News by date 5 December 2020
-
Пӗр чăваш шкулне те çухатма ирӗк çук пирӗн
Тутарстанра паянхи кун 88 чăваш шкулӗ ӗçлет, 2000 çулсен пуçламăшӗнче 100 яхăнччӗ. Çавăнпа чăваш шкулӗсене упраса хăварасси тӳрреммӗнех хамăртан килет. Шел пулин те, сахал районта чăваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пăхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Çӗпрел, Çӗнӗ Шуçăм, Спас, Аксу районӗсем кӗреççӗ. Вӗсенче пуçламăш класран тытăнса аслă классем таранах тăван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраççӗ. Çарăмсан районӗнче чăвашла вӗрентесси – 76, Пăвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлăпа Пӗкӗлме районӗсенче чăваш ачисен 30 ытла проценчӗ кăна тăван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чăваш шкулӗсем ӗçлеççӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тăвăпăр? Хальхи 88 шкула упраса хăвармаллах пирӗн. Хамăрăн ачасене тăван чӗлхепе вӗрентме ирӗк пуррине РФ Конституцийӗнче те çирӗплетнӗ. Айăпӗ ытларах хамăрта. Республика тăван чӗлхене вӗрентессине чи лайăх йӗркеленӗ шкулсене грант парса хавхалантарнипе мӗншӗн усă курмалла мар?
-
Самарта та «Сувар» пур
Самарти «Заря» Культура керменӗнче чăваш тумӗллӗ халăх туп-тулли. Пурте, паллах, маскăпа, тӳрех пӗр-пӗрне паллама та çук. Кашни ансамбль пӗрер-икшер сӗтел капăрлатнă, чăннипех – кӗрхи пуянлăх. Ахальтен мар чăвашсем: «Кӗркунне çерçи те пуян», – теççӗ. Унта чăваш апат-çимӗçӗ (хуплу, кукăльсем, чăваш сăри, шăрттан, сӗткенсем тата ытти те), ал ӗçӗсем, чăваш тӗрриллӗ сӗлкӗсем, ал тутрисем, сӗтел çиттисем, ансамбль ӗçне кăтартакан сăнӳкерчӗксем, альбомсем. Эпир те хамăр сӗтеле чăваш пуканисемпе, чăваш тӗррисемпе эрешленӗ япаласемпе илемлетрӗмӗр. Апат-çимӗç те ыттисенчен кая мар: хуплу, тем пысăкăш кукăль, тăварланă пахча çимӗç, çырла компочӗ, килте вӗретсе тунă чăкăт (питӗ килӗшрӗ курма килекенсене, хатӗрлемелли рецептне тăтăшах ыйтрӗç). Пӗр кӗтесре хамăн кӗнекесене, «Тăван Атăл» журнала тата «Сувар» хаçатăн пуххине вырнаçтартăм.
-
Дятлов перевалӗнчи çулçӳрев: упа этем çиекен апата юратать, уйрăмах – кетчуппа майонеза
Эпӗ 30 çула яхăн Эстонире пурăнатăп. Таллинти туризм секцийӗнче – 1989 çултанпа. Чуя – Шавла – Аргут – Катунь – чи малтан çакăн пек маршрутпа инçе çула тухрăм. Турист-водник пулса пуйăспа, автобуспа ларса, самолетпа вӗçсе, катамаранпа ишсе тата çуран утса Алтай тăрăхне 10 000 çухрăм яхăн çӳрерӗм. Виçӗ теçетке çул хушшинче ăçта кăна пулман-ши эпӗ? 2020 çулта Тянь-Шане çитме шухăшланăччӗ. Анчах та коронавируса пула ку çул нумай çыннăн ӗмӗчӗ улшăнчӗ. Çак йӗркесен авторӗн – Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчен фронта кайнă Аслă вăрçă паттăрӗн Мария Лазаревна Ермиловăн (Сюмма) ывăлӗн Александр Петрович чăвашăн та – çав шутрах.