Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Рустам Минниханов Тутарстанра пурăнакансене Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗпе саламланă

«Республикăра кăçал Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне ирттерни чӗлхесемпе культурăсене сыхлассинче çӗнӗ шая çӗкленме пулăшӗ тесе шутлатпăр. Пӗрле Тутарстанра пурăнакан халăхсен чи çивӗч ыйтăвӗсене татса пама май килӗ тесе шутлатăп», – тенӗ республика ертӳçи.

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов республикăра пурăнакансене Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗпе саламланă.

«Çӗр чăмăрӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан халăхсен чӗлхисем вӗсем – кашни халăхăн, çав вăхăтрах пӗтӗм цивилизацин культурăлла çитӗнӗвӗ», – тенӗ Президент. Р.Минниханов сăмахӗсемпе, халăха хăйӗн харпăр вырăнне ăнланса илме шăпах тăван чӗлхе пулăшать, «амăшӗн сӗчӗпе кашни ачана парăнакан хăйне евӗрлӗ культурăлла кода» йӗркелет.

Глобализаци вăйланса пынă саманара патшалăхпа общество пӗрле ӗçлени кăна наци чӗлхисемпе культурисене упраса хăварма, тӗрев пама пулăшаять. Пирӗн республикăра çакна тума тӗрлӗ программăсемпе проектсем ӗçлеççӗ. Паянхи кун тăван чӗлхесене вӗренме хальхи çӗнӗ йышши мультимедиллӗ технологисем нумай пулăшаççӗ.  

«Вӗрентӳ, культура, çамрăксен политикин учрежденийӗсем куллен наци чӗлхисене аталантарас енӗпе тăрăшса ӗçлеççӗ. Республикăра полилингвальнăй вӗрентӳ комплексӗсене хута ярас проект шăпах çак ӗçе пурнăçлама пулăшать те», – тенӗ Президент. Р.Минниханов çавăн пекех çак ӗçре наципе культура пӗрлешӗвӗсен, тӗн организацийӗсен, ентешсен тӗрлӗ пӗрлӗхӗсемпе энтузиастсен тӳпи те пысăккине палăртнă.  «Республикăра кăçал Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне ирттерни чӗлхесемпе культурăсене сыхлассинче çӗнӗ шая çӗкленме пулăшӗ тесе шутлатпăр. Пӗрле Тутарстанра пурăнакан халăхсен чи çивӗч ыйтăвӗсене татса пама май килӗ тесе шутлатăп», – тенӗ республика ертӳçи.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День родного языка 2021 - Год родных языков и народного единства