Тăван чӗлхесен çулталăкне Çӗпрелӗнче энциклопеди хăтлавӗпе уçрӗç
Иртнӗ çулта йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнине Çӗпрел районӗ коронавируса пула уявлаймарӗ. Мероприятисем онлайн-форматпа иртнӗччӗ. Район пуçлăхӗ ун чухне юбилейлă мероприяти пурпӗр иртессине, ăна вăхăтлăха куçарнине каланăччӗ. Кӗтнӗ кун февралӗн 13-мӗшӗнче пулчӗ. Çак кун Çӗпрелӗнче районăн 90 çулне тата Çӗпрел энциклопедин хăтлавне анлăн палăртрӗ
Уяв мероприятийӗсем ирех пуçланчӗç. Малтанласа килнӗ хăнасемпе район ертӳçисем Çарпа Ӗç мухтавӗн монуменчӗ патӗнчи Ӗмӗрлӗх вут умне Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă фронтовиксене асăнса чечексем хучӗç. Паллă ентешсем районти шкулсене çитсе ачасемпе тӗлпулусем ирттерчӗç. Çавсен хушшинче Раççей Геройӗ, летчик Газинур Хайруллин пулни ачасене уйрăмах интереслентернӗ. Газинур Хайруллин Ил-76 самолетăн иккӗмӗш пилочӗ пулнă. Вӗсене Афганистанри Кандагар хули çывăхӗнчи аэродрома талибсем вăйпа антарнă. Çулталăк иртнӗ хыççăн экипаж тыткăнран тарма пултарнă. Вӗсене халалласа 2000-мӗш çулсенче «Кандагар» кинофильм та тухрӗ. Газинур сăнарне Раççейӗн паллă актерӗ Владимир Машков вылянă. Героя чӗррӗн курни ачасене, паллах, хавхалантарать.
Юбилей мероприятийӗ районти Культура çуртӗнче иртрӗ. Фойере хăнасене районта пурăнакан тӗп халăхсен – чăвашсемпе тутарсен тата вырăссен представителӗсем кӗтсе илчӗç. Çакăнтах йӗркеленӗ куравра кунта пурăнакан халăхсен культурипе, йăли-йӗркисемпе, район историйӗпе тата ал ăстисен ӗçӗсемпе паллашма май пулчӗ.
Парти çыннисене Çӗпрелпе хăратнă
Зала кӗрсе вырнаçсан Çӗпрел районӗн 90 çулхи историйӗпе паллаштаракан документлă фильм пуçланчӗ. Район шăпи çăмăл мар. Çутçанталăк ресурсӗсемпе пуян мар тăрăха аталантарма пӗр çул пулнă – ял хуçалăхне йӗркелесе ярасси. Çӗпрел кашласа ларакан чăтлăхлă вăрманпа та, шарласа юхакан пысăк юханшывсемпе те пуян мар, нефть те çук. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те-ха КПСС Тӗп комитечӗн республикăри ларăвӗнче айăпа кӗнӗ парти çыннисене Çӗпрелне ярассипе хăратнă. Ку Çӗпӗрпе хăратнипе пӗрех пулнă. Кун пирки хăй вăхăтӗнче района ертсе пынă пуçлăхсем те мероприятире шӳтлесе аса илчӗç.
Çапах та майӗпен район ура çине тăма пултарнă. Историри пӗрремӗш çулсем, паллах, чи йывăррисем. Унтан вăрçă пуçланнă. Çӗпрелӗнчен 15 пине яхăн çын фронта ăсаннă. Тылра юлнă мирлӗ халăх та Çӗнтерӳшӗн ырми-канми тăрăшнă. Район ертӳçисем пӗр-пӗрин ӗçне малалла тăсса Çӗпрелӗнче тӗрлӗ йышши производство йӗркелесе янă, шкулсемпе больницăсем, социаллă пӗлтерӗшлӗ объектсем, спорт площадкисем тунă. Чи пысăк инкек вара – çул çукки. Çавна май инвесторсемшӗн ку тăрăх илӗртӳллӗ пулман. Район центрне федераллă пӗлтерӗшлӗ çулран мӗнле те пулин çитме пулнă-ха, анчах ялсене çуркуннепе кӗркунне кӗрсе тухма та çукчӗ. Хусана Канаш е Ульяновск хули урлă çеç çитме пулатчӗ. 2000 çулсен пуçламăшӗнче тин Çӗпрел Хусанпа тӳрӗ автотрассăпа çыхăнчӗ, ялсене асфальтлă çул çитрӗ. Кинофильм район пурнăçне историрен пуçласа экономика ӳсӗмӗ, производствăпа социаллă сфера аталанăвӗ, культурăпа нумай нациллӗ халăх туслăхӗ таран туллин уçса пачӗ.
