Хусана ятарлă  номинацире палăртнă
Çӗнӗ хыпарсем

Хусана ятарлă номинацире палăртнă

Тутарстанăн тӗп хули «Семейная столица России» конкурсăн «Город семейной стабильности» номинацийӗнче çӗнтернӗ. Кун пирки Тутарстан Республикин Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ.

Фото Оксаны Бердниковой.«Çак награда хула тӗрӗс çулпа пынине çирӗплетет, мӗншӗн тесен Хусанăн  вăйӗ – хулара пурăнакан çирӗп çемйисенче. Çак çӗнтерӳ ăруран ăрăва куçакан юратусăр, пулăшусăр тата йăла-йӗрке çинчен каласа паракан историсемсӗр пулмастччӗ. Хăйне евӗрлӗ атмосфера тунăшăн, пурăнма çак хулана суйласа илнӗшӗн, çемье çавăрнăшăн тата кил ăшшине упранăшăн пур хусан çыннине тав тăватăп», – тенӗ вăл.

«Семейная столица России» конкурсăн финалне Хусан, Чулхула, Новосибирск, Омск, Пенза, Рязань, Саранск, Тула, Ханты-Мансийск тата Кăнтăр Сахалинск тухнă. Пурӗ 60 хула хутшăннă. Конкурса çуркунне РФ Патшалăх Канашӗн комиссийӗ президентăн культура пуçарăвӗсен фондчӗ пулăшнипе ирттернӗ.

Чулхулапа Кăнтăр Сахалинск Раççейӗн Çемье тӗп хулисем пулса тăнă. Тула  «Город будущих поколений» номинацире, Новосибирскпа Севастополь «Город для большой семьи» номинацире, Пенза (500 пин çын таран пурăнакан хуласем хушшинче), Рязань (çур миллион ытла пурăнакан хуласен хушшинче) «Флагман многодетности» номинацире,  Ханты-Мансийск тата Омск хулисем «Город счастливого родительства»  номинацире,  Саранск (500 пин çын таран пурăнакан хуласем) «Город семейной стабильности» номинацире çӗнтернӗ.

Августăн 29-30-мӗшӗсенче экспертсем хулан социаллă инфраструктурине тата атмосферине хакланă. Вӗсем «Казань» çемье центрне, перинаталь центрне, Хусанти патшалăх энергетика университетне, Хусанти Турă Амăшӗн турăшӗн соборне, çавăн пекех «Тылсым» тата «Перемена»  нклюзивлă центрсене çитсе курнă.  Çавăн пекех вӗсем хулара çемьесем валли транспорт тата отельсем мӗнле йӗркеленине те пăхса тухнă. Çавăн пекех компанисен хăйӗн ӗçченӗсене мӗнле пулăшнине тишкернӗ. Çак тӗллевпе «Казаньоргсинтеза çитсе курнă.  

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх Хусан ятарлă награда илнӗ. Ку вăл хула çемьесене хăйсене лайăх туйччăр тесе мӗн кирлине йăлтах тунине пӗлтерет.


Нет комментариев