Пирӗн Матак ялӗнче çарпа çыхăннă хушаматсем питӗ нумай. Тӗслӗхрен, Солдатов, Матросов, Ефрейторов, Сержантов, Старшов, Полковников, Генералов... Тен, çавăнпах та-и пирӗн ял каччисем шкул хыççăн çулсерен çар аслă шкулӗсене вӗренме кӗреççӗ. Арçынсем çар профессине суйласси ăруран ăрăва парăнса пырать пирӗн. Паян ман сире çакăн пек хушаматлисенчен пӗринпе, хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан Николай Ефрейторов аслă лейтенантпа паллаштарас килет.
Николай Николаевич Ефрейторов çемьери ывăлсенчен вăтамми. Унăн ашшӗпе амăшӗ, Николайпа Лариса, туйра ашшӗ Михаил каланине пурнăçланă. «Пирӗн, аннӗрпе иксӗмӗрӗн, пилӗк ывăл. Николай, ывăлăм, чăн-чăн арçын пул: мăшăрупа иксӗр йывăç та лартăр, çурт та тăвăр, ывăлсем те ӳстерӗр», – тенӗ çемье пуçӗ çамрăксене пехиллесе. Çапла пулнă та: Николайпа Лариса йывăç çурт туса лартнă, тăватă ывăл – Сергей, Николай, Вячеслав тата Максим – ӳстернӗ, пахчинче вӗсен улмуççисем кашласа лараççӗ, тухăçпа савăнтараççӗ. Ачисем ӳссе çитӗннӗ. Халӗ ӗнтӗ пурте çемьеллӗ, хăйсен ачисем пур.
Николайпа Вячеслав шкулта вӗреннӗ чухнех спортпа туслашнă, иккӗшӗ те пиçиххипе тытса кӗрешессипе спорт мастерӗсем, салтака та кайса килнӗ. Николай Мускав облаçӗнче спецназăн 21-мӗш уйрăм бригадинче хӗсмет иртнӗ. Вăл отделени командирӗ пулнă, сержант званипе таврăннă. Дагестанри çапăçусене хутшăннă.
Мал ӗмӗтлӗ, тӗллевлӗ каччă
Ефрейторовсен ывăлӗсем пурте ачаран ӗçчен ӳснӗ, ашшӗ-амăшне яланах пулăшнă. Çапах та Николай хăйпе пӗртăванӗсенчен уйрăларах тăнă: пӗрмай аванрах вӗренес, лайăх специалист пулас тесе тăрăшнă. 2011 – 2016 çулсенче Чăваш патшалăх университечӗн юридици факультетӗнче куçăн мар майпа вӗреннӗ вăхăтра вăл Мускавра çуртсем тунă çӗрте ӗçленӗ.
Николай çав тери автомобиль туянма ӗмӗтленнӗ. 2010 çулхи декабрь уйăхӗнче унăн ӗмӗчӗ пурнăçланнă – каччă хăйӗн пӗрремӗш «Приора» машинине туяннă. 2011 çулта вара Матак каччи пулас мăшăрӗпе Иринăпа паллашнă. Пилӗк çултан хӗрпе каччă шеп туй туса пӗрлешнӗ. Ирина Ульяновскри медицина училищине пӗтернӗ, ача садӗнче фельдшерта ӗçлет.