Тӗп пуянлăх – çынсем
Сцена çине тухса калаçакансем йышлăн пулчӗç. Кашни облаçпа сферăран пӗрер представителе сăмах пачӗç. «Çӗпрел вăл çынсемпе пуян», – çак сăмахсемпе пӗтӗмлетме пулать тухса калаçнисене. Мероприяти района тӗрлӗ çулсенче ертсе пынă пуçлăхсен, тăван кӗтесе хăйсен таланчӗпе, ӗçӗпе мухтава кăларнă ентешсен, Çӗпрелшӗн ырми-канми ӗçлекенсен тӗл пулмалли вырăнӗ пулчӗ темелле.
«Çӗпрел вăл – 16 Геройăн, нумай-нумай обществăпа культура ӗçченӗн, артистсен, паллă политиксемпе патшалăх деятелӗсен, спортсменсен, поэтсемпе писательсен, ял хуçалăхӗнче, ытти сферăсенче ырми-канми тăрăшакансен тăван çӗршывӗ. Çакăн пек районта пурăннипе эпир мăнаçланатпăр. Пирӗн тӗп тӗллев – халăхсен культурине, чӗлхине, историне, хăйевӗрлӗхне упраса хăварасси тата çак еткере çитӗнекен ăрăва парса хăварасси. Пӗрлӗхре пирӗн вăй», – терӗ хăйӗн саламлă сăмахӗнче район пуçлăхӗ Марат Гафаров. Район энциклопедийӗн пӗлтерӗшне палăртса ăна вăл уникаллă кăларăм шутне кӗртрӗ. Кӗнекере тӗрлӗ ӗçре палăрнисем, кунтан тухнă паллă çынсем, район аталанăвӗпе çыхăннă историлле сведенисем, çутçанталăк тата культура объекчӗсем çинчен çырнă. Пӗтӗмпе 3000 ытла статья. Сăмах май, ку ӗçе района Александр Шадриков ертсе пынă чухнех пуçланă, ӗç ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Материалсене 5 çула яхăн пуçтарнă. Ку ӗçе Иршат Закиров йӗркелесе пынă. Авторсен шучӗ нумай, кашни ял хутлăхӗпе вырăнти таврапӗлӳçӗсем ӗçленӗ. Çавсен шутӗнче эпир пӗлекен Владимирпа Алексей Ярухинсем, Валентин Макаров, Иршад Гафаров, Анатолий Шихранов тата ыттисем.
Каласа хăварас пулать, тӗрлӗ çулсенче района ертсе пынисенчен мероприятие Сагадатулла Тухбатуллин, Шаукат Ахмадишин, Ансаф Ракипов, Джавдат Гафуров, халӗ Элмет районӗн пуçлăхӗнче ӗçлекен Тимур Нагуманов килнӗччӗ. ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗнче вăй хуракан Александр Шадриков, шел пулин те, ӗçлӗ пулнипе килеймен. Район пуçлăхӗсенчен кашни хăй вăхăтне асăнса паянхи кун районшăн тăрăшакансене тав турӗ. Вӗсене хăйсене те парнесӗр хăвармарӗç. Çӗпрелӗн 90-çуллăхне халалласа кăларнă юбилейлă медальпе наградăларӗç.
Районтан тухнă чылай çын паян тӗрлӗ регионсенчи патшалăх службинче тăрăшать. Çавсен шутӗнче ЧР ПК депутачӗ, ЧНК президенчӗ, «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ Николай Угаслов, «ТР муниципаллă йӗркеленӗвӗсен канашӗ» ассоциацин председателӗ Экзам Губайдуллин, Раççей Геройӗ Газинур Хайруллин, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Иршат Минкин, Теччӗ район пуçлăхӗ Рамис Сафиуллин пулчӗç.
Ял хутлăхӗсен ятӗнчен районта пурăнакансене саламлама «Цильна» тулли мар яваплăхлă общество директорӗ Барис Гафуров, хресченпе фермер хуçалăхӗн ертӳçи Равиль Бикчуров, Чăваш Çӗпрел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Виталий Землемеров тухрӗç.
Туслă пурăнсан
Паллах, пӗр мероприяти те культура программисӗр иртмест. Тухса калаçакансен хушшинчи тăхтавра Çӗпрелӗнчи Культура çурчӗн ӗçченӗсен пултарулăх ушкăнӗсем, эстрадăпа тава тивӗçлӗ артистсем – Андрей Думилин, Фирюзя Сибгатуллина, паллă тутар композиторӗ Ильмир Низамов, «Хӗлхем» ансамбль ертӳçи Людмила Сердцева, Рустам Низамов юрă-ташăпа савăнтарчӗç.
Концерт программине чăвашла-вырăсла-тутарла илсе пычӗç. Нумай нациллӗ районта урăхла пулма та пултараймасть. Кашнин пӗр пек ирӗк, хăй культурипе тăван чӗлхине аталантарма пӗр пек майсем пулмалла. Ку çул Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ пулнине шута илсен уйрăмах.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев