Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк ăсчахăн Элтияр Александровăн иккӗмӗш кӗнекине прозăлла сăвăсем кӗнӗ

Кашни çыннăн пурнăçра пӗлтерӗшлӗ утăм тума тивет, çав утăмран унăн малашлăхӗ килет. Анчах ун патне çитиччен ыттисене еплерех утса тухмалла-ха? Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă çӗнӗ кăларăм шăпах çакăн çинчен каласа парать. «Вуникӗ утăм» ятлă вăл, авторӗ – Элтияр Александров.

Чăваш халăхӗн авалхи пурнăçӗ пуян пулнине «Чăваш халӑх кун-çулӗнчен» ятлӑ пая кӗнӗ прозӑлла сӑвӑсем ӗнентереççӗ. Автор вӗсенче Улах, Акатуй, Сӗрен йӑлисене уçса парать, Пӑлхар хулипе паллаштарать тата ытти саманта тимлӗх уйăрать: 

«…Çак Акатуй йăли пуян та аслă. Ун никӗсне чăваш туптанă пиншер çул. Ку йăлара эпир кӗтӳç те паттăр, ку йăлара эпир çӗр ӗçӗпе маттур. Çак йăлара хуçалăхсем те чаплă. Карта тулли тăраççӗ выльăхсем. Ку йăлара чăваш хăюллă çарçă, парăнтарать вăл пӗтӗм тӗнчене. Çунатлă лашине вăл утланать те хӗçне йăтса вӗçет хирсемпеле. Ун аллинче – авса хытарнă ухă, йӗппи персен тивет хурчка куçне. Çак сăнара тӳпе те кăтартать-мӗн!..»

Ачалӑх – чи илемлӗ, пурнӑç тӑршшӗпех чуна ӑшӑтса тӑракан ырӑ тапхӑр. Кирек хӑçан та вӑл пирӗншӗн телейлӗ вӑхӑт шутланать. «Кӗрнеклӗ никӗс» тесе ят панӑ Элтияр Анатольевич çак сыпӑка. Унта амӑшне тата çуралса ӳснӗ Ураскасси ялне халалланӑ прозӑлла сӑвӑсем кӗнӗ. Лирика геройӗ амӑшне ӑшшӑн тав тӑвать çеç мар, ун умӗнче пуçне таять:

«…Эпӗ тайӑп паян сан умра пуçӑма. Эсӗ Турӑçӑм ман, эсӗ чунӑмçӑм ман. Эсӗ панӑ мана çак тӗнче илемне, эсӗ панӑ мана пысӑк шанчӑк кунта: пурӑнма, савӑнма, ыр курма, мул пухма, вӗренме, юратма, тав тума, кашни кун тӗнчере телейпе пурӑнма. Эсӗ панӑ пехил ырлӑхра пурӑнма. Эсӗ панӑ мана сывлӑшпа сывлама! Эсӗ тӑрӑшнӑ маншӑн, юхтарнӑ тарна, шеллемесӗр хӑвна эс ӳстернӗ мана. Эп каламӑп, анне, юрататӑп тесе. Эп калатӑп сана таймапуçӑм тесе…»

Юрату тӗрлӗрен пулать, анчах тем­шӗн-çке телейсӗрри ытларах чуна кӗрсе юлать. Кӗнекери хайлавсенче те тӗп сӑнар телейсӗр юратушӑн кулянни, тунсӑхлани, савнине ниепле те манма пултарайманни – тӗпре. Хӗрпе паллашнӑ саманта, телейлӗ вӑхӑта час-часах аса илет вӑл. Анчах камра-ши айӑпӗ? Куна вулакансем «Сенкер куçлӑ Шупашкар» тата «Вуникӗ утӑм» сыпӑксенче вуласа пӗлӗç. Вуникӗ утӑм тенӗрен, тӑвӗ-ши çав утӑмсене лирика геройӗ? Малтанхи вунпӗр утӑмне тусан мӗн пулса иртнӗ-ха? Куна та вуласа пӗлме интереслӗ. Унсӑр пуçне кӗнекере чӑвашсен вирьял чӗлхине тӗпе хурса тата Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекипе» паллашнӑ хыççӑн чӑваш сӑмахӗсен пуянлӑхӗпе хавхаланса çырнӑ прозӑлла сӑвӑсем те кӗнӗ. 

Автор çинчен

Элтияр Александров (Алексей Анатольевич Александров) 1996 çулхи çӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Тăвай районӗнчи Ураскасси ялӗнче çуралнӑ. Тăвай районӗнчи Çӗнçырмари пуçламăш, унтан Элпуçӗнчи вăтам, 7-мӗш класран пуçласа Тăвайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулсенче вӗреннӗ. 
Ача чухнех сăвăсем, юмахсем хайланă, район шайӗнчи сăвă конкурсӗсенче мала тухнă, «Ял ӗçченӗ» район хаçатӗнче пичетленнӗ. Алла аттестат илсен Хусанти патшалăх медицина университетне вӗренме кӗнӗ. Кӗçех унтан кайнă, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн чăваш тата вырăс филологийӗпе журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ. Университетра пӗлӳ пухнă тапхăрта Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. 2019 çулта вăл Раççейри Наука академийӗн Çӗпӗрти уйрăмӗн Филологи институчӗн Çӗпӗрти халăхсен фольклорӗн пайне кӗçӗн наука ӗçченӗ пулса ӗçе вырнаçнă. Бакалавр ятне илсен Мари патшалăх университетне вӗренме кӗнӗ, магистр ятне тивӗçнӗ.

Халӗ Э.Александров И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче аспирантурăра пӗлӗвне тарăнлатать. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институтӗнче музыка енӗпе аслă пӗлӳ илет, обществăлла ӗçсене те хастар хутшăнать. Чăваш наци телерадиокомпанийӗнче аслă редактор тата тишкерӳçӗ пулса вăй хурать. Пӗрремӗш кӗнеки – «Чувашские мифы. От озера Аль и праздника Сурхури до бога зла Шуйттана и хана волков» – 2025 çулта Мускавра пичетленсе тухнă. «Вуникӗ утӑм» – çамрӑк сӑвӑçӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă пӗрремӗш кӑларӑмӗ. (Любовь ЛЕВАЦКАЯ. Э.Александровăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк).
 


общество

Нет комментариев