Васильевкăри пуçламăш шкулăн кивӗ çуртӗнче ӗç ялан хӗрӳ: кунта волонтерсем тăрăшаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Васильевкăри пуçламăш шкулăн кивӗ çуртӗнче ӗç ялан хӗрӳ: кунта волонтерсем тăрăшаççӗ

Кунта Васильевкăпа Кӗçӗн Акташра пурăнакансем СВОри салтаксем валли маскировка сеткисем çыхаççӗ. Тăрăшуллă волонтерсем 230 ытла сетка çыхнă та ӗнтӗ ку таранччен.

Волонтерсен хушшинче çамрăксем те пур

Васильевкăри волонтерсен ушкăнӗнче паянхи куна тӗрлӗ çулти 16 çын. Кунта çап-çамрăккисем те пур, 70-тен иртнисем те: Алевтина Георгиевна Харитонова, Нина Егоровна Матюшкина, Вера Ивановна Абросимова, Вера Михайловна Михайлова, Галина Сергеевна Падимирова, Флёра Васильевна Матюшкина, Валентина Павловна Сидорова, Нина Демьяновна Назарова, Тамара Павловна Редискина, Роза Алексеевна Андреева, Татьяна Ананьевна Сидорова, Вера Геннадьевна Матюшкина, Светлана Анатольевна Назарова, Наталия Давыдовна Сафронова тата çамрăк Артём Матюшкинпа Антон Сафронов.

Активные волонтеры поселка Васильевка

Волонтерсен ушкăнне нумай ачаллă хастар хӗрарăм Наталия Сафронова ертсе пырать. Вăл пӗлсе йӗркеленипе кунта ӗç икӗ сменăпа пырать: кăнтăрла аслăрах çултисем мас­кировка сетки çыхаççӗ, каçпа – çамрăк­раххисем. Наталия Давыдовнăна мăшăрӗ Геннадий Сафронов тата пиччӗшӗ Юрий Назаров та пулăшаççӗ. 

Волонтерсен ӗçӗ сетка çыхнипех вӗçленмест. Кунта типӗ яшка валли пахча çимӗç те хатӗрлеççӗ, салтаксене кирлӗ япаласем туянма укçа та пуçтараççӗ. Сăмах май, волонтерсем çак ӗçе хастар хутшăнакан Вера Ивановна Абросимовăна «Сувар» хаçат та çырăнса пачӗç. 

Волонтеры поселка Васильевка Аксубаевского района

Саврăш ял хутлăхӗн çулленхи пухăвӗнче Васильевка волонтерӗсем Аксу район пуçлăхӗн Алмаз Мингазовăн Тав хутне тивӗçрӗç. Вӗсене Саврăш ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ильнур Минсалихович Сафин та яланах тӗрев парать, пӗр пулăма та тимлӗхсӗр хăвармасть, уявсенче саламлама ятарласах килет. 

Тата çак тӗлӗнмелле ырă кăмăллă хӗрарăмсем – ял пурнăçӗн илемне упракансем. Клуб çуккипе волонтерсен штабӗ Василь­евкăра халăха пӗр çӗре пухакан кăмăллă вырăн пулса тăрать. Çӗнӗ çул уявӗсем те, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ те, Çемье уявӗ те, волонтерсен тӗлпулăвӗсем те – йăлтах кунта иртеççӗ. Паллах, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин, Çӗнтерӳ, Асăнупа хурлану кунӗ пек патриотла уявсене те манмаççӗ – тивӗçлӗн паллă тăваççӗ. 

Акă октябрӗн 6-мӗшӗнче Ва­сильевкăри волонтерсен штабӗнче черетлӗ мероприяти ирт­рӗ. Хальхинче ăна Ватăсен кунне халалланăччӗ. Аксури, Саврăшпуçӗнчи волонтерсем те ятарласах килнӗччӗ кунта. Хăнасене Наталия Сафронова кăмăллăн кӗтсе илчӗ. 

Аксури Волонтерсен центрӗн волонтерӗ Галина Киселева Васильевкăри тăрăшса ӗçлекен «кӗмӗл» волонтерсене ăшшăн саламларӗ, уйрăмах салтак амăшне Нина Матюшкинана палăртрӗ. 

Çӗнтерӗве шанса ӗçлеççӗ

Тӗлпулура Галина Падимировăна, Иван Григорьева, Анатолий Матюшкина тата çамрăк волонтерсене Артем Матюшкинпа Антон Сафронова Аксури «Служу Отечест­ву» Çар ветеранӗсен пӗрлӗхӗн тата Волонтерсен центрӗн Тав хучӗсене парса чысларӗç. Çамрăксем кунта аслисем ӗçленине пăхса лармаççӗ, вӗсемпе тан тăрăшаççӗ. 

Самых активных наградили Благодарственными письмами

Саврăшпуç ялӗн библиотекарӗ, ялти волонтерсен ертӳçи Татьяна Максимова кăçал тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 140 çул çитнине аса илтерчӗ, пухăннисене паллă поэта халалланă кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ. Тутар поэчӗн сăввисене вулакансем те пулчӗç. Унтан пурте пӗрле чей ӗçрӗç, тутлă хуплу çирӗç. Галина Киселева Аксу волонтерӗсем СВО зонине 57-мӗш гуманитари пулăшăвне леçме кайма хатӗрленни пирки каласа пачӗ. 

Тӗлпулу юрă-кӗвӗсӗр епле пултăр-ха ӗнтӗ? Пилӗк ача амăшӗн Татьяна Алексееван пӗтӗм ыра­тăвӗпе хумханăвӗ вăл юрланă юрăра палăрчӗ. Татьяна нумай пулмасть мăшăрне çапăçу хирне ăсатнă. Михаил Максимов купăс каласа ташлаттарчӗ пурне те.

Активные волонтеры поселка Васильевка

Кун пек тӗлпулусем кашни кун ырми-канми сетка çыхакан волонтерсене уçă сывлăш пек кирлӗ. Ыранах вӗсем çак çутă та, шыв та çук кивӗ шкул çуртне таврăнса хăйсен ӗçне малалла тăсӗç. Хӗллехи вăхăтра хутса ăшăтма хăйсемех вутă та хатӗрлесе хунă. Вӗсем сехет çине пăхмаççӗ, награда кӗтмеççӗ – кӗçех çӗнтерӳ пуласса шанса ӗçлеççӗ те ӗçлеççӗ. 

Кивӗ шкулта волонтерсем тăрăшнипе çутă çуннă, хăюсем шăлтăртатнă чух вара Васильевкăра пурнăç малалла тăсăлать. Пӗчӗк ялта пурăнакансем пуринчен ытла тăшманпа çапăçакан паттăрсем пирки шутлаççӗ, вӗсене пулăшас тесе тăрăшаççӗ, çӗнтерӗве куç пек кӗтеççӗ.

 

Татьяна МАКСИМОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 


Своих не бросаем

Нет комментариев