Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă библиотекинче тăван чӗлхене халалласа нумай мероприяти иртет
Кунта ача-пăча мӗн пӗчӗкрен хăйӗн халăхӗ пирки, тăван чӗлхене тӗплӗн пӗлсе ӳстӗр тесе май пур таран тăрăшаççӗ. Эпир кӗнеке тăван чӗлхене упрассинче мӗнле пысăк вырăн йышăннине пурте аван пӗлетпӗр-çке. Чӗлхе вара аслă ăрупа çамрăк ăрăва çыхăнтарса тăрать.
Паян чăваш чӗлхи – пире, йăхташсене, пӗрлештерсе тăракан кирлӗрен те кирлӗ хатӗр, культурăпа ламран лама тăсăлакан йăла-йӗркесен никӗсӗ. Чăваш чӗлхи – темрен те хаклă пурлăх. Тӗнчери ытти çынсене эпир мӗнпе интереслӗ пулма пултаратпăр-ха? Паллах, хамăрăн пуянлăхпа – тăван чӗлхепе, наци культурипе.
Наци пуянлăхне упраса хăварас, аталантарас тӗлӗшпе вара библиотекăсем нумай тăрăшаççӗ. Ак, тӗслӗхрен, Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă библиотекине кăна илер. Кунта ача-пăча мӗн пӗчӗкрен хăйӗн халăхӗ пирки, тăван чӗлхене тӗплӗн пӗлсе ӳстӗр тесе май пур таран тăрăшаççӗ. Эпир кӗнеке тăван чӗлхене упрассинче мӗнле пысăк вырăн йышăннине пурте аван пӗлетпӗр-çке. Чӗлхе вара аслă ăрупа çамрăк ăрăва çыхăнтарса тăрать.
Нумай пулмасть тăван чӗлхене, культурăпа йăла-йӗркесене аталантарас тӗллевпе Наратлă ялӗн библиотекинче «Çӗр пин сăмах çӗршывӗнче» вулав иртрӗ. Унта Наратлăри тӗп шкулта вӗренекенсем хутшăнчӗç. Пурте пӗрле Иван Яковлевăн «Кулачă» калавне тата «Уçăлма тухнă шăши çури» юмахне вуларӗç. Патриархăмăрăн ку хайлавӗсем тӳрӗ кăмăллă, ӗçчен, ырă пулма, çынна хисеплеме вӗрентеççӗ. Ачасем Иван Яковлевич чăваш çырулăхне туса хурас тесе мӗнле тăрăшса ӗçлени пирки библиотекарь каласа панине кăсăклансах итлерӗç, вуласа тухнă хайлавсене хӗрӳллӗн сӳтсе яврӗç, викторина ыйтăвӗсене хуравларӗç.
Мероприяти интереслӗ те усăллă иртрӗ. Сасăпа вулани хăвăн шухăшусене тӗрӗс палăртма, тавракурăма анлăлатма, тӗрӗс калаçма вӗрентет-çке.
Татьяна ДМИТРИЕВА,
библиотекарь.
Пӗкӗлме районӗ,
Наратлă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев