Çӗнӗ хыпарсем

Ултавçăсем пӗр уйăхра çур миллиард тенкӗ вăрланă

Сентябрь уйăхӗнче ултавçăсем Тутарстан çыннисен 533 миллион тенкине вăрланине «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире Раççей ШӖМӗн Тутарстанри уголовлă шырав управленийӗн оперуполномоченнăйӗ Радис Юсупов пӗлтернӗ.

«Сентябрь уйăхӗнче  ултавçăсем Тутарстанра пурăнакансенчен 533 миллион тенкӗ вăрланă. Кăçал тăхăр уйăх хушшинче   тутарстансем виçӗ миллиард та 776 миллион тенкӗсӗр тăрса юлнă. IT-ултавăн 2 989 тӗслӗхӗпе уголовлă ӗç пуçарнă, вӗсенчен 271-шӗ дропперсене пырса тивнӗ», – каласа хăварнă вăл.

Радис Юсупов  палăртнă тăрăх, вăрлакансен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан чакнă пулин те сиен сумми кăштах çеç сахалланнă.  Ку ултавçăм пысăк суммăсене вăрлама пăрахманнине кăтартать.


мошенники

Нет комментариев