2018 çулта Николайпа Ирина Ефрейторовсен Илья ятлă ывăл çуралнă. Халӗ ӗнтӗ çамрăк çемьен мӗн ӗмӗтленни йăлтах пулнă: ача та, машина та, хваттер те... Савăнса пурăн кăна. Анчах самани улшăнса кайрӗ…
Аслă лейтенант, штурм взвочӗн командирӗ
2022 çулхи кӗркунне ытти нумай арçынпа пӗрле Николай Ефрейторов та тулли мар мобилизаци йӗркипе ятарлă çар операцине кайнă. Вăйлă, хăюллă арçынна вăрçă нуши-тертне тӳсме шăпа пӳрнӗ. Ку вăрçă ыттисем пек мар, тата хăрушăрах. Халӗ снарядсемпе минăсем çӗр çинче сирпӗнни кăна мар вӗт, тăшман дронӗсем сывлăшран та атакăлаççӗ. «Пирвайхи çапăçăвăн малтанхи сехечӗсенче йăлтах йӗркеллӗ пекчӗ. Каярах тӗрлӗ-тӗрлӗ хӗç-пăшалтан пеме, дронсем вӗçме пуçларӗç, хамăрпа юнашарах взрывсем шаплатрӗç. Паллах, хăрушăччӗ. Çур уйăхран çакна хăнăхрăмăр темелле. Çапах та сан çийӗн пӗрмай беспилотниксем вӗçни, йӗри-тавра ялан мӗн-тӗр çурăлни-шаплатни хăш-пӗр туйăмсене мăкатать. Малтанхи пек кашни сасăран шарт сикместӗн», – аса илет Николай ятарлă çар операцийӗнчи малтанхи кунсене.
Ентешӗмӗр тӗрлӗ направленисенче çапăçнă. Сержантран аслă лейтенанта çитнӗ. Штурм взвочӗн командирӗ вăл. Хăйӗн взвочӗпе Донецк Халăх Республикинчи нумай ял-хулана ирӗке кăларнă. Волноваха районӗнчи Владимировкăран пуçланă та малалла Никольски, Угледар, Павловка, Пречистовка, Новоукраинка, Ясная Поляна, Раздольное, Комар, Поддубное, Разлив тата ытти нумай-нумай хулапа яла тăшманран тасатнă. Халь те çав çăмăл мар тивӗçех пурнăçлаççӗ вӗсем. «Украинецсем вырăссемпе çапăçасшăн мар, тăванла халăха вӗлерекен вăрçăран ывăнса çитнӗ вӗсем. Вăрçă хăвăртрах пӗттӗрччӗ тесе ӗмӗтленеççӗ. ВСУ салтакӗсенчен нумайăшӗ тыткăна парăнма та хирӗç мар, анчах та хăйсен çемйисемшӗн, тăванӗсемшӗн хăраççӗ», – тет Николай.
Офицер ӗмӗчӗ
Николай Николаевич Ефрейторов аслă лейтенант СВОна хутшăнса паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн нумай наградăна тивӗçнӗ. Ăна «За вклад в укрепление обороны РФ», I тата II степеньлӗ «За воинскую доблесть», «Участнику специальной военной операции», «За боевые отличия», «За боевое содружество», Жуков тата Суворов медалӗсемпе, «За заслуги перед Республикой Татарстан» орден медалӗпе чысланă.
«Вăрçăра награда илни пӗлтерӗшлӗ мар, чи кирли – киле ырă-сывă таврăнасчӗ, ачасене ӳстерсе вӗсенчен ашшӗ-амăшне, Тăван çӗршыва юратакан аван çын тăвасчӗ. Çакăншăнах сывă юлса тӗрӗс-тӗкел таврăнма тăрăшатпăр та эпир. Эпӗ хамăн çемьене питӗ юрататăп, вӗсем вара мана хытă шанаççӗ. Ку питӗ хаклă. Офицер пулнă май, хамăн çак ӗмӗте те пурнăçлама тăрăшăп», – тет Николай Ефрейторов.
Мăшăрӗ Ирина тата ывăлӗ Илья ăна чăтăмсăррăн кӗтеççӗ. Кӗске отпусксене киле килнӗ чух арăмӗ упăшкин суранӗсене çине тăрса сиплет, çак кӗске вăхăтпа туллин усă курса сывлăхне çирӗплетме тăрăшать. Ефрейторовсем çӗнтерӳ пирӗн пуласси пирки пӗрре те иккӗленмеççӗ, малашне мирлӗ пурнăçпа пурăнса ачасем ӳстерме ӗмӗтленеççӗ. Пурнăçлантăрахчӗ пин-пин салтакăн çак ӗмӗчӗ! (Виталий МЕРДЕЕВ. Çӗпрел районӗ, Матак. Ефрейторовсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).
Нет комментариев