Чăвашла çапла ятпа палăртаççӗ Таса Турă Амăшӗн пуç çине витмеллине, омофор теççӗ ăна. Чăвашсем вара вырăсларан Покрова хăйсемлетсе «Пукрав» теме тытăннă.
Ку чиркӳ праçникне 910 çулта Константинопольти Влахернски чиркӗвӗнче Турă Амăшӗ курăннă хыççăн палăртма пуçланă. Хула тăшман ункинче пулнă. Çынсем чиркӗве Турра кӗл тума килнӗ. Вӗсем хушшинче юродивый Андрейпе унăн вӗренекенӗ Епифаний те пулнă. Тем самантран вӗсене Таса Турă Амăшӗ Ангелсемпе курăнаççӗ. Таса Турă Амăшӗ Ангелсемпе пӗрле темӗнччен кӗл тăвать, унтан пуç çинчи виткӗçне сӳсе илсе çынсем çийӗн витет.
Çапла çакăн хыççăн нумай та вăхăт иртмест тăшмансем пăрахса каяççӗ.
Уявпа пурне те! Ырлăх-сывлăх, телей пурсăра та. Таса Турă Амăшӗ упратăр сире.
Нет комментариев