Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Дятлов перевалӗнчи çулçӳрев: упа этем çиекен апата юратать, уйрăмах – кетчуппа майонеза

Эпӗ 30 çула яхăн Эстонире пурăнатăп. Таллинти туризм секцийӗнче – 1989 çултанпа. Чуя – Шавла – Аргут – Катунь – чи малтан çакăн пек маршрутпа инçе çула тухрăм. Турист-водник пулса пуйăспа, автобуспа ларса, самолетпа вӗçсе, катамаранпа ишсе тата çуран утса Алтай тăрăхне 10 000 çухрăм яхăн çӳрерӗм. Виçӗ теçетке çул хушшинче ăçта кăна пулман-ши эпӗ? 2020 çулта  Тянь-Шане çитме шухăшланăччӗ. Анчах та коронавируса пула ку çул нумай çыннăн ӗмӗчӗ улшăнчӗ. Çак йӗркесен авторӗн – Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчен фронта кайнă Аслă вăрçă паттăрӗн Мария Лазаревна Ермиловăн (Сюмма) ывăлӗн Александр Петрович чăвашăн та – çав шутрах.

Çурçӗр Урал
Тянь-Шане каяйманран вара эпӗ Çурçӗр Урала çитсе килме палăртрăм. 30 çулта похода каймасăр пӗр çул та юлманскер, çапла вара август  уйăхӗнче турфирма урлă Екатеринбурга çити билет туянтăм. Унта çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен туристсем пуçтарăннă. Нумайăшӗ çамрăксем: çар вӗçев училищин курсанчӗ Захар, сунарçă Артём, тин çеç университетран вӗренсе тухнă Александр Маргарита ятлă мăшăрӗпе, Анатолий педиатр, 22 çулти çамрăксем Дмитрий тата Гоша, волейбол вăййин тренерӗ Анастасия Ольга юлташӗпе, Санкт-Петербург хулин следователӗ Виктория, Крым çынни Анна тата эпӗ, 65 çулти Александр Ермилов массажист – Таллинран.
Екатеринбургран пуйăспа Ивдель хулине çитрӗмӗр.  Вăл Свердловск облаçӗн тӗп хулинчен 500 çухрăм çурçӗр еннерех вырнаçнă. «ГАЗ-66»   машина çине ларса 6 сехет кайнă хыççăн Ауспия юханшывӗ хӗрне çитрӗмӗр. Ирхи апат пӗçерсе çисен ушкăн ертӳçи кашнинех пӗрер шăхличӗ валеçсе пачӗ – упасене хăратма. Унтан тӳрех çула тухрăмăр.
 Тайгара çав тери утма йывăр. Çул кукăр-макăр. Шурлăхлă вырăнсене тункатасем çине пуса-пуса сиксе каçрăмăр. Акă «Каска» ятлă чарăну вырăнӗ. Кунта туристсене ларса канма пӗренесем майласа хунă. Кăвайт чӗртме вырăн та пур. Палаткăсене лартрăмăр. Каçхи апатлану хыççăн канма выртрăмăр. Тепӗр кун татах вăрăм çул. Канмасăр утаймастăн. Сывлăш çав тери уçă. Пихта, тӗрлӗ курăк шăрши сăмсана кăтăклать. Тӗлӗнмелле таса сывлăш, илемлӗ тусем, юханшывсем, халиччен çын ури пусман вырăнсем илӗртеççӗ мана ӗмӗрех. Çулталăк ӗçлемелӗх вăй пухса таврăнатăн кунашкал çулçӳревсенчен.  Мӗн чухлӗ çуран утатăн, çутçанталăкăн илемне курса савăнатăн.

«Упа, килне кай!»
Ир енне Крым хӗрӗн Аннăн сасси шăплăха çурнипе вăранса кайрăм. Чи малтан палаткăран ушкăн ертӳçи Александр сирпӗнсе тухрӗ. Иксӗмӗр те пӗр палаткăраччӗ. Эпӗ те унпа пӗрлех ыткăнтăм. Хӗрачасен палатки хыçӗнче пысăк упа йывăç туратти çинчен пирӗн çимеллисем тултарнă миххе тустарать. Çынсене курсан пирӗн еннелле тăватă уран упаленсе пыма пуçларӗ.
Малалла Александр мана кăна мар, пурне те тӗлӗнтерсе аллисене йăтрӗ те упана: «Упа, килне кай!» – тесе хыттăн кăшкăрса хирӗç утрӗ. Эпӗ те 1-2 утăм каярах юлса ун хыççăнах пытăм. Упа эпир иккӗнне куртăр терӗм. Ăçта унта хăрасси? Çумра никам та çук тейӗн. Упа палаткăна çурнă та пирӗн çине пăхса тăрать: сӳрӗккӗн, лăпкăн. Ку тӗрӗс те. Пур енчен пăхсан та: вăл – килӗнче, вăй – ун енче.
Сашăпа иксӗмӗр 2,5-3 метр таранах çывхарсан тискер чӗрчун кăшт кутăн чакса çырма еннелле васкамасăр утрӗ. 30 метра яхăн утсан лагере тепӗр енчен кӗресшӗн пулчӗ. Пире курса ыттисем те палаткăсенчен тухма тытăнчӗç. Упашăн эпир шавлани концерт курнă пек кăна туйăнчӗ пулмалла. Çуталнă май вăл тайгана кӗрсе çухалчӗ.
Мана 23 çулти Александр тайга хуçине хирӗç çара аллăн утни тӗлӗнтерчӗ. Вăлах Аннăпа Викторийăна лăплантарчӗ, кирлӗ сăмахсем тупрӗ. Лешсем чӗтрекен пулнăччӗ ӗнтӗ. Упа çурнă миххе, тăкнă кӗрпесене пуçтартăмăр. «Эсир ман килӗме килтӗр», – текен упа куçӗсем куç умӗнчен тахçанччен каймарӗç.

