Кун пек костюм çӗлесси çăмăл мар, ӗçӗ нумай. Çапах та пирӗн ушкӑн нимле йывăрлăхран та хăрамасть, шав салтаксене ытларах пулăшасчӗ тесе тӑрӑшать. Паянхи кун тӗлне 28 штук «Арçури» костюм çыхса хатӗрлерӗмӗр.
Эпир, Хӗрлӗшур волонтерӗсем, Аксури Елена Кузьмина ертсе пыракан «Своих не бросаем» ушкӑна кӗретпӗр. Елена Николаевна фронтра тăшманпа кӗрешекенсене пулăшас тесе чун-чӗререн тӑрӑшать, чунне пама хатӗр вӗсемшӗн. Чӗрипе те, шухӑшӗпе те вӗсемшӗн пӑшӑрханать. Кирек хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравласан та яланах телефонне тытать, хурав парать. Мӗнпе пулӑшма пултарать – çав таран тӑрӑшать. Вӑл Раççейӗн чăн-чăн патриочӗ – чун хавалӗпе вӑйлă çын.Августӑн 5-мӗшӗнче ятарлӑ çар операцине пулӑшас енӗпе çӗнӗ вӑйпа ӗç пуçланӑранпа çулталӑк çитрӗ. Çак тапхăрта 200 штук 3×6 метрлă маскировка сечӗ çыхрӑмӑр. СВО пуçланнӑранпа вара пӗтӗмпе 152 упаковка ăсатрăмăр. Пӗр упаковкăна икӗ сетка хуратпӑр. Сеткăсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 8214 тӑваткал метрпа танлашрӗ.Тӗп штабран пӗлтернӗ тăрăх, ял халӑхӗ тата ентешсем укçа-тенкӗ енӗпе пулӑшнипе те районта пӗрремӗш пыратпӑр эпир.Кăçалхи апрелӗн 5-мӗшне «Арçури» (Леший) костюмăн çуралнӑ кунӗ тесен те йăнăш мар пулӗ. Пирӗн ентеш (Саврăш салинчен) Зинаида Павловна Иванова салтаксене сыхланма пулăшакан çак костюма мӗнле хатӗрлессипе мастер-класс ирттерчӗ.

Елена Николаевна каланӑ тӑрӑх, «Арçури» костюм ятарлӑ çар операцийӗнче снайперсене, дрон яракансене сыхланма пулăшать. Этем пурнăçне упраса хӑварнинчен хакли тата мӗн пур-ши? Малтан çӗлесе панă хатӗр костюмсене ăсатрӑмӑр, каярах хамӑр касса çӗлеме хăнăхрăмăр. Эпӗ тӗслӗхлӗ костюма пăхса касма пуçларӑм. Лилия Иванова тăрăшса çӗлет. Кун пек костюм çӗлесси çăмăл мар, ӗçӗ нумай. Çапах та пирӗн ушкӑн нимле йывăрлăхран та хăрамасть, шав салтаксене ытларах пулăшасчӗ тесе тӑрӑшать. Паянхи кун тӗлне 28 штук «Арçури» костюм çыхса хатӗрлерӗмӗр. Çак ӗçе Елена Елендеева, Неонилла Елендеева, Ольга Елендеева, Лилия Иванова, Людмила Илендеева, Светлана Ильина, Наталия Илюшкина, Ирина Степанова, Любовь Тимкина, Валентина Удирякова тата Полина Удирякова хастар хутшăнчӗç.

Еристина Афанасьева хулара пурӑнать пулсан та яла килнӗ хушӑра костюм çыхма тухать. Пӗчӗк ывӑлӗ те унран юлмасть. Амăшӗ ачине ырă ӗç туса тӗслӗх кӑтартни питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпăр.Пирӗн «Нижнесаврушские волонтеры» ушкӑна çӳрекен чи аслă волонтер пирки те палӑртса хӑварас килет. Вăл Елизавета Кузьминична Илендеева, 1942 çулта çуралнăскер. Елизавета Кузьминична СВОна тулли мар мобилизаципе кайнă Андрюхӑн асламӑшӗ. Лиза мӑнакка питӗ пархатарлӑ ӗç тӑвать. Хӑюсене хуçлатса кӗске татӑксем касса парать. Кӳршӗ ялти Зоя Михеевăпа Зоя Тимофеева та касса пулăшкаларӗç. Хӗрсем çак кӗске татӑксене костюм çумне çыхса хураççӗ. Елизавета Кузьминичнăна питӗ пысӑк тав, çирӗп сывлӑх сунатпӑр. Çӗнтерӳ пирӗн пулатех, мӗншӗн тесен ача-пӑчаран тытӑнса ваттисем таранах вӑй çитнӗ таран хӳтӗлевçӗсене пулӑшас теççӗ. Пирӗн ялта вара питӗ тӑрӑшуллӑ çынсем пурăнаççӗ.
(Любовь ТИМКИНА. Аксу районӗ, Хӗрлӗшур.Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Нет комментариев