшăсен, удмуртсен, кӗрешӗнсен уявӗсем Тутарстанра республика шайӗнче иртеççӗ. Кашни хăйне евӗрлӗ илемлӗ, пуян, чаплă. Ку мероприятисем тахçанах ӗнтӗ пӗр халăхăн уявне кăна мар, пӗрлехи праçниксене çаврăнчӗç. Тӗслӗхрен, чăвашсен «Уявӗнче» мӗнле халăх çыннине кăна курмастпăр вӗт – ятарласа инçетрен килеççӗ, ахаль çынсенчен пуçласа тӗрлӗ шайри пуçлăхсем таранах.

«Каравон» майăн 22-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче иртрӗ. Ытти халăхсен уявӗсем хăçан пулаççӗ-ха кăçал? Паллаштаратпăр:

Марисен «Семык» праçникӗ – июнӗн 19-мӗшӗнче Актаныш районӗнчи Мари-Суксы ялӗнче иртет;

Тутарсен «Сабантуйӗ» – июнӗн 26-мӗшӗнче Хусанта;

Чăвашсен «Учӳкӗ» – Элмет районӗнчи Патраклăра ;

 Мăкшăсен «Балтайӗ» – июнӗн 27-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Мордовская Кармалка ялӗнче;

 Удмуртсен «Гырон быдтонӗ» – июлӗн 3-мӗшӗнче Агрыз районӗнчи Варклед-Бодья ялӗнче;

 Чăвашсен «Уявӗ» – июлӗн 10-мӗшӗнче Аксу райцентрӗнче; 

Кӗрешӗнсен «Питравӗ» – июлӗн 17-мӗшӗнче Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗнче.

Çитсе курăр, ӳкӗнмӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Праздники 2021 - Год родных языков и народного единства