Дятлов перевалӗ
Çурлан 13-мӗшӗнче «Дятлов перевалӗ» текен чарăну патне çитрӗмӗр. Пурте шăхличӗсемпе. Упа хыçран ан пытăр тетпӗр. Перевал çӳллех мар. Пире улăхма майлă. Хăпарса çитсен çӳллӗ чул купи çине 9 çыннăн хушамачӗсене çырнă вырăн пур. Дятлов командинчи туристсене сума суса пуçа тайса шăп тăтăмăр.
Дятлов команди вилни пирки тӗрлӗ верси çӳрет. Телевизорпа та темиçе тӗрлӗ каласа панине итлеме тӳр килнӗ. Пирӗн пекех туристсем пулнă вӗт-ха вӗсем. Пирӗн пек кăна та мар, çак ту çумӗнчи аномалисене тӗпчесшӗн пулнă. Çамрăксем, студентсем пӗр кӗтмен çӗртен пурте – 9-шӗ те вилнӗ. Чул палăк çумне чечексем хутăмăр.

Йытăран та хăрамасть
Палаткăсене перевал хыçнерех кайса лартрăмăр. Пиртен инçех те мар, 200 метрта каллех упа çӳрет, çырла çиет. Курăк хушшипе суйласа çиет вăл тутлă пылак апата.  Çӗрле валли вутă хатӗрлесе, каçхи апат пӗçерсе çисе канма выртрăмăр.
Каялла кайнă май пире хирӗç килекен туристсен тата тепӗр ушкăнӗпе тӗл пултăмăр. Вӗсене те упа йӗрлет иккен. Йытти пур пулсан та.  Малтан каннă вырăна çитсен йывăç çине çакса хăварнă çимеллисем çуккине асăрхарăмăр. Пысăк упан йӗрӗ те, пӗчӗкреххин те – çурин – пур кунта. Çӗре такăрлатнăччӗ йывăç тавра. Майонезпа кетчуп юратаççӗ иккен вӗсем.
Палаткăсене хальхинче Ауспия юханшывӗ хӗррипе вырнаçтартăмăр.  Шыва кӗтӗмӗр, тутлă апат пӗçерсе çирӗмӗр. Уçă сывлăшра, романтикăллă вырăнта пурте тутлă. Пиртен 100 метрта каллех упа шыв урлă ишсе каçнине куртăмăр.
 
Вăрман улпучӗ, тайга патши
Çӗрле каллех Аня кăшкăрни пире вăратрӗ. Лагерь варринче каллех тем пысăкăш утаман пирӗн апата çиетчӗ. Çав тери тулли, çӗкленӳллӗ кăмăлпа типӗ хатӗр апата (лапшана), юлнă çăкăрпа пăтта чаплаттаратчӗ. Хамăртан инçе мар, 200 метрта, тăракан автомашинăран (пире илме килнӗскер) ракетница янă хыççăн тин упа аран-аран çимеллисенчен хăпса шыв хӗррине утрӗ. Çиме чăрмантарнăшăн кӳренсе, çапах та хăйне тивӗçлӗн тытса, уçă кăмăла хакласа, васкамасăр. Çакăн пек иккен вăл – вăрман улпучӗ, тайга патши.
Каялла Ивдель хулине çитрӗмӗр. Хамăрăн ушкăн ертӳçипе Александрпа сывпуллашрăмăр. Çакă пӗвӗпе пысăках мар пӗчӗк çын, упаран хăраманскер, вăйлă чӗрчунпа калаçса, çара алăпа хăваласа яраканскер, тӗлӗнмелле çирӗп кăмăллă çын пек туйăнчӗ мана. Походра ялан ӗçлӗ, никам çине сасă хăпартса калаçманскер, çынсем упасене кăлăхах чăрмантарнăшăн ятлаçрӗ.
Екатеринбурга çаврăнса çитрӗмӗр. Пӗр-пӗринпе сывпуллашиччен адрессемпе, телефонсемпе ылмашăнтăмăр. Унтан вара кашни хăйӗн хулине, хăйӗн кӗтесне çитме васкарӗ.
Эпӗ вара, Таллинран çакăнта çити килнӗскер, чун-чӗремшӗн хаклă тăван тăрăха – Ульяновска –  çул тытрăм. Епле-ха çуралса ӳснӗ хуламăра, пӗртăвансене курмасăр, Атăлпа Сӗвере шыва кӗмесӗр Эстоние, Таллина вӗçтерес?! Çук, паллах! Кашни япалан йӗрки пур. «Хӗрӳ салам илсе килтӗм сана, Ульяновск!» – савăккăн каларăм эпӗ. Вăл та çулçӳревçӗ-ывăлне чӗрӗ-сывах курнипе хӗпӗртенӗн туйăнчӗ.

Александр ЕРМИЛОВ,
çулçӳревçӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: вокруг света Перевал Дятлова записки путешественника