Çакăн пирки «Татар-информ» ИА пӗлтерет.

Вăл кунне икӗ рейс тăвать: Пӗкӗлме хулин автовокзалӗнчен 7.30 тата 15.30 сехетсенче, Наратлăран 9.10 тата 16.10 сехетсенче çула тухать. Маршрут Кӗçӗн Пӗкӗлме, Алга, Восточный, Анненково, Кивӗ Исаково, Петровка тата Наратлă ялӗсем урлă иртет. Билет хакӗ ăçтан ăçта çити кайнинчен килет, паллах.
Пӗкӗлме районӗн Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Руслан Масалимов пӗлтернӗ тăрăх, çак маршрута уçни район инфраструктурин аталанăвӗнчи пӗлтерӗшлӗ утăм. Халӗ темиçе ялта пурăнакансемшӗн хулана мӗнле çитес-ши текен ыйту тăмасть.
Сăнӳкерчӗк: «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев