Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр чăваш шкулне те çухатма ирӗк çук пирӗн

Тутарстанра паянхи кун 88 чăваш шкулӗ ӗçлет, 2000 çулсен пуçламăшӗнче 100 яхăнччӗ. Çавăнпа чăваш шкулӗсене упраса хăварасси тӳрреммӗнех хамăртан килет. Шел пулин те, сахал районта чăваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пăхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Çӗпрел, Çӗнӗ Шуçăм, Спас, Аксу районӗсем кӗреççӗ. Вӗсенче пуçламăш класран тытăнса аслă классем таранах тăван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраççӗ. Çарăмсан районӗнче чăвашла вӗрентесси – 76, Пăвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлăпа Пӗкӗлме районӗсенче чăваш ачисен 30 ытла проценчӗ кăна тăван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чăваш шкулӗсем ӗçлеççӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тăвăпăр? Хальхи 88 шкула упраса хăвармаллах пирӗн. Хамăрăн ачасене тăван чӗлхепе вӗрентме ирӗк пуррине РФ Конституцийӗнче те çирӗплетнӗ. Айăпӗ ытларах хамăрта. Республика тăван чӗлхене вӗрентессине чи лайăх йӗркеленӗ шкулсене грант парса хавхалантарнипе мӗншӗн усă курмалла мар?

Чăваш Республикин Наци библиотеки декабрӗн 1-мӗшӗнче YouTube каналра  ТАССРпа ЧАССР 100 çуллăхне халалласа «Халăхсен туслăхӗ кӗнеке урлă» онлайн-семинар ирттерчӗ. Унăн программинче икӗ республикăн çыравçисемпе, издательство представителӗсемпе творчествăлла тӗлпулусемпе мастер-классем пулчӗç, ача-пăча литературин çӗнӗ кăларăмӗсемпе паллаштарчӗç.

Онлайн-семинара Тутарстанран та, Чăваш Енрен те хастар  хутшăнчӗç. Çавра сӗтел ӗçне ЧР Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствин «Ача-пăчапа çамрăксен библиотеки» бюджет учрежденийӗн директорӗпе Тамара Григорьевăпа ТР «Ача-пăча республика библиотеки» учрежденин директорӗ Ирина Мухаметгареева ертсе пычӗç. Онлайн-семинара хутшăнакансем йышлăнччӗ. Тутарстанра чăваш халăхне наци литературипе тивӗçтерессин лару-тăрăвӗпе паллаштарма йӗркелӳçӗсем манран ыйтрӗç.
Проблемăсем те, çитӗнӳсем те пур ку енӗпе. Тутарстанра чăваш халăхне илемлӗ литературăпа, наукăпа публицистика тата ытти кăларăмсемпе тивӗçтересси икӗ ведомство аллинче. Шкул библиотекисене кӗнекепе, вӗрентӳ пособийӗсемпе тивӗçтерессишӗн Вӗрентӳпе наука министерстви яваплă пулсан, ял библиотекисен фончӗ Культура министерствин тимлӗхӗнче.
Ӗçпе районсенчи шкулсене кайсан чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем кашнинчех пире ФГОС стандарчӗпе вӗрентӳ пособийӗсем çителӗксӗрри е пач та çукки çинчен пăшăрханса пӗлтереççӗ. Çак проблема паян кăна çуралман. Ку ыйтăва ТР ЧНКАн 2016 çулта пулнă отчетпа суйлав конференцийӗнче те кун йӗркине кӗртнӗччӗ. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ те хутшăннăччӗ унта. Те хамăр ӗçлесе çитереймерӗмӗр? Проблема мӗнле пулнă, халӗ те пур. ТР Вӗрентӳпе наука министерстви мӗн шутлать-ха кун пирки? Онлайн-семинар умӗн ятарласа вӗсемпе çыхăнтăм. Наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Лилия Ахметзянова пӗлтернӗ тăрăх, чăваш шкулӗсенче ФГОС стандарчӗллӗ вӗрентӳ пособийӗсен çителӗксӗрлӗхӗшӗн министерство айăплă мар.
«Чăваш чӗлхипе литературин учебникӗсене кӗнекесен федераллă переченьне халӗ те кӗртмен. Ку енӗпе сирӗн Чăваш Республикин Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерствине тухмалла. Эпир хамăр та ӗçтешсем ку енӗпе татăклă утăм тăвасса кӗтетпӗр. Хамăр енчен Чăваш Республикинче чăваш чӗлхине вӗрентме мӗнле пособисем пуррине сăнасах тăратпăр, заказ тăватпăр. Тӗрӗссипе, 2020 çулта пӗр кӗнеке те туянман. 2019 çулта илнӗччӗ. Паянхи куна чăваш ялӗсенчи шкулсен библиотека фондӗнче 20 пин ытла вӗренӳ кӗнекипе 37 пине яхăн илемлӗ литература шутланать. Çитес çул – Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ. Çакăнпа усă курса эпир Чăваш Ене пысăкрах заказ парасшăн. Республика ертӳçин хушăвӗпе ун валли çителӗклӗ укçа-тенкӗ уйăрасса  шанатпăр», – терӗ Лилия Марсовна.
Сăмах май, кама мӗн кирлипе шкулсенчен заявка пуçтарма тытăннă та ӗнтӗ. Çавăнпа, хисеплӗ чăваш чӗлхи учителӗсем, вăтанса ан тăрăр, вӗренӳре хăвăра мӗн кирлӗ – пурне те списока кӗртӗр.
Тутарстанра паянхи кун 88 чăваш шкулӗ ӗçлет, 2000 çулсен пуçламăшӗнче 100 яхăнччӗ. Çавăнпа чăваш шкулӗсене упраса хăварасси тӳрреммӗнех хамăртан килет. Шел пулин те, сахал районта чăваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пăхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Çӗпрел, Çӗнӗ Шуçăм, Спас, Аксу районӗсем кӗреççӗ. Вӗсенче пуçламăш класран тытăнса аслă классем таранах тăван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраççӗ. Çарăмсан районӗнче чăвашла вӗрентесси – 76, Пăвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлăпа Пӗкӗлме районӗсенче чăваш ачисен 30 ытла проценчӗ кăна тăван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чăваш шкулӗсем ӗçлеççӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тăвăпăр? Хальхи 88 шкула упраса хăвармаллах пирӗн. Хамăрăн ачасене тăван чӗлхепе вӗрентме ирӗк пуррине РФ Конституцийӗнче те çирӗплетнӗ. Айăпӗ ытларах хамăрта. Республика тăван чӗлхене вӗрентессине чи лайăх йӗркеленӗ шкулсене грант парса хавхалантарнипе мӗншӗн усă курмалла мар?
Онлайн-семинарта наци литературин аталанăвӗпе тата тивӗçтерӗвӗпе çыхăннă çивӗч ыйтусене сӳтсе явни, ман шутпа, питӗ вăхăтлă. Республикăра чăваш халăхне наци литературипе тивӗçтерессине çавах пит хурлас килмест. Хăш-пӗр ыйтăва «Сувар» хаçат хăй çине илет. Вулакансене литературăри çӗнӗ ятсемпе тата вӗсен хайлавӗсемпе паллаштарсах тăратпăр. Чăваш кӗнеке издательствипе ӗçлӗ хутшăну йӗркелени те çак задачăна пурнăçлама пулăшса пырать.
Тӗрӗссипе, проблемăсем малашне те пулӗç. Вӗсемсӗр аталану пулаймастех. Çапах та 2021 çулта, Тăван чӗлхесен çулталăкӗнче, шкулсенче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентессипе çыхăннă йывăрлăхсен ытларах пайне татса парасса шанас килет.


И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Родной язык 2021 - Год родных языков и народного единства