Дятлов перевалӗнчи çулçӳрев: упа этем çиекен апата юратать, уйрăмах – кетчуппа майонеза
Эпӗ 30 çула яхăн Эстонире пурăнатăп. Таллинти туризм секцийӗнче – 1989 çултанпа. Чуя – Шавла – Аргут – Катунь – чи малтан çакăн пек маршрутпа инçе çула тухрăм. Турист-водник пулса пуйăспа, автобуспа ларса, самолетпа вӗçсе, катамаранпа ишсе тата çуран утса Алтай тăрăхне 10 000 çухрăм яхăн çӳрерӗм.
Виçӗ теçетке çул хушшинче ăçта кăна пулман-ши эпӗ? 2020 çулта Тянь-Шане çитме шухăшланăччӗ. Анчах та коронавируса пула ку çул нумай çыннăн ӗмӗчӗ улшăнчӗ. Çак йӗркесен авторӗн – Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчен фронта кайнă Аслă вăрçă паттăрӗн Мария Лазаревна Ермиловăн (Сюмма) ывăлӗн Александр Петрович чăвашăн та – çав шутрах.